11 февраля 2017 г.
Тĕнчере, çавăн пекех Раççей Федерацийĕнче те терроризмпа экстремизм хăрушлăхĕ çав-çавах пысăк. Çавăнпа çынсене тимлĕрех пулма, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма ыйтатпăр.
Нихăçан та палламан çынсенчен пакетсемпе сумкăсем ан илĕр, хăвăрăн багажа та асăрхавсăр ан хăварăр. Енчен те обществăлла транспортра хуçасăр е манса хăварнă япалана асăрхарăр пулсан, юнашар пассажирсенчен ыйтса вăл камăн пулма пултарнине тĕпчĕр. Енчен те япалан хуçи çук пулсан, çакăн çинчен водителе пĕлтерĕр.
Енчен те эсир хăвăр пурăнакан çурт подъездĕнче иккĕлентерекен япалана курсан, çакăн çинчен кÿршĕсемпе калаçăр - тен, вăл вĕсен. Енчен те хуçи тупăнмарĕ пулсан, çакăн çинчен полици пайне пĕлтермелле. Учрежденинче асăрханă иккĕлентерекен япала çинчен администрацине асăрхаттармалла.
Çак тĕслĕхсенче:
- тупăннă япалана ан тытăр, ан уçăр, урăх вырăна ан куçарăр;
- вăхăта палăртса тупăннă япала çинчен полици пайне пĕлтерĕр;
- иккĕленÿллĕ япала патне çынсем пырасран мерăсем йышăнăр, вĕсене аяккарах каймаллине асăрхаттарăр;
- оперативлă шырав ушкăнне кĕтсе илĕр;
- урамра е подъездра тупăннă япаласем хăрушлăх кăларса тăратма пултарни çинчен ачасене ăнлантарса парăр;
- çынсем массăллă хутшăнакан мероприятисенче, суту-илÿ центрĕнче те асăрхануллă пулни вырăнлă.
А.АЛЕКСЕЕВ.
Источник: "Елчĕк Ен"