Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир пулнă, пур, пулатпăр

29 апреля 2017 г.

Пĕтĕм тĕнчери ЮНЕСКО организацийĕ чăваш чĕлхи çĕр çинчен çухалас хăрушлăх пуррине палăртнă. Çакă пире, чăвашла пуплекен пĕтĕм халăха, шухăшлаттарма тивĕç. Чăваш чĕлхи, пур-ши тата çĕр чăмăрĕ çинче çакăн пек çепĕç те янăравлă чĕлхе, калама пултараймастăп. Ахальтен палăртман пуль чăваш çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ тесе. Пирĕн халăхăн паттăр ывăл-хĕрĕ тĕнчипех паллă йышлă. Чăваш чĕлхи тĕнче уçлăхĕнче те янăрарĕ. Анчах юлашки çулсенче вырăсланса пыни сисĕнет. Хулара çеç мар, ялсенче те тăван чĕлхепе калаçми пулăпăр-ши? Эпĕ темиçе чĕлхепе калаçаканран кĕвĕçместĕп, çапах та чăвашпа чăваш хамăрăн несĕлсен чĕлхипе калаçмалла тесшĕн.

Пирĕн республикăра чăваш тата вырăс патшалăх чĕлхисем шутланаççĕ. Паллах, вырăс чĕлхине пĕлни те тем пекех кирлĕ, унсăрăн «çÿлелле» çул хупă. Халĕ çĕр çинче 1,5 миллион чăваш пурăнать. Халăх йышĕпе Раççейре пиллĕкмĕш вырăнта эпир. Шел пулин те, вĕсенчен 30 проценчĕ хăй чĕлхипе калаçмасть. Манăн пĕр пĕлĕшĕм Казахстанра 40 çул ытла пурăнать. Тăван тăрăхра сайра пулать пулин те чăвашла калаçма манса каймасть. Çакăн пек чăн-чăн чăвашсем пурришĕн мăнаçланмалла пирĕн.

Чăваш Енре 128 тĕрлĕ наци çынни пурăннине шута илнĕ. Халăхăн 67 проценчĕ – чăвашсем. Вĕсем тĕрлĕ тĕне ĕненсен те, пурте килĕштерсе, пĕр çемьери пек пурăнаççĕ. Çапах та чăвашсем хăйсен авалхи йăли-йĕркине манмаççĕ, юрра-ташша, чĕлхемĕре, сăмахлăха малалла тăсса пыраççĕ. Тата мĕн тĕрлĕ кăна каларăш çук пулĕ пирĕн. Çак ытарлăн вĕрентсе каланă сăмахсем паян та халăхра упранса юлнă. Пĕр тĕслĕх илсе кăтартам.

Ĕлĕк-авал çемьесем йышлăн пурăннă. Пĕр çуртра 10-12 çын таранах. Вĕсем пурте пĕрле ларса пĕр чашăкран апатланнă. Çисе тăрансан сĕтел çине пуçтарнă вăхăтра хунямăшĕ кинне: «Кинĕм, сĕтел çине шăлнă чухне ял йĕри-тавра çаврăнса килме ан ман», - тенĕ. Çакă сĕтел çине çеç мар, айккине те сăтăрса илмеллине пĕлтернĕ. Çепĕççĕн шахвăртса каланă сăмахсен пĕлтерĕшĕ халĕ те иксĕлми.

Эпĕ ĕçлеме ÿркенмен мухтавлă та сăпайлă чăваш халăхĕн пĕр пĕчĕк тĕпренчĕкĕ пулнишĕн çав тери мухтанатăп.

Юрий ГОРДЕЕВ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика