07 октября 2019 г.
Кашни çыннăн пурнăçĕ вĕрентекенпе çыхăннă – шкул çулне çитсен пурте парта хушшине ларатпăр. Вĕрентекен вара «иккĕмĕш атте-анне» пулса пире пĕлÿ тĕнчипе утма пулăшать, пĕлÿпе пĕрлех пурнăçа та хăнăхтарать, атте-анне панă ăс-тăна малалла çивĕчлетет. Мĕн чухлĕн вĕсем, ĕмĕрĕсене вĕрентÿ ĕçне халалланă хисеплĕ учительсем. Вĕсенчен пĕри – шкул сукмакне 34 çул хушши такăрлатнă, ачасене чун-чĕре ăшшине панă Елена Егоровна Егорова.
Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи Егорпа Клавдия Ильинсен йышлă çемйинче кун çути курнă вăл. Ялти шкулта 7 класс вĕреннĕ хыççăн Лена колхозра тăрăшма пуçланă. Çитĕннисемпе пĕрле ака-суха ĕçне хутшăннă, хĕлле вăрман каснă, торф кăларма та тивнĕ ăна. Ĕçпе хуçăлнă вăхăтра та çивĕч ăслă, анлă тавра курăмлă хĕр малалла вĕренме каяс шухăшне пуçран кăларман. Хăй çине тăнăранах Елчĕк шкулĕнче вĕренме пуçланă, унтан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. 1955 çулта хĕр Шупашкарти педагогика институчĕн математика уйрăмне вĕренме кĕрет, 1975 çулта студентсене çерем уçма /целина/ яраççĕ. Ĕçчен хĕр тăрăшулăхĕпе палăрать кунта та, медале тивĕçет.
1960 çулта вăл алла диплом илет, направленипе Аслă Пăла Тимеш шкулне ĕçлеме килет. Ку çулсенче ачасем тĕрлĕ çуртсенче, çав вăхăтрах уйрăм хуçалăхсенче те вĕреннĕ. 1961 çулта тин ялта 400 ача вырнаçмалăх çĕнĕ шкул хута каять, 1962 çулта вăтам шкул туса хураççĕ. Н.Емельянов, С.Портнов, А.Мукин, А.Мукина, З.Железова, К.Николаев, А.Кужикова, З.Козлова пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ текех. Çапах та вĕсен ырă сăнарĕсем тата пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ вĕренекенĕсен, ял-йыш асĕнче ĕмĕрлĕхех упранĕ. Елена Егорова З.Мышкинпа тата А.Финдюковпа çĕнĕ шкулта пĕр вăхăтра ĕçлеме пуçланă. Коллектив çĕнелсе тата хушăнсах пынă – С.Носова /Васильева/, М.Евтихеева, Н.Чермакова тата ытти вĕрентекенсем ачасемшĕн çывăх çынсем пулса тăнă. Вăл вăхăтри учительсем кунĕпех ачасене пĕлÿ тата воспитани парас енĕпе тăрмашнă тесен те йăнăш пулас çук пуль. Ирпе ирех кĕтсе илетчĕç вĕсем пире шкулта, уроксем хыççăн кружоксем ертсе пыратчĕç, каçхине вара клубра иртекен мероприятисене хутшăнатчĕç, çĕрлехи рейдсем йĕркелетчĕç. Çав вăхăтрах килсене пырса çÿреме те вăхăт тупатчĕç.
Предмета тарăн пĕлекен, кашни ача чунĕ патне çул хывма пултаракан Елена Егорова вĕренекенсенчен питĕ çирĕп ыйтатчĕ. Çавна май унăн предметне лайăх пĕлекенсем йышлăччĕ. Хисеплĕ учителĕмĕр çемье йĕркелесе ывăл ача ÿстерчĕ. Игорь халĕ çемйипе Санкт-Петербургра пурăнать, шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлет. Ывăлĕсемпе кашни çулах тăван ялта пулать. Мăнукĕсем те асламăшнех хывнă курăнать, математикăна аван вĕренеççĕ.
Пирĕн хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр 89 çула çитнĕ пулсан та пĕчченех пурăнма мехел çитерет. Ăс-тăнĕ питĕ лайăх, халĕ те задачăсем, уравненисем шутлать.
– Ăс-тăна мăкалса кайма парас мар тетĕп, – тет вăл.
Паян – Вĕрентекен кунĕ. Çак уявра тата çуралнă кунĕнче унăн телефонĕ шăнкăртатса анчах тăрать. Хăй вĕрентнĕ ачасем ?халĕ ĕнтĕ вĕсем те аслашшĕ-асламăшĕ пулнă/ сывлăх сунса саламлани, пурнăçĕпе интересленни, чĕререн тав туни çунат хушать ăна, хавхалантарать. Чылайăшĕ вăрăм ĕмĕр сунса килне те пырса çÿрет.
З.ПОРТНОВА,
Е.Егорован 60-мĕш çулĕсенчи вĕренекенĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Елена Егорова хăйĕн класĕпе /1965 çул/
Источник: "Елчĕк Ен"