12 ноября 2019 г.
Районта тĕрлĕ халăх çыннисем килĕштерсе, пĕр çемьери пек пурăнаççĕ. Пĕрлĕхре, пĕр тĕллевпе пурăнсан анчах йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса пурнăçра пысăк ÿсĕмсем тума пулнине пурте ăнланатпăр. Мĕнле нацие, мĕнле тĕне ĕненнине, йăла-йĕркене, шухăш-кăмăла пăхмасăр эпир пĕр-пĕрне хисеплетпĕр. Районта тĕрлĕ наци çыннисем пĕр-пĕрне юратса çемье чăмăртанисем те сахаллăн мар. Чăвашпа узбек, вырăспа чăваш, мăкшăпа чăваш, тутарпа чăваш е тата ытти наци çыннисем пĕр çемьене пĕрлешсе килĕштерсе пурăнаççĕ.
Çавнашкал çемьесен уявĕ районти ЗАГС пайĕнче савăнăçлă иртрĕ. Унта шăпах анлă пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса, пĕрле килĕштерсе утакан Вырăскассинчи Вековсен, Çĕнĕ Эйпеçри Байдугановсен, Сăрьелĕнчи Харисовсен çемйисене йыхравланă. Пухăннисене уяв ячĕпе ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина саламларĕ.
«Ылтăн» туй, «ылтăн» туй…
Геннадипе Елена Вековсене Курнавăш ял тăрăхĕнче чылайăшĕ паллать, хисеп тăвать. Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ мăшăр ял-йыш чысне тивĕçлипе çĕнсе илнĕ.
Геннадий вăтам шкул хыççăн Чапаев ячĕллĕ дивизинче çар хĕсметĕнче тăнă. Унтан колхозра шоферта ĕçленĕ. 1973-1975 çулсенче Шупашкарти партипе совет шкулне ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн «Урожай» колхозра гараж заведующийĕ пулса тăрăшнă. Ун хыççăн 13 çул Курнавăш ял Совечĕн председателĕн тилхепине тытса пынă. 1990 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен «Заря» коллективлă предприятире техник-строительте вăй хунă. Çав вăхăтрах хуçалăхри профсоюз комитетне ертсе пынă. Ял тăрăхĕнчи хуçалăх экономикине аталантарас тата вырăнти социаллă пурнăçа лайăхлатас енĕпе тăрăшса ĕçленĕшĕн 1990 çулта ăна РСФСР Верховнăй Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă. Ытти тĕрлĕ наградăсем те йышлă ĕç ветеранĕн.
Кил хуçи паян та общество ĕçĕнчен пăрăнмасть. Ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшу ыйтсан кирек мĕнле ĕçрен те юлмасть. Çав вăхăтрах «Шанăç» фольклор ушкăнне çÿреме те вăхăт тупать.
Геннадий Петровичăн мăшăрне, Елена Васильевнăна, 1969 çулта Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче ученăй-зоотехник дипломне илнĕ хыççăн направленипе «Дружба» колхоза ĕçлеме янă. Района килнĕ çамрăк специалистпа паллашнă та каччă. Унтан Патăрьел районĕн хĕрĕпе Вырăскасси каччин хушшинче таса юрату ялкăшма пуçланă. Пĕр-пĕрне чун-чĕререн савакансем часах çемье çавăрнă.
Тату та килĕштерсе пурăнакан çемьере виçĕ ывăл ÿссе çитĕннĕ. Вĕсем пурте çемьеллĕ. Хулара пурăнсан та ашшĕ-амăшĕ патне час-часах килсе çÿреççĕ. 70 çултан каçнăскерсем патвар ывăлĕсемпе, маттур та сăпайлă кинĕсемпе, пултаруллă мăнукĕсемпе савăнса кун иртнине те сисмеççĕ.
Алла-аллăн – 53 çул
«Уран» туйне паллă тăвакан Байдугановсен çемйи çак металл пекех çирĕп те шанăçлă.
Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ Федорăн вăтам шкул пĕтерсенех салтака кайма ят тухнă. Службăна тивĕçлипе вĕçленĕ хыççăн Çĕнĕ Эйпеç каччи комсомол путевкипе çерем çĕрсене уçма хутшăннă. Унтан та тÿрех тăван ене таврăнман-ха мал ĕмĕтлĕ каччă. Урал тăрăхĕнче шахтăра тăрăшнă. Кунтах пулас мăшăрĕпе, вырăс хĕрĕпе, Людмилăпа, паллашса çемье чăмăртанă.
Ялта ватă амăшĕ кĕтнĕрен икĕ ачаллă мăшăр тăван ене таврăннă. Ÿркенмен çамрăксем ялта ĕç шыраса хăшкăлман, тăван хуçалăхра вăй хума пуçланă. Хунямăшĕ вырăсла, кинĕ чăвашла пĕлменрен харсăр Людмила çулталăкранах ют чĕлхене алла илнĕ. Пурăна киле кил хуçи хĕрарăмĕсем пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланма пуçланă.
– Шкула каякан ачасене чăвашла сăвăсем пăхмасăр калама хăнăхтарнă май çепĕç чĕлхене вĕренме йывăрах пулмарĕ мана, – тет Людмила Ивановна халĕ.
Пăрчăкан пек йăрă вырăс хĕрарăмĕ кĕске вăхăтрах ял хушшинче ырă ят çĕнсе илнĕ. Чылай çул ферма сукмакне такăрлатнă вăл.
Мăшăрĕ ăна яланах май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Федор Моисеевич малтанах Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă, каярахпа аслă пĕлÿ илнĕ. Тĕрлĕ яваплă ĕçре тăрăшнă вăл. Общество пурнăçĕнче пуçарулăхпа палăрнă. Мăшăрăн тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн панă наградăсем те сахал мар.
Ялта çемье йышĕ тата ÿснĕ. Тăватă тĕпренчĕке çут тĕнче парнеленĕ Байдугановсем. Вĕсем пурте алла професси илнĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ ят-сума тивĕçнĕ. Çакă ашшĕ-амăшĕшĕн – чи хакли. Çемьере сасă хăпартса калаçнине илтмен ывăл-хĕрĕсем хăйсем те мăшăрĕсемпе юратупа киленсе ывăл-хĕр ÿстереççĕ.
«Телейпе юрату чулĕн»
юбилей кĕрекине ларнă кăçал Харисовсем. Мăшăрлă пурнăç урати урлă каçса пĕрремĕш утăм туни 55 çул çитнĕ вĕсен.
Рифкат Сабировичпа Гельфия Мингазетдиновна Сăрьелте çуралса ÿснĕ. Çемье пуçĕ çичĕ класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тăван хуçалăхра тăрăшнă. Унтан Совет çарĕнче службăра тăнă. Салтак тумне хывсан «Победа» колхозра тăрăшнă. Унтан клуб заведующийĕнче, экономистра ĕçленĕ.
Ĕç стажне вара ытларах районти потребительсен обществинче пуçтарнă. Тĕрлĕ яваплă должноçсенче пиçĕхнĕ. Ĕçре, общество пурнăçĕнче харсăр та пултаруллă пулнăскере тĕрлĕ Хисеп хучĕсемпе чысланă, унăн ячĕ республикăри потребительсен союзĕн Хисеп хăми çине те кĕнĕ.
Мăшăрне пур енĕпе те пулăшса пынă Гельфия Мингазетдиновна малтанах тăван хуçалăхра дояркăра, каярахпа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ялти лавккара тирпейлÿçĕре тăрăшнă.
Харисовсем тăватă хĕр пăхса ÿстернĕ. Вĕсем пурте ятарлă пĕлÿ илсе тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Ачисемпе сакăр мăнукĕ кукашшĕпе кукамăшĕ патне килсе пулăшаççĕ.
Калас пулать, Рифкат Сабирович паян та общество ĕçĕнче харсăрлăхĕпе палăрать. Чăвашла илемлĕ калаçаканскер тĕл пулусенче чăвашпа тутар хушшинчи туслăхшăн ăнтăлнине пĕлтерет.
Мăшăрсем ЗАГС пайĕн юбилярсен Хисеп кĕнеки çине алă пусса хăйсем туслă та тату пурăннине çирĕплетрĕç, çур ĕмĕр ытла пурăнса та пĕр-пĕрин патне ăшă туйăм çухалманнине, пурнăç тăтăшах пĕр тикĕс пулмасан та пĕр-пĕрне ăнланнине, йăнăшсан каçарма пĕлнине, Турă панă шăпапа килĕшнине пĕлтерчĕç.
Хисеплĕ мăшăрсен ячĕпе Сергей Баранов, Юрий Кашкăр илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Çавăн пекех ялти сумлă мăшăрсене ял тăрăхĕсен администрацийĕсен представителĕсем, ачисем, мăнукĕсем саламласа çепĕçрен те çепĕç сăмахсем калани чун-чĕрене çунатлантарчĕ, хăшĕсен савăнăç куççулĕ те юхса анчĕ. Виçĕ наци çыннисем савăк тĕл пулушăн тав туса пĕрле сĕтел хушшине ларса вĕри чейпе сăйланчĕç, пĕрлĕхре вăй пулнине, Елчĕк ен – пирĕн тăван кил пулнине палăртрĕç.
…Тăванлăх пытăр ĕмĕр-ĕмĕре
Пĕрне-пĕри телей кăна сунар…
– тесе уйрăлчĕç мăшăрсем çемье уявĕнчен.
В.СМИРНОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Сумлă юбилярсем – Байдугановсем, Вековсем, Харисовсем.
Источник: "Елчĕк Ен"