Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван чĕлхе тĕнче пуçламăшĕ

01 апреля 2017 г.

«Тăван чĕлхе - халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе - халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ», - тенĕ Г.Н.Волков академик. Çак сăмахсем манăн чуна кĕрсе вырнаçнă. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать, мĕншĕн тесен ку пуянлăха кашни халăх тĕрлĕ йывăрлăха пăхмасăр нумай ĕмĕр тăршшĕ аталантарса, ÿстерсе пынă. Сĕм авалтан чĕлхе çынсене сăмахлăх,  юрă-ташă, йăла-йĕрке урлă пĕр-пĕринпе çывăххăн хутшăнса пурăнма пулăшнă. Ман шутпа, ку халĕ те çавăн пекех...

Эпĕ тăван чĕлхепе калаçса хамăн шухăш-туйăма палăртатăп, чуна уçатăп, кăмăла çĕклетĕп, канăçлăх тупатăп. Манăн аттепе анне те чăвашсемех. Чăвашла калаçсан чуна çывăх. Çавăнпа та аннеçĕм мана чăваш чĕлхи илемне мĕн пĕчĕкрен туйма вĕрентнĕ. Чăваш çынни чăваш умĕнче вырăсла перкелешнĕ чухне ытла та намăс пулса каять мана. Тепĕр чухне çынсенчен час-часах илтме пулать: «Мĕн тума кирлĕ сан чăваш чĕлхийÿ?» Чĕлхи вăл манăн мар-ха, халăхăн. Çакăн пек калакан çынсем тарăн шухăша яраççĕ те ĕнтĕ.

Тăван чĕлхене юратман çын, ман шутпа, ашшĕ-амăшне те, тăван халăхне те, çĕршывне те юратма пултараймасть. Çавăн пек çын чăвашăн илемлĕ юррине те, ăслă шухăшне те нихçан та илтмен пуль. Унран чăваш чунлă çын пулаймастех.

Пирĕн чĕлхе - питĕ çепĕç, янăравлă, илемлĕ. Тăван сăмах ăстисем те чĕлхе пирки нумай мухтаса çырнă. Ăна ытларах чăваш юманĕ пек ватă та патвар тенĕ. Ăшшăн каланă чăваш сăмахĕ кашни çын чунне ăшăтать тата кăмăлне çĕклет. Чăваш сăмахĕ çĕр çинче те, космосра та пĕр пекех хăватлăн, илемлĕн янăрать. Ман шутпа, тăван чĕлхене хисеплени вăл тăван халăха хисеплени пулать. Чăваш чĕлхин тасалăхне упрасси чăн малтан çемьери ăшăлăхран, атте-аннерен нумай килет.

Çеçпĕл Мишши чăваш чĕлхине чунтан юратнă, чĕлхе аталанайманнишĕн куляннă, ăна вăй-хăват кĕртессишĕн тăрăшнă. «Чăваш чĕлхи ячĕпе пĕр пулар!» - тесе йыхравланă, тăван культурăшăн чăмăртанса ĕçлеме ăнтăлнă. «Пурнăç - чĕлхесĕр пулмасть. Чăваша вырăс чĕлхипе пурнăç тутараймăн, чăваша - чăваш чĕлхи кирлĕ», - тесе çырнă пирĕн поэт. Тăван халăхăмăр! Çеçпĕл Мишши сăмахĕсене манар мар! Ăша хывар! Пурте пĕрле чăвашла калаçар!

Мĕн тери илемлĕ-çке эсĕ, тăван чĕлхем! Мĕн чухлĕ сăвă çырман-ши сăвăçсем сана савса! Мĕн чухлĕ юрă хывман-ши композиторсем сана чунтан юратса!

Паян чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçре тĕрлĕ улшăнусем пулса иртеççĕ. Чăваш чĕлхи предметне çулсеренех шкулсенче чакарса пыраççĕ. Çакă вара мана питех те тарăн шухăша ярать. Малашнехи çамрăк ăру асаннесемпе асаттесем упраса хăварнă чĕлхене çухатас хăрушлăх патне илсе пырать. Чăваш чĕлхипе калаçма пăрахсан халăх та пĕтет. Çавăнпа чи малтан тăван чĕлхене атте-анне вĕрентмелле, вырăс чĕлхине тăрăшса вĕренмелле.

А.ПОРТНОВА.
Кушкă шкулĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика