28 января 2017 г.
Çутçанталăка сыхласси кашни çыннăн тивĕçĕ. Çавăнпа 2017 çула Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн «Экологи тата ятарласа сыхлакан çутçанталăк территорийĕсен çулĕ» тесе палăртнă.
«Сăрçи» заповедникĕн ĕçченĕсем пирĕн çĕршывра пĕрремĕш заповедник йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа шкул ачисем хушшинче республика шайĕнче «Манăн заповедник» проекта ĕçе кĕртеççĕ. Унта Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем те хутшăнаççĕ.
Проекта хутшăнакан шкулсене Раççей территорийĕнче вырнаçнă заповедниксене уйăрса панă. Кушкă шкулĕ вара «Сăрçи» заповедникăн Елчĕкри участокĕ çывăхĕнче вырнаçнă. Ачасем çак ĕçе хаваспах хутшăнаççĕ, таврари çутçанталăкпа тата ытларах кăсăкланаççĕ. Вĕсем заповедникпа ял халăхне, шкул ачисене паллаштараççĕ.
Раççей Правительствин 1995 çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче чи малтан «Сăрçи» патшалăх заповедникĕ йĕркеленĕ. 2000 çултанпа вăл Улатăр, Патăрьел, Елчĕк районĕсенчи 3 лаптăка пĕрлештерсе тăрать. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 9150,4 гектар шутланать. Çав шутран Улатăрти лаптăкĕ - 9025 гектар, Патăрьелĕнчи - 27,6 гектар, Елчĕкри - 97,8 гектар. Кунта тĕрлĕ ÿсен-тăранăн 800 ытла тĕсĕ, 120 тĕрлĕ кăмпа, 127 тĕрлĕ мăк. Вĕсенчен 5 тĕрлĕ кăмпапа 5 тĕрлĕ ÿсен-тăрана Раççейри Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ.
Заповедникри чĕрчунсен тĕнчи те тĕлĕнмелле пуян. Пурĕ 1500 ытла хурт-кăпшанкă, 33 тĕрлĕ пулă, çĕр айĕнче пурăнакан чĕрчунсем - 9 тĕрлĕ, 195 тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк. Унти 120 тĕрлĕ чĕрчуна Чăваш Енри Хĕрлĕ кĕнекене, 17-шне Раççейĕн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ.«Сăрçи» патшалăх заповедникĕн Елчĕк тата Патăрьел лаптăкĕсене çеçенхирти авалтан юлнă ÿсен-тăрансемпе чĕрчунсене сыхлама йĕркеленĕ. Унăн Елчĕк районĕнчи лаптăкĕ Энтепе ялĕн хĕвелтухăç енче вырнаçнă. Кунта питĕ сайра тĕл пулакан ÿсен-тăран çитĕнет. 1931 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа вăл республика заповедникĕ шутланнă. 1990 çултан «Сорка Тау» заказник йĕркелесе çĕр çинче сахал тăрса юлнă нумай ÿсен-тăрана сыхласа хăварма май килнĕ. Хальхи вăхăтра кунта 69 тĕрлĕ сайра тĕл пулакан ÿсен-тăран çитĕнет. Вĕсенчен 2-шне Раççейĕн Хĕрлĕ кĕнекине, 39-шне Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. Пирĕн заповедникра сарепта кăшманĕ, Атăл шăнкăрав курăкĕ, типĕ шур курăкĕ, оносма, Австри астрагалĕ тата ыттисем те ÿсеççĕ, чĕрчунсенчен ăркай, хир чăххи, тыркас пурăнаççĕ.
Тутар Тимеш ял çумĕнче вырнаçнă Патăрьел участокĕнче Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ сăвăрсене курма пулать. Вĕсем Чăваш Енре çак территорире анчах пурăнаççĕ. Ăслăлăх ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, сăвăрсем Чăваш Енре 1642 çултанпа паллă.
Елена ЯГУДИНА.