03 июля 2019 г.
Ял хуçалăх производствин тĕп отраслĕсене комплекслă йĕркелесе пыракан, экономика кăтартăвĕсем çулсерен ÿссе пыракан «Победа» сахал яваплă обществăн тĕп пуянлăхĕ – унăн ĕçчен çыннисем.
Сăн ÿкерчĕкри Алина Яковлева ĕне сăвакан оператор – районти чи пысăк сăвăм ăсти. Отчетлă 6 уйăхри тапхăрта вăл хăйне çирĕплетсе панă кашни ĕнерен 6000 килограма яхăн сĕт сунă.
Тĕрлĕ ĕç пурнăçланă çĕрте вăй хуракан Владимир Сергеев та шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларать. Ĕçне кура – хисепĕ. Кăçалхи Акатуй уявĕнче ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехетне парса чыс тунă.
Галина Трофимова вара «Районти чи лайăх зоотехник» ята илме тивĕçлĕ пулнă.
Источник: "Елчĕк Ен"