Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Налука вăхăтра тÿле!

18 августа 2018 г.

Налука вăхăтра тÿле!

Налука вăхăтра тÿле те лăпкă çывăр. Халăх хушшинче çак каларăша час-часах илтме тÿр килет.

Тĕрлĕ сăлтава пула налука вăхăтра тÿлейменнисен йышĕ пысăк. Парăм виçи çулран-çулах ÿссе пынă май вара парăмçăн лару-тăрăвĕ йывăрлансах пырать. Анчах та темле пăркалансан та, тĕрлĕ сăлтав шырасан та тÿлемелли укçа-тенке тÿлемеллех. Саккунран пăрăнма çук, хăй ирĕкĕпе тÿлемен парăмсене приставсем суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн шыраса илеççĕ, енчен те парăма укçа-тенкĕпе парса татаймасан вĕсем пурлăха конфискацилеççĕ.

Паянхи кун тĕлне Елчĕк районĕнчи уйрăм çынсен пурлăх, çĕр тата транспорт налукĕсемшĕн пухăннă парăмĕ 2 миллион та 964 пин те 722 тенкĕпе танлашнине пĕлтереççĕ налук инспекцийĕн ĕçченĕсем. Вĕсен пысăк пайĕ ял тăрăхĕсен бюджетне кĕмелли /тĕплĕнрех каласан халăхăн пурнăç шайне ÿстерессинче усă курмалли/ укçа-тенкĕ. Налук тÿлессинче уйрăмах пысăк парăмлисен шутĕнче Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакан уйрăм çынсем малти вырăнта тăраççĕ. Çавна май çивĕч ыйтăва çĕклесе иртнĕ эрнере асăннă ял тăрăхĕнче Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайне ÿстерессипе, ĕç укçине вăхăтлă тата туллин тÿлессипе, ăна «конвертпа» парассине чакарассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комиссин ларăвĕ иртнĕ. Августăн 14-мĕшĕнче вара кунти парăмçăсемпе федерацин налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцин тата районти суд приставĕсен ĕçченĕсем тĕл пулчĕç. Парăмлисен списокĕ вăрăм. Хăш та пĕрисен парăмĕ 40-50 пин тенкĕрен те иртет. Рейд вăхăтĕнче укçа-тенке пĕрисем тĕпĕ-йĕрĕпе, теприсем пайăн-пайăн тÿлерĕç, çывăх вăхăтра йăлтах тÿлесе татма шантарчĕç. Суд приставĕсен ĕçченĕсем укçа-тенкĕпе татăлайманнисен пурлăхне /телевизор, компьютер, ял хуçалăх техники тата ытти те/ конфискацилерĕç.

Парăмсене шыраса илес тĕлĕшпе иртекен рейдсен вăхăтĕнче парăмçăсем тĕрлĕ сăлтава пула /налук инспекцийĕн, суд приставĕсен ĕçченĕсен çырăвĕсене алла илеймен, пропискăра тăракан çуртра пурăнмасть, ытти региона ĕçлеме çÿрет е ытти те/ хăйсен парăмĕ пуррине пĕлменни пирки хыпарланă тĕслĕхсем те пулчĕç. Асăннă ыйту хальхи вăхăтра никам умне те йывăрлăх кăларса тăратмалла мар, мĕншĕн тесен кашни çынах хăйĕн парăмĕ пуррипе е çуккипе интересленсе Федерацин налук службин сайчĕсене /адресĕсем: www.nalog.ru; www.r21.nalog.ru/ е Федерацин суд приставĕсен службин сайтне кĕрсе /«Банк данных» баннерта хăвăрăн хушаматăра, ятăра, аçăр ятне, çуралнă вăхăта çырмалла/ пĕлме пултарать.

Сăмах май, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче пурăнакансен те налук парăмĕ самаях пысăк. Çывăх вăхăтра налук-çăсемпе суд приставĕсен ĕçченĕсем йĕркелекен пĕрлехи рейд кунта та иртĕ.

Йĕркене пăхăнса налуксене тÿлесе пырар, парăмпа вăхăтра татăлни тĕрлĕ пăтăрмахран упрать.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Галина Иванова тата Федерацин налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцин начальникĕн çумĕ Геннадий Филиппов парăмçăпа курнăçнă самант.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика