11 февраля 2017 г.
«Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕн отчетлă пухăвĕнче, йăлана кĕнĕ тăрăх, чи малтанах хуçалăх специалисчĕсем хăйсем ертсе пыракан отрасльти ĕç-хĕл пирки отчет тăваççĕ. Унтан хуçалăх ертÿçи Гурий Федоров çулталăка мĕнпур енчен пĕтĕмлетет.
2016 çула ялхуçалăх производство кооперативĕ 12403 пин тенкĕ таса тупăшпа вĕçленĕ. Иртнĕ çул пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1158 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Кашни гектартан тухнă вăтам тухăç 31,7 центнерпа танлашнă. Кооператив, вăрлăх туса илекен хуçалăх шутланнăран, пысăк, пахалăхлă сортсене ĕçе кĕртес енĕпе нумай тимлет. Иртнĕ çул пĕтĕмпе 3008 центнер аш-какай, 22935 килограмм сĕт туса илнĕ, кашни ĕнерен вăтамран 6553 килограмм сĕт сунă. Ку кăтарту пысăк - районта иккĕмĕш. Кунта çулсерен выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерес, вĕсенчен ытларах та ытларах продукци туса илес тесе ăнтăлаççĕ. Хастарсене тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлеççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен районти ялхуçалăх предприятийĕсенчен чи пысăк ĕç шалăвĕ - вăтамран уйăхне 19064 тенкĕ илеççĕ. «Комбайнсем» ялхуçалăх çулталăкне кашни çулах ăнăçлă вĕçлеççĕ, виçĕ çул умлă-хыçлă республикăра «Ялхуçалăх çĕрĕсене тухăçлă усă курнăшăн» номинацире кăнтăр районĕсенчен пĕрремĕш вырăна çĕнсе илеççĕ.
Умри тĕллевсем тата пысăк - пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхне çĕнетессипе ĕçлемелле, тĕш тырă лаптăкĕсене ÿстермелле, выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăвармалла, пăру витине реконструкцилесе çĕнетмелле, утă, тĕш тырă, техника склачĕсем тумалла тата ытти те.
Ĕçе пĕтĕмлетнĕ май хуçалăх ертÿçи Г.Федоров специалистсене, уй-хир, ферма ĕçченĕсене пархатарлă ĕçшĕн тав тунă, малашнехи пĕрлехи ĕçре ăнăçусем суннă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин «Комбайн» ЯХПК районта çулран-çул ÿсĕмсем тунине, опытлă ертÿçĕпе специалистсем пĕр шухăш-кăмăлпа тăрăшса, пур çĕрте те ĕçе пĕлсе йĕркеленине палăртнă. Çавăн пекех Николай Петрович выльăх-чĕрлĕхрен ытларах та пахалăхлăрах продукци, уйрăмах сĕт туса илес енĕпе, ырă сĕнÿсем панă. Район 90 çул тултарнă май умра пысăк тĕллевсем тăраççĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртес тесен кашни çыннăн пысăк тÿпе хывмалла. Пурте пĕрле кар тăрса ĕçлесен кăна районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕ курăмлă пулĕ.
Пухура çывхарса килекен çурхи уй-хир ĕçĕсем пирки те калаçнă. Чи пултаруллисем наградăсене тивĕçнĕ. Кивĕ Эйпеçри шкул ачисемпе учительсем ял çыннисене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарнă.
Сăнÿкерчĕкре: харсăррисене - Тав хучĕсем.
Источник: "Елчĕк Ен"