Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялшăн тăрăшать

14 сентября 2019 г.

Самана улшăнса пынă май çĕнĕлле пурăнма хăнăхса пыратпăр. Ялсенче старостăсем суйларăмăр, халĕ курăмлă ĕçсене вĕсем йĕркелесе пыраççĕ.

Кушкă ялĕнче староста ĕçне П.Хмелев пурнăçласа пырать. Вăл халăхпа пĕр чĕлхе тупма, ăна ырă ĕçсем тума хавхалантарма, обществăлла ĕçе явăçтарма пĕлет, ĕçрен хăй те аякра тăрса юлмасть. Ялшăн, халăхшăн тăрăшни куçкĕрет.

Малтанхи старостăсем хастарлăхпа палăрсах кайман пулсан, Петр Васильевичăн ĕçĕсем питĕ курăмлă. Акă иртнĕ çулта ялти стадионта пысăк улшăнусем пулчĕç. Ял уявне кунта ирттернĕ май юрăçсене юрласа-ташлама сцена çукчĕ. Халĕ ку çитменлĕхе пĕтернĕ, хитре те меллĕ площадка аякранах илĕртсе ларать. Кунтах йывăçсен сулхăнĕнче киленсе ларма саксем, сĕтелсем ăсталаса вырнаçтарнă.

Кăçал вара кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Анат Туçа енчен яла пырса кĕнĕ çĕрте пысăк стела вырнаçтарса лартнă. Проект авторĕ – Кушкăра çуралса ÿснĕ, чăваш ÿнерçисен пĕрлĕхĕн членĕ В.Галошев. 4,8 метр çÿллĕш стела çине «Пасарлă Кушкă» тесе çырса хунă тата ялăн гербне вырнаçтарнă. «Мĕншĕн Пасарлă-ха?» – тейĕ вулакан. Автор шучĕпе, Чăваш Енре тата ытти тăрăхра Кушкăсем нумай, Пасарли вара – пĕрре анчах. Çакă ялта авалтанах пасар пулнипе те çыхăннă.

Пысăк стелăна туса хатĕрлеме ял халăхĕ укçа-тенкĕ парса пулăшнă. Н.И.Трофимов, В.Г.Трофимов, И.Н.Волкова /Шавкина/, Н.В.Баринов, П.В.Хмелев, А.А.Бакин, А.Н.Хлебников тата ыттисем те уйрăмах хастар пулнине палăртать ял старости Петр Васильевич, вĕсене пурне те тав сăмахĕ калать.

Ю.ГОРДЕЕВ.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика