Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлĕ ĕçе – тивĕçлĕ хак

12 ноября 2019 г.

Тивĕçлĕ ĕçе – тивĕçлĕ хак

Яланхи пекех Елчĕк районĕнчи аграрисен кăçалхи ĕç-хĕлне республика шайĕнче пысăка хурса хакланă.

Умри йывăрлăхсене уямасăр, тыр-пул туса илессипе – чи малти. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 71117 тонна /1 гектартан тухакан вăтам тухăç — 32,1 центнер/ пухса кĕртнĕ. Çакăншăн района I степень Диплом тата 85 пин тенкĕ укçан преми парса хавхалантарнă.

Район выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсемпе те малтисен ретĕнче. Ку енĕпе «Победа» ООО çулран-çул сулмаклă кăтартусене çывхартать. Кунта кăçалхи 9 уйăхра, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сĕт туса илессине 9 процент ÿстернĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 107 центнер аш-какай, 1444 центнер сĕт туса илнĕ. 2018 çулхи отчетлă тапхăрта пĕр ĕнерен 6105 килограмм сĕт сунă пулсан, кăçалхи кăтарту 6587 килогрампа танлашнă. Тулăх рационпа тăрантаракан мăйракаллă шултăра выльăхсем те самăр çитĕнеççĕ – пĕр талăкра 945-шер грамм ÿт хушаççĕ. «Победăра» ял хуçалăх производствинчи ĕçе тухăçлă йĕркеленине палăртнă, Диплома тата хаклă парнене илме тивĕçлĕ пулнă.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Тăрăшса вăй хунине тивĕçлипе хаклани çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантартăр!

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика