11 января 2017 г.
1670 çулта йĕркеленнĕ Сăрьел ялĕнчи тутарсем мĕн авалтанпах çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тимленĕ.
1930 çулта «Марс» колхоз йĕркеленнĕ. Пĕрлехи вăйпа ĕçлесе ял çыннисем кĕске вăхăтра пысăк çитĕнÿсем тунă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин çулĕсенчен тытăнсах пирĕн колхоз малтисен ретĕнче пулнă. 1943 çулта республикăри Хисеп хăми çине кĕме тивĕçни те ахальтен мар. Ялхуçалăх предприятине пултаруллă çын - Абдулла Гаязович Гаязов ертсе пынă. Пирĕн колхоз ун чухнех кашни гектартан 22-23 центнертан кая мар тĕш тырă пухса кĕртнĕ, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессин кăтартăвĕсем те пысăк пулнă. Ир пуçласа сĕм çĕрлеччен уй-хирте е фермăра вăй хуракансене тырăпа, çăнăхпа çителĕклĕ таран тивĕçтернисĕр пуçне колхоз фронта та нумай пулăшнă.
...Вăрçă хыççăн ялта çĕнĕ пурнăç пуçланнă. Çĕнĕ çемьесем чăмăртаннă, ача-пăча йышлăн çуралнă. Ял 225 кил таран ÿснĕ. 1960 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче «Марс» «Победа» колхозпа пĕрлешнĕ. Çапла майпа пĕрлехи вăйпа вĕсем 1992 çулчченех килĕштерсе ĕçленĕ. «Победăран» уйрăлнă хыççăн тепĕр хутчен «Марс» колхоз йĕркеленĕ.
Пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçĕпе тачă çыхăннă, ăна малалла аталантарассишĕн хăйсен тивĕçлĕ тÿпине хывнă çынсем ялта халĕ те сахаллăн мар. Вĕсен шутĕнче ĕçчен мăшăр - Ахметсафинсем - Магазулла Галимзянович тата Резида Ибрагимовна. 1976 çулта çирĕп çемье çавăрнă çак çынсем нумай çул тăван колхозра ĕçленĕ. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, хăйсем 65 çул тултарнине те пĕр вăхăтра паллă тăваççĕ.
Магазулла Сăрьелĕнчи шкултан вĕренсе тухсан 16 çултан тытăнсах колхозри тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама хутшăннă. Çартан таврăннă хыççăн «Победа» колхозра водительте ĕçлеме тытăннă, 36 çул руль умĕнчен кайман. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вара 45 çултан та иртет, ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ.
Магазулла Галимзяновичăн ĕçри ÿсĕм-çитĕнĕвĕсемпе ят-сумĕ йывăрлăхсем витĕр туптаннă. Хĕллехи вăхăтра уйăхĕ-уйăхĕпе вăрман турттарни, колхоз валли тата унта ĕçлекен çынсен кил-çурчĕсене хутса ăшăтма Канашран çĕр кăмрăкĕ турттарнă вăхăтсем нихăçан та унăн асĕнчен тухмаççĕ.
- Элеватора тырă леçнĕ, нумай чухне кунне 2-3 рейс хутлама ĕлкĕреттĕмĕр, каялла та пушă таврăнман - çĕр кăмрăкĕ тиесе тултараттăмăр, - аса илет иртнине ĕç ветеранĕ.
Тăрăшуллă водителе яланах йывăр участоксене çирĕплетнĕ. Çакăншăн кăмăлсăр пулса сăмах хушнине унран нихăçан та илтмен. Пачах тепĕр майлă, хăйне яваплă ĕçсене пурнăçлама шаннăшăн савăннă, мăнаçланнă анчах вăл.
Мăшăрĕ Резида Гиниятуллина та ĕç ветеранĕ. Вăл та 16 çултах дояркăра ĕçлеме кÿлĕннĕ, пĕр улшăнмасăр 36 çул çак йывăр ĕçре тăрăшнă. Яланах малтисен ретĕнче пулнă, пĕр ĕнерен 3000 тата 4000 литр сĕт сăвакан дояркăсен районти клубĕн хисеплĕ членĕсен ретĕнче тăнă. Сăмах май, иртнĕ ырă вăхăтсенче ĕне сăвакансем çак йыша кĕме пултарни питех те сумлă шутланнă. Резида Ахметсафина хăйне çирĕплетсе панă ушкăнри ĕнесенчен çулталăкра 68-70 пин литртан кая мар сĕт сунă. Пархатарлă ĕçĕшĕн ят-сумне те çителĕклĕ таран тивĕçнĕ, Хисеп хучĕсемпе хаклă парнисене вăл çак вăхăтченех тирпейлĕн упрать. Хăй нумай çул дояркăра ĕçлеме чăтăмлăхпа вăй-хал çитернишĕн вара тивĕçлипе савăнать, мăнаçланать те.
Ахметсафинсем колхозра ĕçлесех ырлăх-пурлăх пухнă, хăтлă çурт-йĕр çавăрнă. Виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, вĕсем те ĕçчен çынсем пулса çитĕнчĕç. Айдарпа Айрат Пăва хулинче пурăнаççĕ, ашшĕ пекех - иккĕшĕ те водительсем. Кĕçĕнни - Альберт, «Энтепе» ОООра тракторист пулса тăрăшать, пархатарлă ĕçĕпе палăрать.
Р.ХАРИСОВ, ĕç ветеранĕ.
Сăрьел ялĕ.