Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Балалайка кĕввине кăмăллать

29 апреля 2017 г.

Балалайка кĕввине кăмăллать

Энтепере пурăнакан вăрçă ветеранĕ Тихон Табаков Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче минометчик пулса çапăçнă. Ялти пĕртен-пĕр фронтовик кăçал 97 çул тултарнине паллă турĕ.

Чиркÿллĕ ытти ялсенчи евĕр кашни уяврах кĕлле кĕрес умĕн Энтепере янăравлă чан сасси чиркĕве йыхравлать. Чан çапас ĕçе вара 9 теçеткене хыçа хăварнă Тихон Григорьевич пурнăçлать:

- Ирех чуншăн усăллă ĕç туни кăмăла çĕклет. Çÿлти хăват пулăшнипех çак çула çитме пултартăм. Турă пулăшман пулсан Воронеж çывăхĕнче окопрах варăнса юлаттăмччĕ пулĕ, - тет вăл вăрçă пирки аса илсен. - Вăрçă çинчен каламалли нумай, анчах та çамрăксен ырă шухăшĕсене хăрушă хыпарсемпе пăтратас килмест. Самана лăпкă чухне таса туйăмсемпе пурăнма тăрăшмалла.

Тихон тете 40 çул ытла тăван колхозра тăрăшнă. Мăшăрĕпе /30 çул каярах çĕре кĕнĕ вăл/ 8 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вĕренме ăнтăлнă ачисем яла юлас темен, хуларах тĕпленнĕ. Пĕччен пулсан та пуçне усмасть ватă, выльăх-чĕрлĕх усрать. Сурăх çăмĕнчен çăматă йăвалассипе палăрнă вăл таврара, тăванĕсемпе ял çыннисем хăй йăваланă çăматăпа çÿренĕшĕн чунтан савăнать. Тăванлăхăн 5 сыпăкне пĕрлештерсе тăракан ватăран вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре тесе ыйтсан, çапла хуравлать:

- Сывлăхлă пулас тесен ĕçпе анчах мар, ăспа та пурăнма пĕлмелле. Çыншăн усăллă ĕç тăвассине мала хумалла. Тăн çирĕплĕхне йĕркере тытмашкăн пуçватмăшпа сăмахкаçмăш тупсăмĕсене пĕлме ăнтăлни пулăшать. Шашка-шахмат та ăс-тăна çивĕчлетет, - кăмăллăн пĕлтерет Тихон тете. Çумри балалайки йывăр та тунсăх вăхăтра чуна лăплантарнине хыпарлать.

Вăрçă ветеранне ырă та йăваш, сăпайлă пулнăран чĕререн хисеплет ял-йыш.

Л.ДАНИЛОВА.

Сăнÿкерчĕкре: Тихон Табаков /варринче/ Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Георгий Зайцевпа тата Энтепери культура çурчĕн илемлĕх руководителĕпе Петр Макаровпа.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика