08 апреля 2017 г.
2017 çулхи ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Патшалăх Канашĕн черетлĕ çиччĕмĕш сессийĕ иртнĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ 14 ыйтуран чи пĕлтерĕшли Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсем çинчен тунă отчечĕ пулнă.
Отчет Министрсен Кабинечĕн ĕçне туллин çутатнă. Анăçри çĕршывсем санкцисем йышăннă тапхăрта та регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн мерисене туллин тивĕçтернĕ, умри тĕллевсене тивĕçлĕн пурнăçланă.
Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртессипе чылай çул ăнăçлă ĕçлет Чăваш Ен. Виçĕ çултан аслăрах мĕнпур ачана садиксенчи вырăнсемпе тивĕçтернĕ. Бюджет ĕçченĕсен шалăвĕ пĕлтĕр 2015 çулхипе танлаштарсан 3,6 процент, 2011 çулхипе танлаштарсан 1,9 хут пысăкланнă. Вăтам ĕç укçи виçĕм-çулхинчен 6,9 процент пысăкрах /22,7 пин тенкĕрен иртнĕ/. Кăçал ăна 24,3 пин тенкĕрен ирттерме палăртнă. Промышленность ÿсĕмĕ 107,6 процентпа танлашнă. Промышленность продукчĕсем туса кăларассин ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче мала тухнă.
Демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăннă - халăх йышĕ тата нумай ачаллă çемьесен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Çынсен пурнăçĕн тăршшĕ 2010 çулхипе танлаштарсан 3,5 çул хутшăннă /72 çулпа танлашнă/.
«Халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, саккуна пăхăнса, яваплăха туйса пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшса ĕçлемелле».
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Чăваш Республики программăллă бюджет хатĕрлессипе ытти субъектсем хушшинче малти вырăнта тăрать. Пĕлтĕр республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 48,8 миллиард тенкĕпе танлашнă, бюджетăн тĕп пайĕ /33,1 миллиард тенкĕ/ - хамăрăн тупăшсем. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне патшалăх парăмĕ 14 миллиард тенкĕ пулнă. Çак парăмăн регионта пурăнакан кашни çын пуçне тивекен тÿпипе те Чăваш Ен округри «чи пĕчĕк парăмлă» виçĕ субъект йышĕнче. Инфляци виçи /вăл пĕлтĕр Чăваш Енре 4,1 процент пулнă/ Раççейри пĕтĕмĕшле виçерен кăшт пĕчĕкрех.
Ăнăçусемпе пĕрле Михаил Игнатьев пăшăрхантаракан ыйтусене те хускатнă - инвестици енĕпе пуçарулăх чакнă. Çапах та пысăк технологиллĕ 2,7 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркелени ырă пулăм. 2017 çулта 2,8 пине яхăн ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртнă. «Химпром», «Акконд», «Хĕвел», «Букет Чувашии» компанисем çĕнĕ производствăсем уçни ĕçе анлăлатать.
2016 çулта Чăваш Ен ялхуçалăхĕнче усă куракан 100 гектар çĕр пуçне сĕт туса илес енĕпе Атăлçи федераци округĕнче мала тухнă, аш туса илес енĕпе 3-мĕш вырăн йышăннă. Ялхуçалăх таварĕ туса илекенсем 3,4 миллиард тенкĕлĕх 30 ытла пысăк инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Регионта юлашки çулсенче ялхуçалăхĕнче ĕçлекенсен шучĕ ÿснĕ, отрасльти çулталăкри вăтам ĕç укçи 15974 тенкĕпе танлашнă.
Пăшăрхантаракан отрасль - çурт-йĕр строительстви. Пĕлтĕр çурт-йĕр тăвасси самай чакнă. Кăçал 630 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута яма палăртнă. Граждансене кивĕ çуртсенчен куçармалли программа валли пĕтĕмпе 5 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă.
- Истори шайĕнчи тĕллеве тинех пурнăçлатпăр. Совет самани вăхăтĕнчех çынсене хваттерсемпе тивĕçтерме шантарнă - пурнăçлайман. Кăçал асăннă программăна вĕçлетпĕр, - тенĕ М.Игнатьев.
Коррупцие, террора хирĕç кĕрешесси тивĕçлĕ шайра пурнăçланса пырать. Отчетра паянхи ытти çивĕч ыйтусем çине те тулли хурав пулнă: паян регионти монохуласем мĕнле аталанаççĕ, вĕсен пуласлăхĕ мĕнрен килет, пĕчĕк тата вăтам бизнес, социаллă пĕлтерĕшлĕ сферăсем хăйсене мĕнле туяççĕ, ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли мерăсем тата ытти те. Тĕллевсем те пайтах: регионта тăнăç лару-тăрăва сыхласа хăварас тĕллевпе влаç органĕсемпе гражданла обществăн пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемелле; консервативлă бюджет политикине, социаллă сферăна пысăк тимлĕх уйăрмалла, импорта хамăр продукципе улăштармалла тата ытти те.
Хăйĕн докладне Михаил Васильевич Петр Столыпин реформатор сăмахĕсемпе вĕçленĕ: «Ăнăçлă ĕçлемешкĕн пĕрле ĕçлемелли никĕсе, пуриншĕн те ăнланмалли чĕлхене тупмалла». Доклад хыççăн партисен парламентри кашни фракцийĕ виçшер ыйту панă.
Е.ПЕТРОВА хатĕрленĕ.
Отчета хаклаççĕ
Николай Миллин, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, кашни сферăра курăмлă ĕçсем пурнăçланă, пысăк ÿсĕмсем тунă. Михаил Васильевич пурнăçласа çитереймен ĕçсем çинчен те каламасăр иртмерĕ, вĕсене татса парассипе мĕнле ĕçлемеллине палăртрĕ.
Ялхуçалăхĕнчи ÿсĕмсем уйрăмах кăмăла çĕклеççĕ. Республикăри мĕнпур категорири хуçалăхсенче иртнĕ çул пурĕ 609,2 пин тонна тĕш тырă туса илнĕ, ку кăтарту 2015 çулхипе танлаштарсан 9,5% нумайрах. Кунта пирĕн районти ялхуçалăх ĕçченĕсен тÿпи те сахал мар, районта пĕлтĕр 60 пин тонна ытла тĕш тырă туса илнĕ, вăтам тухăç 28,5 центнерпа танлашнă /республикăри чи пысăк кăтарту/.
Çĕрулми туса илессипе кăтартусене ÿстерес тĕллевпе пирĕн районти «АСК-Яльчики» ОООра селекципе вăрлăх хатĕрлекен центр йĕркелени пĕтĕм республикăри хуçалăхсемпе уйрăм çынсен ыйтăвĕсене татса пама май парассине палăртрĕ республика Пуçлăхĕ. Ку пире çĕрулми туса илессипе тата та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать.
Пирĕн республика Атăлçи федераци округĕнче сĕт сăвассипе чи малта, аш-какай туса илессипе 3-мĕш вырăнта пулни ялхуçалăхĕ аталаннине çирĕплетмест-и вара?
Раççейри Экологи, Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕ çулталăкĕнче пурнăçламалли ĕçсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсем республикăра, районта пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстерме тивĕçлĕ.
Наталья РОМАНОВА, Елчĕкри тĕп библиотека ертÿçи:
- Михаил Игнатьев апрелĕн 6-мĕшĕнче иртнĕ Патшалăх Канашĕн сессийĕнче Министрсен Кабинечĕн ĕçĕ-хĕлĕн 2016 çулхи отчечĕпе паллаштарчĕ. Пĕр сăмах сиктерми итленĕ хыççăн пуçра тĕрлĕ шухăш çуралчĕ. Республика çитĕнĕвĕсем чăннипех те курăмлă.
Паянхи кун пире, тĕп хуламăртан чылай аякра вырнаçнă ялсенчи халăха, спутник «турилкке» урлă Чăваш наци телевиденине курма тата Чăваш наци радиовне итлеме май туса пани пысăк савăнăç. Халĕ республика хыпарĕсемпе пĕр чăрмавсăрах паллашатпăр.
«Чувашия» ПТРК, Чăваш Ен наци телевиденийĕн эфирĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хутшăнакан «Вăй хуни» проект республикăра пурăнакансемшĕн уйрăмах усăллă пулнине палăртатăп.
Источник: "Елчĕк Ен"