01 февраля 2017 г.
Раççей пĕлтерĕшлĕ мероприятие - «Единая Россия» партин XVI отчетпа суйлав съездне Чăваш Ен делегацийĕ йышĕнче Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Николай Петрович Миллин хутшăнни, унтан та ытларах - ăна партин Генеральнăй Канашне çирĕплетни, çапла майпа малашне вăл Чăваш Ен чысне çĕршыв шайĕнче хÿтĕлеме тивĕç çĕнсе илни Елчĕк районĕшĕн пысăк чыс.
Чăваш Республикинчен Патшалăх Думин депутатне суйланнă Алена Аршиновăна та Генеральнăй Канаша тепĕр хут суйланă.
«Елчĕк ен» хаçатăн журналисчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕнчен съезд ĕçĕ-хĕлĕ пирки кĕскен каласа кăтарма ыйтнă.
- Николай Петрович, Мускавран мĕнле шухăш-кăмăлпа таврăнтăр?
- Халăх ырлăхĕшĕн тăрăшакан «Единая Россия» партин черетлĕ отчетпа суйлав съездне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пыракан ушкăнра делегат пулса хутшăнма тÿр килни, партин Генеральнăй Канашне суйланни, паллах, маншăн - пысăк хисеп. Çав вăхăтрах шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăлармаллине те лайăх ăнланатăп. Уставпа килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ партин Генеральнăй Канашăн тивĕçĕсемпе тĕплĕн паллашнă хыççăн яваплă ĕçре ячĕшĕн мар, пикенсе вăй хумалли куçкĕрет.
- Съездран таврăннă хыççăнах Эсир партин районти членĕсемпе тĕл пултăр. Унта мĕн пирки сÿтсе яврăр?
- Çĕршывăн малашнехи аталанăвĕнчи кирлĕ ыйтусене татса пама хутшăнакан «Единая Россия» партин съездне пурĕ 3 пин ытла çын, çав шутран 728 делегат тата 2 пин ытла хăна хутшăнчĕ.
Лару паллă пулăм - Патшалăх Думин суйлавĕ хыççăн иртрĕ. 2016 çулта пирĕн республикăра тата ытти нумай регионра саккунсем кăларакан органсен суйлавĕсем пулчĕç. «Единая Россия» мĕнпур çĕрте çĕнтерчĕ. Парти списокĕпе вăл Раççейĕпе 50 ытла процент сасă пуçтарчĕ. Чăваш Республикинче, çав шутра Елчĕк районĕнче те «Единая Россия» тивĕçлĕ вырăн йышăнчĕ.
Съезд Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн саламĕпе уçăлчĕ, унпа парти председателĕ Дмитрий Медведев премьер-министр паллаштарчĕ. Президент хăйĕн саламĕнче партин политикăри пĕлтерĕшĕ чăннипех пысăк пулнине, ăна çынсем хисепленине тата шаннине палăртнă. Çакă юлашки суйлавсен кăтартăвĕсенче те уçăмлăн курăнать. Владимир Путин «Единая Россия» парти суйлавра çĕнтернине вĕсем чăтăмлă пулнипе, ытти партисене хисепленипе сăлтавлать. Çакă вара ертсе пыракан политика вăйĕн чи паха енĕ тесе палăртать.
Форумри тĕп пулăмсенчен пĕри парти председателĕн Дмитрий Медведевăн партин 5 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ доклачĕ пулчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, «Единая Россия» Патшалăх Думин фракцийĕнче те чи пысăкки шутланать. Çак тапхăрта вĕсем çынсен ырлăхĕшĕн тăрăшса туса ирттернĕ конкретлă - пайăр ĕçĕсем те нумай. Малашнехи тĕллевсем тата пысăкрах.
- Сире, Николай Петрович, ытларах мĕнле ыйтусем кăсăклантарчĕç?
- Маншăн, нумай çул ялхуçалăх предприятийĕн ертÿçинче ĕçленĕ, агропромышленность комплексĕ тĕп отрасль шутланакан района ертсе пыракан çыншăн, паллах, малти вырăнта ялхуçалăх ыйтăвĕ пулчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕршывĕпе палăрнă колхозсем саланнă вăхăта аса илсен, ялхуçалăхĕ пĕтессĕн, малалла аталанаймассăн туйăнатчĕ. Халĕ апла каланă пулмăттăм. Вăхăтлăх пулнă йывăрлăх умĕнче çухалса кайман, ял çыннин çирĕп шухăш-кăмăлĕпе чăтăмлăхне пула сыхланса юлнă ялхуçалăх предприятийĕсем малалла аталанаççĕ. Вĕсем патшалăх шайĕнче çирĕплетнĕ çăмăллăхсемпе усă курса çĕнĕлĕхсене алла илеççĕ. Çакна кура ĕç тухăçлăхĕ, туса илекен продукци хисепĕ тата унăн пахалăхĕ çулсерен ÿссе пырать. Хамăр районти ялхуçалăх предприятийĕсем те патшалăхран уйăракан пĕчĕк процентлă кредитсемпе тата тĕрлĕрен субсидисемпе усă курса инноваци технологийĕсене алла илнине, пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçленине курса савăнатпăр.
Хальхи вăхăтра ялта пурăнакана тăрăшса ĕçлеме хавхалантаракан сăлтав сахал мар. Ÿркенмен, ĕçрен хăраман уйрăм çынсем патшалăх пулăшнипе усă курса йĕркелесе янă хăйсен хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене ăнăçлă тытса пынине те куратпăр.
«Единая Россия» партин съездĕнче ялхуçалăх ыйтăвне çивĕч çĕклени савăнтарчĕ. Апла пулсан ял çыннин пурнăç шайĕ малашне тата ÿсессе шанатпăр.
«Единая Россия» парти палăртакан ытти проектсем те кăсăклă, вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă.
- Пленарлă лару ĕçне хутшăннă Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсем çине хурав пани те килĕшрĕ.
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Единая Россия» партие регионсенче пурăнакансем лайăх пĕлнине - çынсем ăна тунă чăн ĕçсене кура хакланине, парти проекчĕсем регионсенче ăнăçлă пурнăçланнине, программăн çĕнĕ енĕсем çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатма, çамрăксене хăйсен пултарулăхне туллин кăтартма пулăшнине палăртрĕ.
Форумра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Ирина Клементьева, Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршиновăпа Леонид Черкесов, Патшалăх Канашĕнчи фракци ертÿçи Вячеслав Рафинов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев сăмах илчĕç.
Светлана АРХИПОВА калаçнă.