Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕнчен – ывăлне, амăшĕнчен – хĕрне

15 апреля 2017 г.

Ашшĕнчен – ывăлне, амăшĕнчен – хĕрне

Республикăри хĕрарăмсен союзне чылай çул Ольга Зайцева  ăнăçлă ертсе пырать. Хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе палăракан, чăваш хĕрарăмĕсен сывлăхĕшĕн, ырăлăхĕшĕн тимлекен, çемьери тăнăçлăха мала хуракан, чăваш йăли-йĕркине упракан Ольга Юрьевнăна Раççей шайĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Юлашки çулсенче республикăри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ çĕршыври регионсенчен 7 чи лайăх союз йышне кĕчĕ.

Чăннипех те  ырă пуçарусемпе палăраççĕ чăваш хĕрарăмĕсемпе черчен чиперукĕсем. Хĕрарăмсен союзĕ хăйĕн ĕç-хĕлне грант пулăшăвĕпе усă курса аталантарса пырать.  Гранта вара союз пĕчĕк хуласемпе ялсен территорийĕнчи граждансен активлăхне хавхалантаракан «Перспектива» фонд йĕркеленĕ конкурса хутшăнса çĕнсе илнĕ.  Чăвашсен Раççей шайĕнчи паллă проектсем сахал мар. Хальхинче  сăмах «Наци тата культура йăли-йĕркине упраса хăварса амăшĕнчен хĕрне, ашшĕнчен ывăлне парса хăварасси»  куçса çÿрекен курав пирки пырать. Шăпах çак  куçса çÿрекен курав иртрĕ Елчĕкри культура çуртĕнче юнкун.

Культура çуртĕнчи фойене районти ялсенчен ăста алăллă амăшĕсемпе ашшĕсем, вĕсен ĕçне малалла тăсакан ачисем, мăнукĕсем пуçтарăннă. Мĕнле кăна ылтăн алăллă çынсем çук-ши пирĕн тăрăхра? Мĕн кăна ăсталама пĕлмеççĕ-ши вĕсем? Чи пĕлтерĕшли вара - ашшĕ-амăшĕ  несĕлрен несĕле куçса пыракан çемьен ал ĕçĕсен вăрттăнлăхне ачисемпе мăнукĕсене вĕрентсе хăварни.

Курава районти 15 ăста тĕлĕнмелле илемлĕ, тĕрлĕ япаларан ăсталанă ĕçĕсене тăратнă.  Ачасене  тĕрлĕ ал ĕçне вĕрентессипе ашшĕ-амăшĕ кăна мар, шкулта технологи, кĕçĕн классене вĕрентекенсем те нумай вăй хураççĕ. Аслă Елчĕкри Татьяна Прокопьева /канзашипе/, Елчĕкри Ирина Егорова /тĕрĕпе, фоамиран букетсемпе/, Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕ Римма Парферьева /тăм шăхличпе, йывăçа касса/, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Оксана Мясникова /алмаз тĕррипе/, Курнавăшри Оксана Мясникова /хĕрарăмсен пуçа тăхăнмалли хатĕрсемпе вĕтĕ шăрçа тĕррипе/, Лаш Таяпари Петр Теренин /йывăçа касса тата çунтарса ÿкернипе/ уйрăмах ырă ята тивĕçлĕ. 

Культура ĕçченĕсен аллисем те çыпăçуллă. Уйрăмах Хĕрлĕçырти Евдокия Каширина хĕрарăмсен пуçа тăхăнмалли çи-пуçне хатĕрлесе маçтăра тухнă. Хăйĕн пултарулăхĕпе «Алмантай» ушкăн хĕрĕсене те «чирлеттернĕ». Халĕ вĕсем те «вĕрентекенĕнчен» кая мар çи-пуç хатĕрлеççĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Надежда Михайлова библиотекарь тĕрлĕ мелпе тĕрĕ тĕрлессипе, Элекçей Тимешри ремесла çуртĕнчи Борис Пятаков йывăçран тĕрлĕ япаласем касса кăларассипе, шавлă инструментсем ăсталассипе тавра ялта чапа тухнă. Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн заведующийĕ Светлана Голубева татăк пусмасенчен хитре япаласем çĕлеме, лентăсемпе тĕрлеме пултаруллă.

Аслă Елчĕксем мĕн авалтан çăматă йăвалассипе палăрнă. Зоя Убасева çак кăсăклă ĕçе ачисене вĕрентсе пырать. Зинаида Кантеева культработник вара сувенир  кăçатăсем  ăсталать.

Лаш Таяпари Дарья Евдокимова кивĕ хутран тĕрлĕ сувенирсем хатĕрлет. Куравра Кĕçĕн Таяпари Тамара Зиновьевăпа Глафира Григорьева, виççĕмĕш класра вĕренекен  Елена Софронова çăм чавса ларнине, çăм арланине кăтартрĕç.

Аслă Таяпари, районти тĕп больницăри хĕрарăмсен канашĕсем /ертÿçисем Елена Сапожниковăпа Надежда Афанасьева/ Т.Горшкова, Л.Фомкинан тĕррисемпе, больницăра тăрăшакан хĕрарăмсен çыхнă япалисемпе паллаштарчĕç.

Юлашки çулсенче ял хĕрарăмĕн, уйрăмах хĕллехи каçсенче, пушă вăхăт ытларах. Вăрăмхăвари Казначеевсен çемйин вара кану вăхăчĕ сахалтарах пулĕ. Ялсенче те чылайăшĕ выльăх-чĕрлĕх усрама пăрахрĕ, вĕсен вара кил карти выльăх-чĕрлĕх сассипе илемлĕ. Сăвăнакан виçĕ ĕне, пушмак пăрусем, хур-кăвакал йышлă усраççĕ. Лариса Казначеева, çирĕм çул ытла культурăна чунне параканскер, Витали мăшăрĕпе, Лиза хĕрĕпе районта кăна мар, республикăра та тĕрлĕ конкурсра ят-сум çĕнсе илнĕ. Çемье курава хăйсен аллипе хатĕрленĕ чăвашсен юр-варне илсе килнĕ. Сăмах май каласа хăварам: Шупашкартан килнĕ артистсем Казначеевсен техĕмлĕ те пахалăхлă юр-варне часах туянса пĕтерчĕç. Вĕсен  çу уçламалли хатĕрĕ те экспонат евĕр. Ăна ялти Дмитрий Кузнецов ăсталанă. Çемьере чи асли - Альбина Петровна. Казначеевсен çемйин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кăмăллăн каласа пачĕ вăл.

Çак ăста алăллă çынсен пултарулăхĕпе Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Ольга Зайцева, Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн Ыркăмăллăх фончĕн Попечитель канашĕн председателĕ Лариса Игнатьева, район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин кăсăкланса паллашрĕç, ăстасен ĕçне пысăка хурса хакларĕç, пухăннисене районта йĕркеленĕ уявпа саламларĕç. Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче уйрăмах авалхи йăла-йĕркене упраса хăварса ырă та пархатарлă ĕçе ачисемпе мăнукĕсене вĕрентсе хăварни ырă пулăм пулнине палăртрĕç. Лариса Игнатьева, хамăр ентеш пулнăран, Елчĕксем яланах ырă ĕçпе палăрнине, илемлĕхпе патварлăха хăйсем ĕçĕпе кăтартнине, хĕрарăмсем общество ĕçĕнче хастаррине, хăйсен ĕçĕпе района, республикăна пуянлатма пулăшнине палăртрĕ.

Республика хăнисем районти хĕрарăмсен юхăмĕн активлă членĕсене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысларĕç. Раççей Хĕрарăмĕсен союзĕн Хисеп грамотине Ольга Зайцевăран илме уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Курнавăшри Раиса Горшкова, Акчелĕнчи Ольга Крылова тата çак йĕркесен авторĕ тивĕçрĕç ăна.

Савăнăçлă уява проект партнерĕ - «Классика» академи симфони капелли малалла тăсрĕ. Уяв программи куракансене питĕ килĕшрĕ. Хăнасене чаплă концертшăн Елчĕксем ура çине тăрса тăвăллăн алă çупрĕç.

Çавăн пекех çак кун Шупашкарти пукане театрĕн артисчĕсем Елчĕкри ача садĕнчи шăпăрлансене спектакльсемпе савăнтарчĕç. Çитес эрнере, тунтикунран пуçласа, Шупашкарти ятарлă оборудованипе тивĕçтернĕ транспорт Елчĕк ен хĕрарăмĕсене  маммографи тĕрĕслевĕ ирттерме килет.

Хаклав

Петр Теренин, Лаш Таяпа шкулĕн учителĕ:

- 23 çул ачасене ÿкерес ăсталăха тата ĕçе хăнăхтаратăп. Шкулта 20 çул «Мастерок» кружок ĕçлет. 5,6,7 класс ачисем кăмăлласа çÿреççĕ унта. Ачасене мĕн пĕчĕкрен ал ĕçне вĕрентни кирлех. Ĕç çумне çыпçăннă ачан  пуçне усал шухăш  кĕрес çук.

Валентина Васильева, тĕрĕ ăсти, Аслă Пăла Тимеш:

- Мана тĕрĕ тĕрлесси  мĕн пĕчĕкрен  килĕшет. Çăмăл ĕç тесе калаймăн ăна. Пĕр-пĕр ÿкерчĕке «чĕртсе тăратас» тесен уйăх та иртет. Пирĕн килте тĕрĕллĕ рамăсем нумай. Кашни пÿлĕмрех. Хамăн ĕçе хаклă тусăмсене те парнелетĕп. Паянхи уявра пĕр тĕрĕне хамăр çемьерен, Мăнкун çитнĕ май, хамăр ял хĕрне - республика Пуçлăхĕн мăшăрне Лариса Юрьевна Игнатьевăна парнелеме пултарнăшăн савăнтăм.Районта çĕнĕ музей çурчĕ тума палăртнă.  Малашне ун валли парне хатĕрлесшĕн.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăнÿкерчĕкре: Ольга Зайцева, Николай Миллин, Лариса Игнатьева ал ĕçĕсемпе  паллашаççĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика