Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Васкавлă пулăшу тÿлевсĕр

13 мая 2017 г.

Çын тăруках чирлесе ÿксен васкавлă пулăшăва чĕнетпĕр. Çак служба Шупашкар çине куçнăранпа Елчĕксен чунĕнче темĕнле сехĕрленÿ туйăмĕ çуралнă тейĕн, тĕрлĕ сас-хура çÿрет. Çак ырă мар хыпарсене сирсе районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕн çумĕ Галина Уфукова çапла хурав пачĕ:

- Республика территорийĕнче  васкавлă пулăшăва темиçе хут   чĕнсен те пулăшу тÿлевсĕр. Районта пурăнакансене  пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулсан тÿрех карас телефонĕпе 103 тата 112 номерпе шăнкăравламалла. Телефон çинче укçа пулмасан та эсир диспетчерсемпе çыхăнаятăр. Енчен те килти, стационар телефонĕпе, шăнкăравлас тетĕр пулсан – кодсăрах 2-50-03 е 60-3-03 номерпе шăнкăравламалла. Çавăн пекех карас телефонĕпе 8/835/49-2-50-03 е 8/835/49-60-3-03 шăнкăравлама пулать. Хамăр районта васкавлă пулăшăвăн икĕ бригади талăкĕпех ĕçлет.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика