04 марта 2017 г.
Кивĕ Арланкассипе Çĕнĕ Арланкасси тата Энтепе ялĕсене пĕрлештерсе тăракан «Энтепе» ялхуçалăх предприятийĕнчи пилĕк çул каяллахи лару-тăру паянхи пекех куç умĕнче: машинăпа трактор паркĕнче пĕр техника таврашĕ, фермăра пĕр чун выльăх тăрса юлманччĕ. Халĕ, ертÿçĕн тилхепине Андрей Васильева шанса панăранпа, тĕп пулнă хуçалăх кĕске вăхăтра ура çине тăнине анчах мар, производствăри ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ чухне чылай кăтартăва районти малта пыракан хуçалăхсен тĕслĕхĕсем çине тайăнса танлаштарма пулнине те хамăр курса ĕненетпĕр мар-и?
Мал ĕмĕтлĕ çамрăк ертÿçĕ, çакна малтанах тĕрĕс ăнланса илме пултарнăскер, шанчăклă укçа-тенкĕ çăлкуçĕпе тивĕçтерме май паракан выльăх-чĕрлĕх отрасльне кирлĕ шайра йĕркелесе пырассине тĕпе хунă. Пахалăхлă продукци тата ăна кирлĕ шайра туса илес тесен ĕне выльăха усрама лайăх услови те кирлĕ. Çакна шута илсе малтан фермăри пĕр витене тĕплĕ реконструкци тунă - унта мăйракаллă шултăра выльăхсене вырнаçтарнă. Ĕçĕн пуçламăшĕ ăнăçлă пулнипе хавхаланса 2013 çулхи çĕртме уйăхĕнче пĕр хăрамасăрах тепĕр пысăк ĕçе пикеннĕ - сăвăнакан ĕнесен витинче тĕнче шайĕнчи стандартсене тĕпе хурса реконструкци тата модернизаци ĕçĕсене йĕркелесе янă. Инвестици проектне пурнăçлама 25 миллион тенкĕ укçа кирлĕ пулнă. Ку чухне вĕсем Раççейри Ялхуçалăх банкĕ выльăх-чĕрлĕх фермисене модернизацилеме нумай вăхăтлăха уйăрса паракан пĕчĕк процент ставкиллĕ кредитпа усă курнă, хăйсен 4 миллион тенкĕ пулнă. Çак ĕçе кĕске вăхăтра - 6 уйăхри тапхăрта пурнăçлама та ĕлкĕрнĕ. Меллĕ - тăватă ретлĕ çак витере халĕ 312 пуç сăвăнакан ĕне вырнаçнă. Сăмах май, ялхуçалăх предприятийĕнче çак çулсенче мăйракаллă шултăра выльăхсен, çав шутран сăвăнакан ĕнесен хисепĕ нумай ÿснĕ. Хальхи вăхăтра, виçĕ çул каяллахипе танлаштарсан, кунта сăвăнакан ĕнесен хисепĕ икĕ хут ытларах шутланать. Мăйракаллă шултăра выльăхсем, пĕтĕмĕшле илсен, отчетлă тапхăрта пурĕ - 752, 2015 çулхинчен 203 пуç ытларах пулнă.
Пĕчĕк тăкакпа ытларах продукци туса илесси тата ăна хаклăрах хакпа сутасси ялхуçалăх предприятийĕшĕн кашни кунхи тĕп тĕллев пулса тăрать. Мĕн шухăшланине, палăртнине коллективпа пĕрле килĕшсе пурнăçласа пыма пултарнин тивлетне кура кунта продукци туса илесси те, тупăшсен пайĕ те кашни çул ÿссех пырать. Çакна кура ĕçлекен пĕр çын пуçне уйăхри вăтам ĕç укçин виçи те пĕчĕкех мар. Отчетлă тапхăрта та уйăхри вăтам шалу 16640 тенкĕрен кая пулман, 2015 çулхипе танлаштарсан, ĕç укçи 14 процент ÿснĕ.
2016 çулта ялхуçалăх продукчĕсене сутнинчен «Энтепе» сахал яваплă юлташлăхăн кассине пурĕ 39 миллион та 984 пин тенкĕ /2015 çулхипе танлаштарсан 846 пин тенкĕ ытларах/ пырса кĕнĕ. Таса тупăш 11 миллион та 612 пин тенкĕпе /2015 çулхинчен 1 миллион тенкĕ ытла/, рентабельлĕх 40 процентпа танлашнă. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан та хуçалăх кассине 3 миллион та 823 пин тенкĕ укçа пырса кĕни, таса тупăш пайĕ 1 миллион та 110 пин тенке çитни те районти чи пысăк кăтарту. Укçа-тенкĕн ытларах пайĕ хуçалăх кассине сĕт туса илнинчен пырса кĕнĕ. Иртнĕ çул та, халĕ те çак вăхăтченех сĕт хакĕ пĕр шайра тăни - ытти чухнехи пек, уйрăмах çуллахи тапхăрта, ытлашши йÿнелсе кайманни ял çыннин кăмăлне тивĕçтерет. Отчетлă тапхăрта ялхуçалăх предприятийĕнче пурĕ 1441 тонна /2015 çулхипе танлаштарсан 169 тонна ытларах/, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан 1378 центнер сĕт туса илнĕ. Апла пулин те çулталăк пуçланнăранпа пĕр ĕнерен сĕт сăвасси районăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех пулнине, 2015 çулхипе танлаштарсан 581 килограмм сахалрах сĕт сунине пытараймăн. Çапла майпа хуçалăх кассине пырса кĕмелли тата мĕн чухлĕ хушма укçа-тенке çухатнине шутласа кăларма йывăр мар. Андрей Васильев директор çакна хăй те лайăх ăнланнă, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тунă. Çак çитменлĕхĕн тĕп сăлтавĕсенчен пĕри, унăн шучĕпе, хатĕрленĕ выльăх апачĕн пахалăхĕ тивĕçтермелле пулманнинче. Уй-хирте ĕççи хĕрсе пынă вăхăтра техника çитменнине пула сенаж валли уйăрнă курăка ирĕксĕртен каярах юлса çулма тивнине, çавна пула апат пахалăхĕ тивĕçтермелле пулманнине йышăнать вăл. Кăçал çак йăнăша тăвас мар тесе ятарласа выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте усă курма КСУ-1 йышши косилка туянма шутланă. Малашне чи кирли - выльăх апатне хатĕрленĕ чухне технологие çирĕп пăхăнасси, 2017 çулта пĕр ĕнерен 6000 килограмран кая мар сĕт сăвасси тĕп тĕллев пулса тăмалла.
Унсăр пуçне, кашни кунхи ĕçре ытти çинчен шухăшламалли те нумай. Техника паркне те çĕнетсех пымалла, тыр-пул çапса тĕшĕлекен çĕнĕ комбайн туянсан та ытлашши пулас çук. Анчах çакăнтан маларах тĕш тырă упракан хранилище тума палăртнă. Ун валли те сахалах мар укçа-тенкĕ тăкаклама тивет - 5 миллион тенкĕ укçа çĕрте йăваланса выртмасть.
Андрей Васильева çăмăл мар лару-тăрупа тĕл пулнă кÿршĕллĕ «Марс» хуçалăх шăпи те шухăшлаттарать. Хăйĕн вăйне шанса çак пысăк тиеве туртма килĕшни те вăл йывăрлăхсенчен хăраман, пуçа усман çын пулнине çирĕплетсе парать.
Отчетлă пухура тухса калаçнă район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн ертÿçи Петр Тремасов ялхуçалăх предприятийĕнчи кăтартусене тишкерчĕ, малашлăхра шута илмелли кирлĕ сĕнÿсене палăртрĕ. Выльăх-чĕрлĕх, ÿсен-тăран отраслĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Апла пулсан, пусăçаврăнăшне кирлĕ пек йĕркелесе пырассине яланах асра тытмалла. Часах черетлĕ акаçине тухма та вăхăт. Юлнă вăхăтпа усă курса çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минераллă удобренисем, çĕнĕ вăрлăхсем туянассипе ĕçлемелле.
Отчетлă пуху ĕçне пĕтĕмлетсе хак пама хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин «Энтепе» ялхуçалăх предприятийĕнчи каласа кăтартнă тĕслĕхсемпе усă курса çакна палăртса каларĕ: «Пикенсе ĕçе пуçăнсан кирек епле йывăрлăхран та тухма май тупăнатех. Çамрăксенче пушшех пысăк вăй, малашлăх мĕнле пуласси вĕсенчен нумай килет. Мал ĕмĕтлĕ пулмалла, йывăрлăхсенчен хăрамасан - ĕç пулатех...»
...Район центрĕнчен самай аякра вырнаçнă Энтепе ялĕнче пурăнакансем район администрацийĕн пуçлăхĕпе, паллах, ялан тĕл пулса калаçаймаççех. Шухăшлаттараканни, татса паман ыйтусем вара сахал мар. Хальхинче, сăлтав пулнипе усă курса ял çыннисем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явма уççăн хутшăнчĕç. Халăх нушине лайăх ăнланакан Николай Петрович Миллин хăш-пĕр ыйтусене татса парассинче вĕсене май пур таран пулăшма та шантарчĕ.
Чи савăнăçли - чыслав саманчĕ. Хуçалăхри производство кăтартăвĕсене çывхартассишĕн пысăк тÿпе хывакан ĕçченсене Тав хучĕсемпе парнесем парса хисеп турĕç.
Светлана АРХИПОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕнче: «Энтепе» ООО дирекцийĕ сăнÿкерчĕкри Евгений Савельев çамрăка яла ĕçлеме юлма хавхалантарас тĕллевпе професси пĕлĕвĕ илме пулăшнă. Шанăçа тÿрре кăларакан Евгений Тав хутне илме те тивĕçлĕ пулнă.
Источник: "Елчĕк Ен"