13 мая 2017 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитнине халалланă мероприятисем районти ял тăрăхĕсенчи кашни ялтах майăн 8-мĕшĕнче иртнĕ.
Таяпа Энтри. Çĕнтерÿ уявĕн митингне хутшăннисем вăрçă ветеранне Василий Петрович Петрова саламланă.
Хаяр вăрçă çулĕсем пирки аса илсен чун-чĕре канăçсăрланать пулин те çав кунсем асран тухмаççĕ. Василий Петров вара пирĕн юратнă Тăван çĕршывăмăрта урăх нихăçан та вăрçă пулмасса, мирлĕ тÿпе пуласса çирĕп шанать. Çапла пултăр тесен çитĕнекен ăрăва шкул саккинчен тытăнсах Çĕнтерÿ пирки чăнлăха, вăл халăх асĕнчен ĕмĕр тухманнине çирĕп ăнлантарса памалли пирки те палăртса калама манмарĕ нумай çул ачасене тарăн пĕлÿ, çирĕп воспитани парассишĕн тăрăшнă ветеран.
Çĕнĕ Пăва. АслăÇĕнтерÿ кунне халалланă кунти митинга пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ -вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.В.Левый, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.А.Смирнов саламланă.
Леонард Левый çакна палăртса каланă: «Хаяр вăрçă çулĕсем пиртен мĕн чухлĕ ытларах иртсе пыраççĕ пулин те паттăрсен ячĕсем манăçмаççĕ. Кашнийĕн ячĕ пирĕн куç умĕнче. Хальхи вăхăтра пурте - ватти-вĕтти Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнни - вĕсем Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă чи çывăх та хаклă çыннисен сăнÿкерчĕкĕсене мăнаçланса çĕклесе утни те çакна яр уççăн çирĕплетсе кăтартать».
Ку тăрăхри 4 ялтан - Çĕнĕ Пăваран, Кĕçĕн Шăхальпе Аслă Шăхальтен тата Турхантан Аттелĕхĕн Аслă вăрçине 460 çын хутшăннă. Вĕсенчен 233-шĕ анчах каялла тăван яла таврăнайнă, ыттисем вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Хальхи вăхăтра вĕсенчен иккĕшĕ анчах сывă пурăнаççĕ. Пĕри - Кĕçĕн Шăхальти Н.П.Поликарпов, тепри Турханти А.И.Пупин. Аслă Шăхальти В.И.Сорокина - салтак арăмĕ, тыл ветеранĕсем 29 çын шутланаççĕ.
Библиотекăра «Çĕнтерĕве çывхартса» ятпа курав йĕркеленĕ. Унта вăрçа хутшăннă ял çыннисен сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă.
Çĕнĕ Пăвари шкулта вĕренекенсемпе культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ концерт кăтартнă.
С.АНАТОЛЬЕВА.
Аслă Пăла Тимеш. Çанталăкĕ çумăрлă пулнине пăхмасăр вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк умне ял çыннисем йышлăн пуçтарăнчĕç. Велочупу ушкăнĕ, шкул ачисемпе вĕрентекенсем, ял халăхĕ палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.
Малалла уяв ялти шкул залĕнче тăсăлчĕ. Вĕренекенсем пысăк концерт программи хатĕрленĕ. Тĕлпулăва вăрçă ачи, ĕç ветеранĕ П.И.Портнов хутшăнчĕ, вăл иртнине аса илсе каласа кăтартнине вĕренекенсем тимлĕн итлесе ăса хыврĕç. Вăрçăпа ĕç ветеранĕсен вырăнти организацийĕн председателĕ З.П.Портнова вăрçă çинчен хăй çырнă сăвăсене вуларĕ.
З.ПЕТРОВА.
Тăрăм. Майăн 8-мĕшĕнче çанталăк сивĕ, çумăр çунине пăхмасăр ял çыннисем, вĕсемпе пĕрле шкул ачисем Аслă Çĕнтерÿ уявне паллă тума клуб умне пухăнчĕç. Шел, Тăрăмра сывă пурăнакан вăрçă ветеранĕсем тăрса та юлмарĕç - çулсем ытларах та аякка юлаççĕ-çке.
«Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнса нумайăшĕ вăрçăра çапăçнă хăйсен аслашшĕ-кукашшĕн сăнÿкерчĕкĕсене йăтса утрĕ. Уяв митингне хутшăннисен умĕнче район администрацийĕн пай начальникĕ Антонина Александрова, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов тата «Рассвет» ялхуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Юрий Мясников тухса калаçрĕç. Çав çулсен мухтавĕ нихăçан та сÿнменнине, вăрçăра паттăрла вилĕмпе вилнисен ячĕсем ĕмĕрлĕхе кашни çын чун-чĕрине кĕрсе вырнаçнине палăртрĕç.
Л.ЕНЕДЕРОВА.
Источник: "Елчĕк Ен"