08 февраля 2017 г.
Ĕçчен те сăпайлă, пултаруллă çын çинчен каласа кăтартассăм килет. Манăн сăмахăм Кушкă ялĕнче 1939 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче çуралнă Петр Михайлович Мышкин çинчен.
Йышлă ачаллă çемьере çитĕннĕ - улттăн пĕртăван пулнă вĕсем. Çавăнпах пулĕ мĕн çамрăкран ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Кушкă шкулĕнче 7 класс пĕтернĕ хыççăн «Победа» колхоза ĕçе кайса кĕнĕ. Малтанах ăна çамрăк лашасене пăхма шаннă. Çуркунне ака-суха ĕçĕсене пурнăçлама, кĕркунне тыр-пул пухса кĕртме хутшăннă. Хĕл кунĕсем çитсен колхозри арçынсем вăрман кăларма кайнă, уйăхĕпе таврăнмасăр ĕçленĕ вĕсем унта. Каснă вутта колхозниксене уйăрса панă. Вăй-халне кура Петр Михайловича колхозăн хăма çуракан цехĕнче ĕçлеме çирĕплетнĕ. Шултăра пĕренесене алăпа çурнă, рамăна кĕмелле хатĕрлесе панă.
Мал ĕмĕтлĕ çын малалла вĕренме тĕв тытать, шофер, тракторист профессийĕсене алла илет. 1964 çулта водитель пулса ĕçлеме тытăннă. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Хисеп хучĕсем нумай илме тивĕçлĕ пулнă. 1973 çулта Петр Михайловича трактор çине ĕçлеме куçарнă. Тракторăн кабини те пулман. Ылтăн алăллă çын 4 чÿречеллĕ кабинăна хăй аллипе туса хатĕрленĕ. Часах ăна сĕт турттармалли автомашина шанса параççĕ, сĕт цистернине те вăл хăй тĕллĕн вырнаçтарма пултарнă. Ун чухне çул-йĕрĕ те хальхи пек пулман, çавăнпа сĕт турттарма та çынсем пит килĕшесшĕнех пулман. Петр Михайлович вара пĕр хирĕçлемесĕр çак йывăр ĕçе нумай çул хушши туса пынă. «Победа» колхоз ку вăхăтра хуçалăха кирлĕ объектсем /ферма çурчĕсем, больница, лавккасем, клубсем/ нумай тунă. Аллисенче ĕç вĕресе тăнă çак çын унта хутшăнмасăр та тăрса юлма пултарайман. Ку чухне вăл каменщик, платник ĕçĕсене пурнăçланă. Ун хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тимĕрçĕре ĕçленĕ. Унăн пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланă - «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи», «РСФСРти ялхуçалăх ăмăртăвĕн отличникĕ», «Ĕç ветеранĕ» ятсене тивĕçнĕ. Çав çулсенче унăн сăнÿкерчĕкне «Победа» колхозăн Хисеп хăми çине те пĕр хутчен анчах мар вырнаçтарнă.
Петр Михайлович пурнăç çулĕпе юратнă мăшăрĕпе Елизавета Лукияновнăпа пĕрле утать. Вĕсем пĕр çемьене пĕрлешни 55 çул çитет. Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ яштака хурăн пек, хурлăхан пек хура куçлă хĕре Петя пĕрре курсах савнă, куçран вĕçертмен ăна. Пăрчăкан пек - ĕçре пăравур хĕрарăм дояркăра, выльăх апачĕ тунă çĕрте, уй-хирте, пайсем çинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçлĕ пулнă. Лиза аппа 72 çулта та çамрăк çын пекех вăр-вар. Çулĕсем шултăралансах пыраççĕ пулин те ĕçсĕр ларма пултараймаççĕ вĕсем. Килти хушма хуçалăхри çĕр лаптăкĕнче севок, кишĕр, чĕкĕнтĕр, сухан, çĕрулми çитĕнтереççĕ. Картиш-витисем те пушă мар: качака, чăх-чĕп, хур-кăвакал йышлă усраççĕ. Ачисемпе мăнукĕсем пухăнсан вĕсене аш-пăшпа, сĕт юр-варĕпе сăйлаççĕ. Эрех-сăрапа айкашмаççĕ ку çемьере, унсăрах пурнăçпа савăнса пурăнма пĕлеççĕ.
Петя тете вара хăйĕн пултарулăхĕпе халĕ те çынсене тĕлĕнтерме пăрахмасть. Ĕçре туптаннă пултаруллă çын хуçалăхра кирлĕ мĕнпур ĕç хатĕрне хăй аллипе ăсталать. Икĕ енĕпе сухалакан плуг, севок, кишĕр акакан сеялка, рет хушшине кăпкалатакан, йăрансене хăпартакан хатĕрсем, севока тасатакан барабан, пахча çимĕçе упракан хранилище тунă. «Пĕр шикленмесĕр пахча çимĕç çитĕнтерес ĕçе пикентĕмĕр», - тет кил хуçи. «Ĕçлесен çын ватăлмасть», - тесе вĕрентет вăл ачисене. Вĕсем Лиза аппапа иккĕшĕ 4 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕпе ывăлĕсем те хăйсем пекех ĕçчен çитĕннĕ. Икĕ ывăлĕ Чĕмпĕр хулинче, виççĕмĕшĕ Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ. Хĕрĕ тăван ялтах хăй телейне тупнă. Ватăсем 7 мăнукĕпе тата çакăн чухлех кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнаççĕ.
Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче ачисем ашшĕпе амăшне пулăшма килсе çитеççĕ, килĕштерсе пурăнакан кÿрши-арши те вĕсене яланах пулăшма хатĕр.
Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче 78 çул тултарнă Петя тетен черетлĕ çуралнă кунне ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем, кÿрши-арши пухăнаççĕ. Çулне кура мар правур, харсăр çынна савăнăç-телей тата нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.
З.ПОРТНОВА.
Сăнÿкерчĕкре: Мышкинсем - Елизавета Лукияновна тата Петр Михайлович.