Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кушкă артисчĕн шăпи

09 августа 2017 г.

Кушкă ялĕ витĕр Патăрьелĕнчен Елчĕке çыхăнтаракан асфальтлă çул иртет. Варринчи урамран ял пуçланса кайни паллă. Çак урамăн кĕтессинче икĕ пỹлĕмлĕ çурт ларать. Ку вăл Ленин орденĕпе наградăланă "Победа" колхозăн 1968-1997 çулсенчи улттăмĕш комплекслă бригадăн кантурĕ.

1930 çул тĕлне çак вырăнта виçĕ пỹлĕмлĕ йывăç çурт тата нумай хуралтăсемлĕ, пысăк сад пахчиллĕ Димитрий Блинов хуçалăхĕ ларнă. Димитрий Степанович виççĕмĕш степень гильди купси шутланнă. Вăл Тутар Республикинчи Пăва хулинче кирпĕчрен тунă лавкка тытнă. Таврари пасарсенче суту-илỹ туса çỹренĕ.

1930 çулта Кушкă ялĕнче "Пучах" колхоз йĕркеленнĕ хыççăн Димитрий Блинова кулак тесе йышăнаççĕ. 1931 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче Кушкă ялĕнчи "Ким" колхозри чухăнсен, колхозниксен тата активистсен ячейка пухăвĕнче Блиновсене ялтан кăларса ямалла тăваççĕ.

Маларах асăннă çуртра 1901 çулта чăваш театрне пуçарса яракансенчен пĕри Федор Димитриевич Блинов (Паймук) çуралнă. Вăл 1893 çулта ашшĕ тăрăшнипе уçăлнă ялти шкулта 4 класс пĕтернĕ. Унтан Федьăна ашшĕ Хусанти коммерци училищине вĕренме вырнаçтарнă. Пултаруллă каччă 1918 çулта Мускаври промышленноçпа экономика институтне вĕренсе пĕтернĕ. Революци юхăмне активлă хутшăннă Кушкă йĕкĕчĕ Хусанта чăваш культурине аталантарассишĕн тăрăшакан çамрăксен ушкăнĕпе пĕрлешнĕ. Часах вĕсем чăвашла спектакльсем лартма тытăнаççĕ. Чăваш çамрăкĕсен малтанхи спектаклĕ Н.Островскин вырăс чĕлхинчен куçарнă "Ху пĕлнĕ пек ан пурăн" ятлă пулнă. Вăл вăхăтра чăвашла спектакль хут пĕлмен чăвашсемшĕн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă.

Театр ушкăнне Петр Осипов, Иоаким Максимов-Кошкинский, Ольга Ырзем (Шестипалова) тата ытти пултаруллă чăваш çамрăксем кĕнĕ.

Федор Блиновпа И.Максимов-Кошкинский: "Эпир иксĕмĕр те Çĕрпỹ уесĕнчен куçса кайнă Кушкă çыннисем", - тенĕ. Пĕри Кăнна шывĕ хĕрринчен, тепри Аслă Пăла шывĕ çинчи Кушкă ялĕсенчен.

1920 çулта Чăваш автономи облаçне туса хурсан Федор Паймук та артистсен ушкăнĕпе Шупашкара куçса килет. Чăваш Республикин гуманитари институтĕнче Зоя Романован чăваш театрĕн малтанхи çулĕсене тĕпченĕ ĕçĕсем упранаççĕ. Çав документсенче О.Ырзем тин кăна ĕçлеме пуçланă артистка, Ф.Паймук 1-мĕш категориллĕ артист пулни паллă.

Вăрçăччен Кушкă артисчĕ Саратов хулинчи столовăйсемпе ресторансен планлакан пайĕн начальникĕ пулнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Федор Паймукăн пурнăçĕ пĕтĕмпех тепĕр майлă çаврăнса каять. 1941 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче ăна Хĕрлĕ Çар йышне мобилизаци йĕркипе илеççĕ. Фронтра аслă лейтенант стрелковăй полкăн инженерĕнче службăра тăрать.

1942 çулхи май уйăхĕн вĕçĕнче Хĕрлĕ Çарăн 6-мĕш арми йышĕнче службăра тăнă ентешĕмĕр тыткăна лекет. Унта Ф.Паймук тăшмансем майлă ĕçлеме тытăнать. Нимĕçсен тыткăнĕнче вăл Совет Союзне фашистла Германи çĕнтерес пулсан "Атăлпа Урал хушшинчи республика" туса хурас тĕллевпе тăрăшать. "За национальную свободу" хаçат редакторĕнче ĕçлет. Чăваш хаçачĕсем кăларать.

Вăрçă чарăнсан Ф.Паймук Саратов хулине таврăнать. 1946 çулхи февраль уйăхĕнче ăна арестлеççĕ те допрос тума Шупашкара илсе килеççĕ. 1946 çулхи ноябрь уйăхĕнче çар трибуналĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн унăн пурнăçĕ татăлать.

Ехрем купса çуртĕнче чылай çул В.И.Ленин музейĕ ĕçлерĕ. Тата маларах çак çуртра Чăваш АССРĕнчи Шалти ĕçсен министерстви (НКВД) пулнă. Çапла вара Ф.Паймукăн пурнăçĕ пулас театр музейĕн путвалĕнче татăлнă.

Аса илмесĕр иртес мар, "Ким" колхоза Варсанофий Федорович Дергунов ертсе пынă чухне хуçалăх пысăк кăтартусемпе палăрать. Пысăк ỹсĕмсемшĕн Пĕтĕм Союзри ялхуçалăх выставкине хутшăнса 2-мĕш степень диплома тивĕçет. Колхоз ĕçĕпе паллашма килекенсем ялта клуб çуккине палăртаççĕ. Вара Д.Блинов çуртĕнчен клуб туса хураççĕ. Вăл В.В.Зайцев ертсе пыракан Ворошилов ячĕпе хисепленекен колхозпа пĕрлешсен те, 1955 çулччен, ларать. Эпĕ çак клубра И.В.Сталин çурални 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ пухура "Падение Берлина" ятлă кинофильм кăтартнине лайăх астăватăп.

1955-1990 çулсенче çак вырăнтах клуб тата библиотека ĕçлерĕ. 1992 çул тĕлне çĕнĕ клуб тума стройматериал хатĕрлесе хучĕç. Строительство кранĕ икĕ çул ларчĕ те - çухалчĕ.

Çак пулăмсем пурте аслă çул хĕрринче хĕресле урам кĕтессинче вырнаçнă чăвашсен пирвайхи артисчĕ Федор Паймук (Блинов) çуралса ỹснĕ тĕп килте пулса иртнĕ...

Илья ТРОФИМОВ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика