Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă

17 августа 2019 г.

Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă

Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти «Теремок» ушкăна кĕрсен асамлăх тĕнчине лекнĕнех туйăнать. Стенасем çинче юмахри сăнарсем хăйсем патне кăчăк туртаççĕ, чÿречесем çинче тĕрлĕ чечексем çеçке çурса лараççĕ, кашни сĕтел-пукана, шкафсене пĕлсе те илемлĕн вырнаçтарнă. Шăпăрлансем сĕтел хушшине вырнаçнă та ÿкерчĕксем ăсталаççĕ. Тăван килти пекех хăтлă туяççĕ хăйсене пепкесем. Ачасен кăмăл-туйăмĕнчен те лайăх курăнать: çемьери ăшăлăхпа тирпейлĕх хуçаланать ушкăнра.

Хăй ăшшине, хÿттине илнĕ шăпăрлансем Зоя Прохоровна çине куç илмесĕр юратса пăхаççĕ, унăн кашни сăмахне тăнлаççĕ. Шкулчченхи уйрăма çÿрекенсем тăван чăваш чĕлхипе мĕн пĕчĕкрен пуплесе ÿсчĕр тесе тимлет Зоя Антонова воспитатель. Ушкăнра вырăсла калаçакансем пулнăран пепкесем шкула кайиччен вырăсла та лайăх калаçма вĕренеççĕ. Пĕр енчен ку лайăх та: мĕн тесен те икĕ чĕлхе – икĕ ăс.

Воспитатель ĕçĕ калама çук йывăр та яваплă. Кунĕпе хăлхара ача-пăча сасси янăраса тăни кăна мар, кашнийĕн патне хăйне евĕрлĕ мел те тупма пĕлмелле, вĕсене пурнăçăн малтанхи йĕркисене вĕрентмелле, коллектива хăнăхтармалла… Хăйĕн профессине чун-чĕререн парăнман, ачасене юратман çын ĕçлейместех унта. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, ăсталăх, пултарулăх кирлĕ тата; Ачасен юратăвне, ашшĕ-амăшĕн хисепне çĕнсе илме пĕртте çăмăл мар. Зоя Прохоровна 30 çул хушшинче хăйĕн ăсталăхĕпе пултарулăхне чăннипех те çирĕплетме пултарнă.

Шупашкарти педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ хыççăн çамрăк воспитатель чи малтанах Çĕнĕ Шупашкарти ача садĕнче пилĕк çула яхăн тăрăшнă. Шăпа ăна Елчĕк тăрăхне илсе çитернĕ. 1988 çулта Аслă Пăла Тимешри «Родник» ача садĕнче воспитательте ĕçлеме тытăннă. 2008 çулхи ноябрьтен вара – «Теремокра».

Уçă кăмăллă та çепĕç саслă Зоя Прохоровна çак тапхăрта хăйне пуçаруллă та хастар, яваплăха çирĕп туйнине лайăх кăтартать. Тĕрлĕ ÿсĕмри пепкесене воспитани панăран /ушкăнра 2 çултан пуçласа 7 çулхи ачасем/ методикăна лайăх пĕлет. Кашни занятие тĕплĕ хатĕрленет. Вăл Марина Зайцева воспитатель пулăшуçипе пĕрле тăрăшать. Марина Анатольевна кунта ĕçлеме тытăнни ултă çул. Иккĕшĕ килĕштерсе, ăнланса ĕçлеççĕ. Зоя Прохоровна кăмăл-сипетпе патриот воспитанийĕ парас ыйтăва мала хунăран ачасем мĕн пĕчĕкрен тăван тăрăха, тавралăха, мăн асаттесен культурине пĕлччĕр, ăна юратчăр тесе ытларах тимлет.

Хăйĕн пĕлĕвне, тавра курăмне анлăлатсах пырас тивĕçе те мала хурать пултаруллă воспитатель. Тăтăшах çĕнĕ методикăпа паллашать, педканашлусенче, методика пĕрлешĕвĕсен ларăвĕсенче тĕрлĕ темăпа калаçать, ашшĕ-амăшĕ, ĕçтешĕсем умĕнче час-часах уçă занятисем ирттерет.

Опытлă воспитатель ашшĕ-амăшĕпе канашласа ĕçлессине те тĕп вырăна хурать. Вăл ача-пăча коллективĕн ертÿçи кăна мар, ашшĕ-амăшне педагогика пĕлĕвĕ парас енĕпе ăста пропагандист та.

Зоя Антонова 2017 çулта районти «Чи лайăх воспитатель» конкурсра лауреат ятне тивĕçрĕ. Шкулти, ялти общество ĕçĕсенче те пуçаруллă вăл. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллаканскер хĕлле йĕлтĕр çине тăрать, волейбол вăййине кăмăллать. Çавăн пекех массăллă чупусенчен те аякка пăрăнса юлмасть.

Зоя Прохоровна пĕчĕкскерсемпе ирттерекен районти конкурссемпе ăмăртусене те хаваспах хутшăнать. Шăпăрлансене сцена çине тухма хăнăхтарать, ăс-хакăл вăййисене выляттарать. 2009 çулта районти «Светофорик» конкурсра З.Антонова «Ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентес тата ашшĕ-амăшне пропаганда ĕçне явăçтарас» номинацире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 2008 çулта районти «Малышиада» спортпа сывату вăййинче унăн воспитанникĕсем виççĕмĕш вырăна тухнă. Çавăн пекех пĕчĕкскерсене вăл кашни çулах «Пĕчĕк фея», «Мистер тата мисс», «Эпĕ – тĕпчевçĕ» конкурссене хатĕрлет. Республикăри ялти профессисем çинчен калакан конкурсра «Шкулчченхи ачасене аграри профессийĕсем çинчен» номинацире пĕрремĕш вырăн тата медаль çĕнсе илнĕ.

Тÿрĕ те ырă кăмăллă педагога ачасем юратаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн хисепне те вăл пархатарлă ĕçĕпе çĕнсе илнĕ.

Антоновсем – Зоя Прохоровнăпа Федор Ильич – хăйсен ачисене те тĕрĕс воспитани, тарăн пĕлÿ парса анлă çул çине кăларнă. Вĕсен икĕ хĕрĕпе ывăлĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: З.Антонова хăйĕн шăпăрланĕсемпе.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика