Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕкренех шăл тухтăрĕ пулма ĕмĕтленнĕ

06 февраля 2018 г.

Пĕчĕкренех шăл тухтăрĕ пулма ĕмĕтленнĕ

Тăван çĕршывăмăрăн пуласлăхĕ — тăрăшуллă та пултаруллă çамрăксен аллинче. Анлă тавракурăмлă, малашлăха ăнтăлакан çамрăксем вара Чăваш Енре, çав вăхăтра пирĕн районта та сахаллăн мар. Вĕренỹре, ĕçре пысăк ỹсĕмсем тăвакан çамрăксене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулсеренех ятарлă стипенди парса хавхалантарать. Хастарлăхпа палăрнисен йышне кăçал районти тĕп больницăри стоматологи уйрăмĕн заведующийĕ Наталья Михайловская та кĕнĕ.

Наталья Валерьевна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн интернатура пĕтернĕ. Юлашки курсра вĕреннĕ чухне Тутарстан Республикинче çуралса ỹснĕ хĕр Аслă Пăла Тимеш каччипе çемье çавăрнă. Алла специальноç илсен çамрăксем тăван ене пурăнма куçса килнĕ. Вĕсем ялта ĕçлекен çамрăк специалистсене патшалăх пулăшнине лайăх ăнланнă. «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшỹллĕн çамрăк тухтăр 1 миллион тенке тивĕçнĕ. Çав укçа-тенкĕпе çамрăксем пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.

Çемье пуçĕ, Денис Анатольевич, строитель профессине алла илнĕ, мастер-прораб пулса ĕçлет. Наталья Валерьевна Елчĕке килнĕренпех, тăватă çул ытла, стоматологи уйрăмне ертсе пырать. Мал ĕмĕтлĕ тухтăр обществăлла ĕçсенчен те пăрăнмасть. Икĕ ача амăшĕ спортпа та туслă. Вăл уйрăмах йĕлтĕрпе ярăнма, çуран чупма кăмăллать. Районти тĕрлĕ ăмăртусенче тĕп больница чысне хỹтĕлет.

Стоматологи уйрăмĕнче хăтлă, çутă та таса, шурă халатлисене ĕçлеме мĕнпур услови çителĕклĕ. Шăл тухтăрĕсем патне ытларах электронлă майпа çырăннăран кунта черет çукпа пĕрех.

— Мĕн ачаран шăл тухтăрĕ пулас килетчĕ. Çын сывлăхĕшĕн тăрăшасси сăваплă ĕç. Çапах та лайăх ĕçлес тесен нумай тăрăшмалла. Медицина тăтăшах малалла аталаннăран хамăрăн та пĕлĕве анлăлатсах пымалла, — тет ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ.

В.СМИРНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Н.Михайловская.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика