29 апреля 2017 г.
Сунар тапхăрĕ пуçланман вăхăтра вăрманта авăрламан пăшалпа çÿреме тÿр килнĕччĕ. Çакăншăн мана мĕнле яваплăх кĕтет?
В.ИВАНОВ.
Ыйту çине Елчĕк район прокурорĕ В.Николаев хуравлать:
- Сунар йĕркине тата чарусене Раççей Федерацийĕн Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин 2010 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнчи 512 номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн «Сунар йĕркинче» çирĕплетнĕ.
Сунара чарнă вăхăтра сунар вырăнĕнче транспорт хатĕрĕпе, вĕçев аппарачĕпе, моторлă ишев хатĕрĕпе, авăрламан тата авăрланă пăшалпа, патронажпа çÿреме юрамасть. Сунар йĕркине пăсакана Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексĕн 8.37 статйипе килĕшÿллĕн явап тыттараççĕ. Уйрăм çынсене 500 тенкĕрен пуçласа 4000 тенкĕ таран /должноçри çынсене 20000 тенкĕрен пуçласа 35000 тенкĕ таран/ штрафлаççĕ тата сунар пăшалне конфискацилеме, е 2 çул таран сунара тухма чарма пултараççĕ. Йĕркене иккĕмĕш хут пăсакансене 4000 тенкĕрен пуçласа 5000 тенкĕ таран /должноçри çынсене 35000 тенкĕрен пуçласа 50000 тенкĕ таран/ штрафлаççĕ тата сунар пăшалне конфискацилеме, е 3 çул таран сунара тухма чарма пултараççĕ. «Сунар йĕркинче» палăртман пăшалпа сунара тухакансемпе сунар меслетне пăхăнманнисене те тивĕçлипе айăплаççĕ. Уйрăм граждансене 1 çултан пуçласа 2 çул таран сунара тухма чарма, должноçри çынсене 35000 тенкĕрен пуçласа 50000 тенкĕ таран штраф тÿлеттерме е пăшалĕсене конфискацилеме ирĕк пур.
Саккуна пĕлменни яваплăхран хăтармасть, çавăнпа та сунарçăсене ухатана тухас умĕн сунар йĕркисемпе тĕплĕн паллашма сĕнетпĕр.
Источник: "Елчĕк Ен"