Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн-чăн ĕç çынни ("Елчĕк Ен")

14 января 2017 г.

Чăн-чăн ĕç çынни ("Елчĕк Ен")

Ĕçри ăнăçлăх ертÿçĕрен нумай килет. Çакна «Победа» ООО директорĕн - Николай Александрович Головинăн тĕслĕхĕнчен те яр уççăнах куратпăр. Вăл тăрăшнипе юхăннă ялхуçалăх предприятийĕ кĕске вăхăтра ура çине тăма тата малта пыракан хуçалăхсен йышне кĕме пултарчĕ. Пĕр ĕнерен сĕт сăвассипе /отчетлă 2016 çулхи кăтарту та 7490 килогрампа танлашнă/ хальхи вăхăтра «Победа» ОООпа районта никам та танлашаймасть.

...Çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă, Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă Николай Головин ун чухнех  çирĕп шухăш-кăмăллă, пуçаруллă çын пулнипе,  кирек хăш ĕçе те юратса пурнăçланипе, шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларнипе палăрса тăнă. Вăл хăйĕн ĕç биографине Шупашкарти автомашинăсене юсакан заводра газосварщикра ĕçленинчен пуçланă. Приборсем тăвакан заводра та вăй хунă - ăста сварщик пулнă. Хуларан яла куçса килнĕ хыççăн спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан хăюллă çамрăка Кивĕ Эйпеçри вăтам шкулта физкультура урокĕсене ертсе пыма шаннă. Вăл  кунта виçĕ вĕренÿ çулĕ анчах ĕçленĕ пулин те хăйĕн хыççăн ырă йĕр хăварнă, вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕн хисепне çĕнсе илме те пултарнă. 1987 çулта «Победа» колхозăн Кавалти ĕне фермине ертсе пыма тытăнсан ашшĕн, Александр Ивановичăн пархатарлă ĕçне малалла тăсма шăпа пÿрнине ăнланса илнĕ. Мĕншĕн тесен Николай Александровичăн ашшĕ те ялхуçалăх производствин  хăй вăхăтĕнчи пултаруллă ĕçченĕ. Нумай çул ферма заведующийĕнче тата ытти яваплă ĕç вырăнĕсенче тимленĕ. Пархатарлă ĕçĕшĕн ăна Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă. Ашшĕн сумлă ячĕ Николай Александровичпа унпа пĕр тăван пиччĕшĕсемпе шăллĕсене те тăрăшуллă, яланах малти ретре пулма хавхалантарнă.

Вăл пуçăннă кирек хăш ĕç те ăнса пырать. Предприниматель теветкеллĕхĕпе çаврăнăçулăхĕ те унра иксĕлми. Аслă Пăла Тимеш тата Исемпел ялĕсенче пурăнакансен умĕнче 10 çул каялла шантарса каланине - çĕршыври аркану тапхăрĕччен Совет Союзĕпе палăрнă Ленин орденлĕ «Победа» колхозăн çĕнтерÿллĕ ятне каялла тавăрма сăмах панине те ĕçпе çирĕплетсе пачĕ. Ун чухне  йывăр лава туртма Николай Александрович хăй çине илмен пулсан  çак ялсенчи çынсен шăпи мĕнле пулнă пулĕччĕ-ши? Татăклăн палăртса калама хĕн. Халĕ вара - ĕç условийĕсем паянхи кун ыйтăвне туллин тивĕçтерекен, уйăхсерен алла пысăк шалу илекен ĕçченсем район, республика шайĕнчи сумлă уяв кĕрекинче ĕçтешĕсемпе тĕл пулсан ĕлĕкхи ырă вăхăтсенчи пекех мăнкăмăллăн: «Эпир «Победăран», - теççĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерсе кĕске вăхăтра аталану çулĕ çине тăнă ялхуçалăх предприятийĕн халĕ хăйĕн гимнĕ те пур, вăл «Çĕнтерÿшĕн» ятлă.

- Ĕçе тухăçлă йĕркелесе пыма май килнине тата тупăшсен пайĕ ÿссе пынине шута илсе ĕç укçине кашни çул ÿстерсе пыратпăр. Ĕçлекене тивĕçлĕ шалу тÿлесси - ĕç параканăн тĕп тивĕçĕ, - тет тимлĕ ертÿçĕ.

Нумай çул производствăн вăтам сыпăкри ĕçне йĕркелесе пынă, пысăк ăсталăх пухнă Николай Головин ялхуçалăх предприятине ертсе пыма тытăннă кунранах малашлăх çул-йĕре татăклăн палăртнă - выльăх-чĕрлĕх отрасльне, уйрăмах сĕт туса илессине тивĕçлĕ шайра аталантармалла. Çак тĕллеве пурнăçлассишĕн пуçĕпех ĕçе кÿлĕннĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн уйăрнă 17 миллион тенкĕ кредитпа усă курса ĕне фермине тĕнче шайĕнчи стандартсене шута илсе реконструкци тунă. Çапла майпа «Победа» ОООра ĕнесене районта никамран малтан ятарлă залра сума тытăннă. Анчах ун чухне Николай Александровичăн теветкеллĕхĕнчен - пĕр хăрамасăр патшалăхран çакăн чухлĕ кивçен укçа илсе пысăк ĕçе пикеннинчен нумайăшĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Мĕншĕн тесен 10 çул каялла çакăн чухлĕ укçа-тенкĕн хакĕ ытла пысăк пулнă-çке. Çакна, паллах, ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем уççăн палăртмарĕç пулин те, тĕрĕс мар йышăну вырăнне хуни аса килет. Халь пулсан-и, вĕсенчен нихăшĕ те апла шутламаççĕ. Пачах тепĕр майлă, производствăна малалла аталантарас тата ĕç тухăçлăхне ÿстерес тесен çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курмаллине лайăх ăнланаççĕ. Николай Головин вара, ку енĕпе илсен, çĕнĕлĕхсене алла илессипе ыттисене пикенсе ĕçлеме хистекен тĕслĕх вырăнĕнчех пулчĕ. Ĕçе тата тухăçлăрах йĕркелес, çапла майпа ял çыннисене фермăра ĕçлеме ытларах явăçтарас тĕллевпе ун хыççăн та темиçе витене çын тĕлĕнсе тăмалла тĕплĕ реконструкци тунă. Тата мĕн чухлĕ çĕнĕлĕхе алла илме ĕлкĕрнĕ! Канăçсăр чун-чĕреллĕ Николай Александрович пурпĕрех мĕн тума пултарнипе анчах çырлахма шутламасть. Паха ĕç опытне алла илес шутпа час-часах ытти облаçсемпе хуласене ĕçлĕ командировкăсене тухса çÿрет. Унта мĕн курнине, ăса хывнине вырăнта ĕçе кĕртмелли майсене палăртать.

Хальхи вăхăтра ялхуçалăх предприятийĕн техника паркĕ те çав тери пуян - пĕр кивĕ техника та кураймăн: «Агратор-8500» ака комплексĕпе К-744Р2 трактор, «ПАЛЕССЕ-812», «ДОН-680», «АГРОС-530» комбайнсем, хăватлă тракторсем тата пысăк прицепсем, ана çине пĕрре кĕрсе 18 метр сарлакăшĕнче нÿрĕк тытакан «КАМА» йышши сÿре, çĕре кăпкалатакан /12 метр сарлакăш/ дискатор... Çĕнĕ йышши ялхуçалăх машинисене туянма та çак çулсенче нумай укçа-тенкĕ тăкакланин усси куç умĕнче. Уй-хирти пĕтĕм ĕçе пĕр вăхăтра йĕркелесе пыни, выльăх апатне, тыр-пула кирек хăш çанталăк условийĕнче тăкаксăр, пысăк пахалăхпа пухса кĕртни, çавăн пекех механизаторсем паян кондиционер, радиоприемник вырнаçтарнă, мотор шавĕ хăлхана кĕмен хăватлă комбайнсемпе тракторсен кабининче ларса ĕçленине курса тăнă çĕрте укçана çилпе вĕçтерменни çирĕпленет.

1340 гектар çĕр лаптăкĕпе усă куракан ялхуçалăх предприятийĕнче ĕç кăтартăвĕсем кашни çул ÿссе пыраççĕ. Отчетлă тапхăрта пĕтĕмпе 18726 центнер, пĕр ĕнерен 7490 килограмм! сĕт сунă. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан 1359 центнер сĕт туса илнĕ. Самăртма хупнă ушкăнри ĕне выльăхсен ÿт хушаслăхĕ те пысăк. «Победа» ООО хальхи вăхăтра сĕте те, аш-какая та чи пысăк хакпа сутать. Пĕтĕмпе сĕт туса илесси нумай ÿснин тĕп вăрттăнлăхĕ - сăвăнакан ĕнесен хисепĕ ÿснинче тата вĕсен продуктивлăхĕ пысăк пулнинче, - тесе ăнлантарать директор. Унсăр пуçне, çирĕп йĕркене пăхăнса ĕçлени - ĕнесене хĕлĕн-çăвĕн виçĕ хутчен суни, кĕтĕве кашни çул çĕнетсе пыни /30-35 процентран кая мар çĕнĕ пушмак пăру хутшăнать/, паллах, пахалăхлă апатпа умран юличчен тăрантарни тивĕçлĕ шайри продукци туса илме май парать.

Николай Александрович Головин ĕçшĕн хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтакан ертÿçĕ. Çав вăхăтрах вăл çынсене ăнланма та пĕлет, пулăшма, хавхалантарма тăрăшать. Вĕсене тăрăшса ĕçлеме тата лайăхрах условисем туса парассишĕн, ĕç вырăнĕсенчи хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса ĕçлессине малти вырăна хурассипе куллен тăрăшать. Хĕрÿ тапхăрта уй-хирте тăрăшакансене уйрăм расценкăсемпе тÿлессине йĕркене кĕртнĕ. Фермăра ĕçлекенсене те кÿрентермеççĕ, кашни уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн малтан палăртнинчен ытларах продукци туса илнĕшĕн хушса тÿлеççĕ.

- Кашни çын хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçламаллине ăнлантăр, ĕçрен те кашни кун киле хавхалануллă кăмăл-туйăмпа таврăнтăр, - тет Николай Александрович.

Директор ялхуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшса сиплевпе кану учрежденийĕсене кайма путевкăсем уйăрасси, пушă вăхăтра коллективпа культурăллă канма майсем туса парасси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнĕренпе, çакна кура ĕç условийĕсем те нумай лайăх енне улшăннăранпа ялхуçалăх предприятине ĕçлеме пырас кăмăллă çынсем, уйрăмах çамрăксем нумаййăн пулни ăна савăнтарать анчах мар, малашне çынсен ырлăхĕшĕн тата ытларах усăллă ĕçсем тума хавхалантарать.

Уншăн кирек хăш обществăлла ĕç те ют мар. Вăл - районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем ăна хăйсен старости пулма та суйланă. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп уяса пурăнма хăнăхнăскер, тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма та вăхăт тупать. Эрнере икĕ хутчен «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче пулса чун каниччен волейболла вылясси тата шывра ишесси çирĕп кун йĕркине кĕнĕ. Сăмах май, Раштав уявĕ умĕн Николай Головин 60 çул тултарнине халалласа районта пысăк спорт мероприятийĕ - мини-футбол енĕпе турнир иртнĕ. Унта нумай команда хутшăнни, куракансем те йышлăн пулни, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та юбиляра саламлама ятарласа хутшăнни нумаййи çинчен калать.

Николай Александрович хăйĕн кăтартуллă ĕçĕ-хĕлĕпе район, республика ертÿлĕхĕ умĕнче те пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне, «Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята илме тивĕçлĕ пулнă. Унăн ячĕ Елчĕк районĕн Хисеп хăми çине ылтăн саспаллисемпе çырăннă. Апла пулин те уншăн çакă чи хакли мар. Чи хакли, пĕлтерĕшли - юратнă ĕç савăнăç кÿни, çемьери тăнăçлăхпа килĕшÿ, ачисемпе мăнукĕсен телейĕ, амăшĕ - Александра Ивановна ырă-сывах пурăнни...

Светлана АРХИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика