18 июля 2018 г.
Аслă Пăла Тимешри Юлийăпа Версалий Емельяновсем çемье вучахне сÿнме памаççĕ — 65 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем ялти чи сумлă çемьесенчен пĕрисем.
Иккĕшĕ те çак ялтах çуралса ÿснĕ. Версалий Васильевич 1931 çулхи май уйăхĕн 25-мĕшĕнче кун çути курнă. Çемьере виççĕн ÿснĕ. Пĕртăвансем çамрăклах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Апла пулин те тăрăшуллă Николайпа Олимпиада педагогсем пулса тăнă. Версалий, амăшĕн тĕрекĕ пулса, тăван киле юлнă. 6 класс пĕтерсенех вăл колхоз ĕçне хутшăнма тытăннă. 17 çула çитсен ăна ФЗОна илсе кайнă. Вĕреннĕ вăхăтра заводра ĕçленĕ. 1953 çулта яла таврăннă. Хура куçлă, пăрчăкан пек вăр-вар Юльăна мăшăр пулма суйланă.
Хĕрпе каччă пĕр класра вĕреннĕ. Юлия 8 класс пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнчи педучилищĕре пĕр çул вĕреннĕ, анчах вĕренсе пĕтереймен. Качча тухнă хыççăн колхоз ĕçне хутшăнма тытăннă. Çемьере йыш хыççăн йыш хутшăнса пынă. Виçĕ ывăл — виçĕ пăхаттир çуралнă. Пурте паян тĕреклĕ çемьепе пурăнаççĕ.
Версалий Васильевич «Победа» хуçалăхра нумай çул каменщикра, 33 çул шкулта кочегарта ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 47 çултан та иртет. Юлия Терентьевна та тăван хуçалăхра вăй хунă. Пенсие тухиччен 17 çул колхозра склад заведующийĕнче тăрăшнă.
Харсăрсем тĕрлĕ Тав хучĕсемпе сумлă парнесене пĕрре мар тивĕçнĕ. Çемье тулли кĕрекене пуçтарăнсан ĕç ветеранĕсем мăнукĕсене хăйсене тÿрĕ кăмăллă та хастар ĕçшĕн панă наградăсемпе паллаштараççĕ,çамрăклăхĕпе кулленхи ĕç саманчĕсем пирки каласа кăтартаççĕ. Июль уйăхĕнче 88 çул тултарнă Юлия Терентьевна халĕ те ĕçрен пăрăнасшăн мар.
Тăхăр теçетке çула çывхаракан Версали тетепе Юля аппа темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстереççĕ. Хуçалăхĕ вĕсен таса та типтерлĕ. Картиш тулли чăх-чĕп ÿстереççĕ, качака тытаççĕ. Паянхи пурнăçпа киленсе те савăнса пурăнаççĕ Емельяновсем. Ултă мăнукĕпе, пилĕк кĕçĕн мăнукĕпе йăпанса пурăнма пÿрнине — Турă парни вырăнне хурса хаклаççĕ.
— Телейлĕ эпир. Çак çутă тĕнчерен камăн пăрахса каяс килтĕр. Вăрăм ĕмĕрлисен йăхĕнчен эпир, малалла та кашни кунпа савăнса пурăнасчĕ, — тет 65 çул пĕр-пĕрне ăнланса пурăнакан мăшăр.
С.ГОЛУБЕВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Емельяновсем.
Источник: "Елчĕк Ен"