11 апреля 2018 г.
Ÿсен-тăран культурисен вăрлăхĕсене туса илессипе ятарласа ĕçлекен «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн йĕтем территорийĕнче хĕл каçипе тенĕ пекех хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать.
Сăн ÿкерчĕкри Галина Степанова, Галина Иванова, Николай Степанов, Вера Соловьева, Валентина Головина тĕш тырă культурисен тата нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене пысăк ушкăнпа алласа тасатнă тата ăна сутма хатĕрлес ĕçре тăрăшаççĕ. Çапла майпа вĕсен тивлетне пула куллен вуншар центнер вăрлăх республикăри тата ют регионсенчи ял хуçалăх организацийĕсене ăсанать.
Вăрлăха кондицие лартассипе тимлекенсен ĕçĕпе ял хуçалăх предприятийĕн правленийĕ те кăмăллă. Ахальтен мар вĕсене хавхалантарассине тĕпе хунă _ ĕçе тухăçлă тата пахалăхлă пурнăçланăшăн тĕп ĕç укçи çумне хушса тÿлессине йĕркеленĕ. Çакна кура маларах ятран палăртса каланă çынсенчен нихăшĕ те, вĕсенчен хăшĕ-пĕри тивĕçлĕ канура пулин, çак ĕçрен пăрахса кайма шутламасть те. Кăмăла тивĕçтерекен, усăллă ĕç вырăнне камăн çухатас килтĕр;
С.АНАТОЛЬЕВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Çак хастар çынсем нихăш ĕçрен те ÿркенсе тăмаççĕ. Пачах тепĕр майлă, ял хуçалăх предприятийĕнче икĕ алă валли кашни кун ĕç тупăнса пынипе кăмăллă вĕсем.
Источник: "Елчĕк Ен"