Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малалла талпăнаççĕ

18 февраля 2017 г.

«Кушка» ялхуçалăх производство кооперативне пилĕк çул Владимир Горбунов ертсе пырать. Юхăннă хуçалăх тилхепине алла илнĕренпе Владимир Николаевич кооператива ура çине тăратас тесе тăрăшать.

Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетме кооператив членĕсем хуçалăх правленине пухăнчĕç. В.Горбунов председатель иртнĕ ялхуçалăх çулталăкĕ çăмăл пулманнине, çапах та кооператив членĕсем тăрăшса ĕçленине палăртрĕ. Ял çыннисен пĕр ушкăнĕ çĕр пайĕсемпе кооперативран уйрăлса тухнă хыççăн хуçалăхăн çĕр лаптăкĕ самай чакнă. Çапах Кушкăсем аптăраса ÿкмен, Лаш Таяпан усăсăр выртакан 230 гектар çĕрне ĕçлесе хатĕрлеме пултарнă. Çапла вара пĕлтĕр пĕтĕмпе 80 гектар çурхи тулă, 8 гектар сĕлĕ, 384 гектар урпа, 50 гектар кукуруза, выльăх апачлĕх культурăсем çитĕнтернĕ. Кĕрхи ыраш 100 гектар, кĕрхи тулă 50 гектар йышăннă. Çурхи тата кĕрхи культурăсен мĕнпур лаптăкне минераллă удобренисемпе апатлантарнă, çумкурăксенчен сыхланса гербицидсем сапнă.

Çурхи культурăсене кĕске срокра, пахалăхпа, элита вăрлăхсемпе акса хăварнă. Çуракинче палăрнă механизаторсене -  Владимир Баскакова, Валерий Трофимова, Борис Галошева,  Александр Викторова, Алексей Пыркинпа Николай Тихонов сеяльщиксене, тырă турттарнă Владислав Галошева ырăпа аса илеççĕ.

Тĕш тырă пуçтарса кĕртнĕ çĕрте Олег Зайцевпа Андрей Сорокин  комбайнерсем вăй хунă. Владимир Бакин пенсие кайнă пулсан та тырă турттарнă çĕрте пысăк хастарлăх кăтартнă. Йĕтем çинче ĕçлекен Олегпа Леонид Мекшеевсем, Геннадий Зайцев  та ырă сăмахсене тивĕçлĕ.

Çакна палăртма кăмăллă: пилĕк çул каялла Кушкăсем 400 тонна тĕш тырă туса илнĕ пулсан, иртнĕ çулхи кăтарту  чылай пысăкрах - 1520 тонна. 1 гектартан тухнă вăтам тухăç - 25,6 центнер. Пĕлтĕр кĕркунне 700 гектар çĕре сухаласа хăварнă. Вăрлăхсем çителĕклĕ. Кăçал тата пысăкрах ÿсĕмсем тума мĕнпур майсем /вăрлăх, минераллă удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем/ çителĕклĕ пулнине, агротехникăна пăхăнса кăна ĕçлемеллине палăртрĕç.

Иртнĕ çул  çулакан комбайн çукки пысăк чăрмав кÿнине, çав вăхăтрах  техника кивелнĕрен запас пайсем туянма 1581 пин тенкĕ расхутланине, ку вăл пĕр çĕнĕ техника туянмалли тăкак пулнине палăртрĕç. Çавна май кăçал техникăна тирпейлĕ тытса ăна тухăçлă ĕçлеттерекен яваплă механизаторсене çулталăк вĕçĕнче хавхалантармалли мелсем палăртма пăхрĕç.

Кушкăсен ырă пулăмне аса илмесĕр иртес килмест. Хăйĕн çĕр пайне хуçалăха  усă курма панă çынсене пит лайăх пăхаççĕ кунта. Пĕр пай пуçне 1 центнер тулă, 0,5 центнер сĕлĕ, самаях пысăк тюк утă параççĕ. Выльăх усракансен улăм шухăшĕ те çук. Çителĕклĕ парать ăна кооператив. Тÿлевсĕрех. Ял çынни ĕне выльăх усратăр, вĕсене сутса çемье касси пуянлантăр тесе тăрăшаççĕ.

Пĕлтĕр тĕш тырă сутса хуçалăх кассине 6544 пин тенкĕ укçа-тенкĕ пырса кĕнĕ.

Кооперативăн 245 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Вăл шутран сăвăнакан ĕнесем 131 шутланаççĕ. Кĕтĕве çĕнетес, ĕнесен йышне палăртнă цифрăна çитерес тесе 50 пуç ăратлă пушмак пăру туяннă. Вĕсем пăруласан сĕт  нумайрах суса илес шанăç пысăк. Пĕлтĕр  хуçалăх 472,1 тонна сĕт, 27 тонна аш-какай туса илнĕ. Çулталăкра пĕр ĕнерен 3604 килограмм сĕт сунă. Çак кăтарту районта чи пĕчĕкки. Кунта дояркăсем улшăнса тăни те ура хунă. Калăпăр, ĕне сăвакан никама пĕлтермесĕр Мускава тухса кайнă, ун вырăнне çав кунах çын тупма çăмăл мар. Фермăна ĕçе кĕрес тесе ăнтăлакансем те çук ялта. Çулталăк каялла дояркăна вырнаçнă Ирина Дмитриева, Елена Кирилина /вăл ветеринар та, техник-осеменатор та/ ĕçĕсемпе кăмăллине палăртать ертÿçĕ. Çавăн пекех пăрулаттаракан уйрăмри Людмила Федорова, Елена Мышкина пăру пăхакан, ĕне выльăх самăртакан Надежда Пыркина шаннă ĕçре чунне парса  тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр сĕт сутса хуçалăх кассине 7534 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ. Ку вăл виçĕмçулхипе танлаштарсан 1 миллион тенкĕ нумайрах. Апла пулсан сĕт куллен чĕрĕ укçа кÿрекен çăлкуç. Кăçал унăн хакĕ те пĕчĕк мар. Çавăнпа та «шурă ылтăн» ытларах туса илессишĕн тăрăшса ĕçлемелле. Темле йывăр тапхăра кĕрсе ÿксен те ĕне витине çĕнетме вăй çитернĕ вĕсем.

Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ. 532 тонна силос, 553 тонна сенаж, 262 тонна утă хатĕрленĕ. Кĕске вăхăтра пахалăхлă апат хатĕрленĕ çĕрте Анатолий Сорокин, Николай Изливанов трактористсен тÿпи пысăк.

Пĕтĕмĕшле илсен кооператив отчетлă тапхăра 654 пин тенкĕ таса тупăшпа вĕçленĕ.

Пухăва район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Ирина Горшкова, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Георгий Зайцев хутшăнчĕç, сăмах каларĕç. Илья Трофимов 75 çулта пулсан та çамрăксене яланах ырă сĕнÿ-канашпа, ĕçпе пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ. Ĕç ветеранĕ парнене те тивĕçрĕ.

Хуçалăх малалла талпăнас ĕмĕтпе çунатланать. 16 çын тăрăшать унта. Вĕсен пĕлтĕрхи уйăхри вăтам ĕç укçи 15 пин тенкĕрен иртнĕ. Мускава ĕçлеме тухса кайнисем вырăнне тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакан икĕ маттур хĕрарăма кооператив членне илчĕç.

Пухура кооперативăн ертÿçине пĕр саслă пулса Владимир Горбунова хăйнех суйларĕç. Ĕçре тăрăшуллисене Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысларĕç.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăнÿкерчĕкре: В.Козлов инженер, Г.Зайцев склад заведующийĕ, В.Горбунов председатель.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика