13 мая 2017 г.
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ пур уявран та аслă, мăнаçлă, сăваплă. Çу уйăхĕн 9-мĕшне эпир кашни çулах пурте хумханса тата савăнса кĕтсе илетпĕр. Вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçса Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне упраса хăварнă тата Европăри халăхсене мирлĕ пурнăç парнеленĕ ветерансен, тылра ырми-канми тăрăшнă ĕçченсен, салтак арăмĕсен, вăрçă хирĕнчен таврăнайман паттăрсен умĕнче пысăк парăмра пулнине Раççей халăхĕ ĕмĕрех асра тытать.
Халăх историйĕнчи чи хаяр, хăрушă вăрçă кĕрлевĕ шăпланнăранпа 72 çул çитнине халалланă тĕп мероприятисем Елчĕк районĕнче çу уйăхĕн 8-мĕшĕнчех пуçланчĕç. Çак кун кашни ялтах вăрçăран таврăнайманнисене халалласа лартнă палăксен умĕнче митингсем тата концертсем иртрĕç, ял халăхĕ ветерансене чысларĕ.
Район центрĕнче пурăнакансем çак кун каçхине Елчĕкре Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене, мирлĕ вăхăтра та тĕрлĕ хирĕç тăрăва хутшăнса пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса ирттернĕ «Факелсем йăтса утасси» акцие хутшăнчĕç. Яшсемпе хĕрсем чи малтанах воин-интернационалистсене асăнса лартнă палăк умне пуçтарăнса чечек кăшăлĕсем хучĕç. Унтан вĕсем факелсемпе ялавсем, лампадкăсемпе хунарсем йăтса шăплăхра Совет, Иванов урамĕсемпе утса çаврăнчĕç, Тĕп лапамра чарăнчĕç. Пулас хÿтĕлевçĕсем Çĕнтерÿçĕ салтака халалланă палăк çумĕнчи вĕçĕмсĕр çунакан çулăм умне гирляндăсем хучĕç. Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсен, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн тата искусство шкулĕн ĕçченĕсен вăрçă çулĕсене тата мирлĕ вăхăта сăнлакан юрри-сăввисем хыççăн тÿпене çĕкленнĕ фейерверк тĕрлĕ тĕспе çуталчĕ.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче предприятисемпе организацисен коллективĕсем, ял тăрăхĕсен делегацийĕсем тата хăнасем вăрçăра е унтан таврăнсан вилнĕ ветеран-фронтовиксен, тыл ĕçченĕсен портречĕсене йăтса 10 сехет тĕлне Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче, тĕрлĕ çулсенче «хĕрÿ точкăсенче» пуçĕсене хунă тата паянхи кун çĕршывăн мирлĕ тÿпине хÿтĕлекен ентеш-летчиксене халалланă монумент умне пуçтарăнчĕç. «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансен шучĕ çулран-çул ÿссе пыни савăнтарать. Кăçал вĕсен шучĕ виçĕ пин çынран та иртрĕ. Çанталăк сулхăн тăни, вăхăт-вăхăтпа çумăр çукаласа иртни те хăратмарĕ халăха.
Кăçалхипе 5-мĕш хут йĕркеленĕ «Вилĕмсĕр полк» акцин тĕп тĕллевĕ - Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнисен паттăрлăхне яланлăх асра хăварасси. Маларах çак уява хаяр вăрçăн тусанлă та юнлă сукмакĕсемпе утса тухнă, вăрçăн йÿçĕ çăкăрне астивнĕ ветерансен колонни илем кÿретчĕ тата кашнинчех мăнаçлăх туйăмĕ вăрататчĕ. Шел пулин те, вăрçă ветеранĕсен йышĕ çулран-çул чакса пырать, чĕррисенчен чылайăшĕ хăй тĕллĕн çÿреймест. Томск хулинчи Сергей Лапенков, Сергей Колотовкин, Игорь Дмитриев журналистсен пуçарулăхĕпе тата сĕнĕвĕпе йăлана кĕртнĕ «Вилĕмсĕр полк» акцине йĕркелени пирĕншĕн кашнийĕншĕн, уйрăмах çамрăк ăрушăн, пысăк парне пулса тăчĕ.
Вăл вăхăта тата ăрусене çыхăнтарма пулăшнине туйса илчĕ халăх. Тепри хистенипе мар, чун-чĕре ыйтнипе хутшăнчĕç асăннă акцие ентешсем.
- Çĕнтерÿçĕ салтакăн яланах стройра пулмалла. Пурнăçне тата сывлăхне хĕрхенмесĕр хăй çывхăртнă Аслă Çĕнтерÿ уявне, сăнÿкерчĕк урлă пулсан та, курмаллах унăн. Çынсем ырă малашлăхшăн кĕрешнĕ тăванĕсен портречĕсене мăнаçлăн йăтса пынине курсан куçăмăрсем шывланаççĕ, хумханакан чĕрене сăмахпа каласа ăнлантарма çук ырă туйăм çупăрлать, - çак сăмахсене акцие хутшăннă чылай çынран илтме тÿр килчĕ çак кун.
Асăннă акцие çамрăксем те йышлăн хутшăнни ырă пулăм. Çакă çитĕнекен ăрăва çĕршыв историйĕпе тĕплĕнрех паллашма, патриотизм туйăмне вăйлатма пулăшать, çывăх тăванĕсемпе пĕрле ыттисене те хисеплеме хистет. Ача хăй йăтса пыракан сăнÿкерчĕкри Аслă Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннă аслашшĕпе асламăшĕн, мăн аслашшĕпе мăн асламăшĕн шăпипе интересленмесĕр юлмастех.
Елчĕк район пуçлăхĕ Ираида Васильева, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕк район кураторĕ - Чăваш Республикин ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов ертсе пыракан «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăннă ушкăн Совет Союзĕн Геройĕсем А.Ф.Беляев, Н.П.Иванов ячĕпе хисепленекен урамсемпе иртсе Тĕп лапама пуçтарăнчĕ. Пурте туслăн урра! кăшкăрни аякка саланчĕ çак самантра.
Аслă Çĕнтерĕве халалланă савăнăçлă уява ачасен «Пĕрле эпир çирĕп çĕршыв» юрăпа ташă композицийĕ уçрĕ. Раççей Федерацийĕн Гимнĕ нихçанхинчен мăнаçлăн янăранă май Тĕп лапамри палăк умне сумлăн вырнаçса ларнă ветерансен куçĕсем шывланчĕç. Чи малтанах Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин сăмах илчĕ. Вăл кашнинех уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, нумай-нумай çул пурăнма ырăлăх, тăнăç пурнăç сунчĕ.
- Аслă Çĕнтерÿ кунĕ - çĕршыв историйĕнче паллă йĕр хăварнă уявсенчен пĕри. Çулсем иртнĕ май унăн сумĕ ÿссех пырать. Шел пулин те, вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветерансен йышĕ çулсеренех чакать. Паянхи кун районта 19 вăрçă ветеранĕпе инваличĕ, вăрçă участникĕсен 105 тăлăх арăмĕ, 597 тыл ĕçченĕ пурăнать. Вăрçă участникĕсене, салтак арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене паянхи лăпкă пурнăçшăн чун-чĕререн саламласа вĕсен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Сывлăх, телей пултăр сирĕн пурин те. Салам сăмахĕсем çумне Юрий Попов, Елена Сапаркина хутшăнчĕç. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ахрăмĕ аяккарах та аяккарах кайса пынă май çĕнтерÿçĕсен вилĕмсĕр паттăрлăхĕ, вăй-халĕпе тÿсĕмлĕхĕ, тăван çĕре чун-чĕререн юратни малашнехи ăрусемшĕн ырă тĕслĕх пулмаллине палăртрĕç вĕсем.
Митинга хутшăннисем вăрçă хирĕсенчен таврăнайманнисене сума суса пĕр минут шăп тăчĕç.
Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса пуçĕсене хунă паттăрсен ячĕсем ĕмĕрех пирĕн чĕресенче упранĕç. Районти предприятисемпе организацисен представителĕсем, афган вăрçин участникĕсем тата тĕрлĕ вырăнта службăра тăнă ветерансем вăрçăра вилнĕ ентешсене сума суса палăксемпе обелисксен, Елчĕкри çар комиссариачĕн çурчĕ умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.
Уява культурăпа кану центрĕн работникĕсем, Елчĕк районĕнчи ачасен пĕрлештернĕ хорĕ, искусство шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем ташă-юрă урлă çĕршывăмăрăн мăнаçлăхне, Раççей халăхĕн никама пăхăнманлăхне витĕмлĕн çутатса пама пултарчĕç, чĕресене хумхантарчĕç, вăрçă çулĕсем мĕн тери хăрушă та хаяр, йывăрлăхпа туптаннă Çĕнтерÿ пысăк савăнăç пулнине тепĕр хут аса илтерчĕç. Елчĕк шкулĕнче кадет классĕсенче вĕренекенсен илемлĕ ташши чуна çĕклерĕ. Çамрăк армеецсен парачĕ пĕр хумхантарчĕ, пĕр савăнтарчĕ. Хăйсен уттипе çĕршыва мăн аслашшĕсем пекех хастар сыхлама тата юратма шантарнăн, ветеран-фронтовиксене мирлĕ тÿпешĕн тав тунăн туйăнчĕç вĕсем. Çĕнтерĕве халалланă пĕрлехи вальс та кашнинех тыткăнларĕ.
Спорт мероприятийĕсем уяв программине анлăлатрĕç. Çак кун Совет Союзĕн Геройĕ С.А.Андреев çуралнă Энтепе ялĕнче старт илнĕ «Энтепе-Елчĕк» велочупу участникĕсем Елчĕкри С.А.Андреев, А.Ф.Беляев, Н.П.Иванов ячĕпе хисепленекен урамсемпе иртсе уява килсе çитрĕç.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче çулсеренех спорт тусне Николай Петрова асăнса чупу иртет. Ăмăртура хăйсен вăйне тĕрĕслес текенсем кăçал та йышлă пулчĕç.
Çак кун тĕп лапамра Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн ĕçченĕсем йĕркеленĕ куçса çÿрекен курав та ĕçлерĕ. Вăрçă çулĕсенчи салтаксен тумĕсемпе, çапăçу хатĕрĕсемпе халăх кăсăклансах паллашрĕ.
Уяв хыççăн ветерансене салтак кухни йыхравларĕ.
Аслă Çĕнтерÿ уявĕн сценарийĕ вăрăмах пулмарĕ пулсан та витĕмлĕ пулнине палăртрĕç куракансем. Уйрăмах «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăнма май пулнăшăн савăннине пытармарĕç.
Елена ПЕТРОВА.
Хаклав
Юрий ПОПОВ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ:
- Паян эпир хамăра çутă та мирлĕ тÿпе парнеленĕ ăрупа сывпуллашатпăр тесен те йăнăш пулмасть. Питĕ шел, анчах та кунран-кун, çулран-çул чакса пырать вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсен йышĕ. Вĕсен паттăрлăхне, никама парăнманлăхне тата вилĕмсĕрлĕхне упрама май паракан «Вилĕмсĕр полк» акци вăй илни кашни Раççей çыннине савăнтарнине тата мăнаçлантарнине çирĕплетсе калама пулать. «Ветерансем вилсе пĕтсен уяв тĕшши тата сумĕ чакмĕ-ши?» - текен ыйту маларах чылайăшне пăшăрхантарма та пултарнă. Халĕ çак акци пурнăçа кĕнĕрен ăруран ăрăва куçакан Аслă Çĕнтерÿ уявĕнчи сумлă вырăна каллех Çĕнтерÿçĕ салтаксемпе тыл ĕçченĕсем йышăнни чуна çĕклет анчах мар, чĕрере пысăк мăнаçлăх туйăмне те вăратать. Чи пахи - акцие çамрăксем йышлă хутшăнни. Эппин вĕсем Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе хăйсен сывлăхĕпе пурнăçне хĕрхенменнисен паттăрлăхне тивĕçлипе хаклаççĕ.
Елена САПАРКИНА, Чăваш Республикин ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ:
- Савăнăç та, хурлăх та кÿрекен уява хисеплĕн те сумлăн паллă тăватпăр. 1418 куна тăсăлнă вăрçă кашни киле хуйхă-суйхă илсе килнĕ. Çĕршыври, республикăри, районти пур çемьенех пырса тивнĕ вăл. Тăватă çул хушшинче Чăваш Енри 208 пин ывăлпа хĕр тăшманпа çапăçма тухса кайнă. Вĕсенчен çурри ытла çапăçу хирĕнче пуç хунă.
Çак кун манăн фронтовик-ветерансемпе тыл ĕçченĕсене çĕре çити пуç тайса тав сăмахĕ калас килет. Тавах сире çутă та мирлĕ тÿпешĕн.
Петр КУЗЬМИН, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ:
- Çамрăк армеецсен парачĕ çамрăклăха аса илме май пачĕ. Аслă Çĕнтерĕве эпĕ Австринчен Берлин енне каяс çул çинче кĕтсе илтĕм. 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕ историре анчах мар, пирĕн чĕремĕрсенче те яланлăх упранса юлчĕ.
Тавах ветерансене сума сунăшăн, уяв сумне çулран-çул ÿстерсе пынăшăн.
Геннадий БОРИСОВ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
- Аслă Çĕнтерÿ уявĕн программи кашни çулах пуянланса та анлăланса пырать. Çамрăк ăру Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пирки сахал пĕлнине шута илсе патриотла акцисене йышлăн пурнăçа кĕртме тăрăшни- ырă пулăм. Шкулсенче, вулавăшсенче, культура çурчĕсенче Аслă Çĕнтерĕве халалланă куравсем, тематика каçĕсем йĕркеленин, хăюлăх урокĕсем ирттернин витĕмĕ пысăк. Çитĕнекен ăрăва çĕршыва юратма тата унăн пысăк паттăрлăхĕпе никама пăхăнманлăхне хаклама пулăшаканнисен шутĕнче «Георги хăйăвĕ» акци пулнине палăртас килет. Çак хăю - Çĕнтерÿ палли. Вăл модăна кĕнĕ япала мар, çар мухтавĕн символĕ. Çавăнпа та Георгий хăйăвне кăкăр çинче, чĕре çывăхĕнче çакса çÿремелле.
Источник: "Елчĕк Ен"