Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнкун - аслă та çутă уяв

15 апреля 2017 г.

Мăнкун - аслă та çутă уяв

Мăнкун, Христос чĕрĕлсе тăнă кун - православи тĕнне ĕненекенсен чи пысăк та паллă уявĕ. Чиркÿ ăна праçниксен праçникĕ, чаплă уявсен уявĕ тесе паллă тăвать.

325 çулта Вселенски Соборĕ Мăнкуна пĕрремĕш хут уявлама пуçланă. Çак кун православи тĕнне ĕненекен мĕнпур этем Иисус чĕрĕлсе тăнине паллă тăвать, вăл хăй вилсе ытти çынсен çылăхĕсене каçарттарнă, чĕрĕлсе тăнă хыççăн вĕсене пурнăç шанчăкне панă. Çапла вара Хăй чĕрĕлсе тăнипе пирĕн тăшмансене, тамăкпа вилĕме çĕнтернĕ, пире ĕмĕрлĕх пурнăç панă, рай алăкне уçса панă. Çав ĕмĕрлĕх пурнăçа эпир Христоспа пĕрлешнĕ тăрăх кĕретпĕр. Эпир Христоспа унăн ÿчĕпе юнне хамăр ăша илсе пĕрлешетпĕр. Иисус Христос çапла калать: «Манăн ÿтĕме çиекен, манăн юнăма ĕçекен манăн ăшăмра пулĕ, эпĕ те унăн ăшĕнче пулăп. Манăн ÿтĕме çиекен, манăн юнăма ĕçекен ĕмĕрлĕх пурнăçа килет. Эпĕ те ăна юлашки кун чĕртсе тăратăп». 

Вселенски Соборĕ йышăнăвĕ тăрăх, Мăнкуна çурхи кунпа çĕр танлашнă хыççăн пĕрремĕш тулли уйăх хыççăнхи пĕрремĕш вырсарникунĕнче паллă тумалла. Çапла вара Христос чĕрĕлсе тăнă кун кашни çул тĕрлĕрен килет. Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 8-мĕшĕ таран пулма пултарать. Кăçал Мăнкун ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче килет.

Çак кун Чăваш Енри чиркÿре  службăсем иртеççĕ. Апрелĕн 15-мĕшĕнче çĕрле Шупашкарти Пукравпа Татиана соборĕнче Чăваш Митрополийĕн Пуçлăхĕ, Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава уяв службине ирттернине чăваш Наци телевиденийĕпе курма пулĕ. Тÿрĕ эфир 23.00 сехетре пуçланать.   

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика