Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăлтăр пек çутă çыннăмăрсем ("Елчĕк Ен")

28 января 2017 г.

Çăлтăр пек çутă çыннăмăрсем ("Елчĕк Ен")

 

Аннепе атте пурăннă чухне хĕллехи тĕттĕм каç та çутă пек туйăнать, аннепе аттен кулли шартлама сивĕре те ăшăтать, вăй-хал парать.

Пирĕн аттепе анне - Энтепе ялĕнче пурăнакан Валентина Петровнăпа Родион Пантелеймонович Макаровсем  çемье çавăрни 60 çул çитрĕ. Бриллиант туй ячĕпе ăшшăн саламлама вĕсен ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем инçетрен-инçете çутакан çут çăлтăр пек çыннăмăрсем патне кĕрекене пухăннă. Çак тапхăрта утса тухнă анлă çула аса илмелли аннепе аттен сахал мар.

...Энтепе каччи Родион Макаров кÿршĕ район хĕрĕпе улахра паллашнă. Анат Туçа хĕрне пĕрре курсах кăмăлланă каччă:

- Ман санпа 50 çул калаçмалăх сăмахăм пур, - тенĕ вăл пĕрремĕш тĕлпуларах.

Валентинăна каччăн сăмахĕсем шухăша янă:

- Ара, мĕн çинчен калаçасшăн-ши вăл?

Халĕ, ачисене çунат сарса инçете вĕçтерсе янă хыççăн, пилĕк ача амăшĕ шухăша путать те:

- 50 çул кăна мар, 60 çул çитрĕ пĕр-пĕринпе пурнăç çинчен калаçма пуçăнни, - тет.

Çамрăкрах чухне, ачисене ÿстернĕ, кунĕпе колхоз хирĕнчен кĕме пĕлмен чухне, чунĕсене уçса калаçса ларма вăхăт та пулман вĕсен. Халĕ вара пĕр-пĕрне ăшă сăмахсем шеллемеççĕ.

Валентина Петровнăпа Родион Пантелеймонович  мăшăрлансан кил-çурт хăпартнă, пĕрин хыççăн тепĕр ача çуратнă. Вĕсене çунат парса ăшă йăваран вĕçтерсе кăларнă.

Пысăк та хăтлă çуртра кашни япала хăй вырăнĕнче. Ăста алăллă арçын тытса туман ĕç пулман çамрăк чухне. Халĕ те вăй çитнĕ таран кил картинче кăштăртатаççĕ ватăсем, качака, чăх-чĕп усраççĕ. Пахча ĕçĕсем пуçлансан вара эпир пурте пĕрле пуçтарăнса вĕсене пулăшма васкатпăр.

Макаровсем колхоз ĕçĕнче тăрăшса ят-сума тивĕçнĕ. Атте /Рудя тесе чĕнеççĕ ăна ялта/ малтанах гусеницăллă, каярахпа кустăрмаллă тракторпа тăрăшнă. Колхоз уй-хирне куç хупса пĕлет вăл. Вăхăтĕнче çĕр сухаланă, çурхи-кĕрхи культурăсем акнă, лартнă, пуçтарса кĕртнĕ çĕрте чунне парса тăрăшнипе палăрнă. Ăста механизатор çĕр ĕçне питĕ лайăх пĕлнĕ. Ахальтен мар пултаруллă тракториста, комбайнера  Мускава ВДНХна икĕ хутчен янă.

Анне мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен колхозра вăй хунă. Хăмла плантацийĕнче, уй-хирте тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Пайпа уйăрса панă пропашнăй культурăсене, тымарçимĕçе çумкурăкран тасатма пире нумай илсе кайнă. Эпир, хĕрсем, анне çумĕнче пĕчĕккĕллех ал ĕçне вĕреннĕ, арçын ачасем аттепе юнашар комбайн штурвалĕ умне ларнă. Ачаран ĕçре пиçĕхтернĕ пире. Çирĕп воспитани парса, ĕçе вĕрентсе ÿстернĕшĕн тавах хаклă çыннăмăрсене.

85 çулхи атте хĕл кунĕсенче кĕнеке нумай вулать. Килте те библиотека пуян. Атте илемлĕ литература сасăпах вуланă чухне  анне алса-нуски çыхать.

- Телевизор пăхнинчен усси çук. Унта тăтăшах харкашу та çапăçу пыни çинчен пĕлтереççĕ, - тет вара атте.

Макаровсен пилĕк ачи те хăйсен вырăнне тупнă. Шел, Сергей пичче вăхăтсăр çĕре кĕрсе аттепе аннен чĕрине самай амантрĕ.

Аппа, Луиза, Шупашкарта хунав янă. Больницăра ĕçлесе пенсие тухнă. Коля пичче те Шупашкарта. Леонид - Канашра. Тивĕçлĕ канăва кайнă пулсан та пурте юратнă профессипех тăрăшаççĕ. Эпĕ, кĕçĕнни, ача сачĕн воспитателĕ. Аннепе аттен 6 мăнук, 4 кĕçĕн мăнук.

Çакна палăртмасăр хăварас мар, атте, пиччесем пурте салтак тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă.

Аттепе анне хăй вăхăтĕнче уявсене илем кÿнĕ. Атте ăста вăйăçă. Анне юрлама юратнă. Анчах вĕсем  пĕрре те ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмен. Атте паян та сиенлĕ йăласемпе туслă мар. Табак туртмасть. Эпир хамăрăн çывăх та хаклă çыннăмăрсемпе мухтанатпăр, вĕсемшĕн савăнатпăр. Вĕсен ырă сĕнÿ-канашĕ, пулăшăвĕ пире ĕçре, пурнăçра хавхалантарса пыраççĕ.

Фаина ПЕТРОВА.

Сăнÿкерчĕкре: Макаровсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика