08 октября 2016 г.
Кашни çулах кĕр кунĕсем çитсен гриппа, шăннипе пулакан ытти чирпе чирлекенсен йышĕ ÿсет. Çивĕч респираторлă вирус инфекцийĕсем хушшинче чи йывăрри грипп шутланать. Унран мĕнле сыхланмалла; Гриппа çыхăннă ыйтусем çине республикăри медицина профилактикин, сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕ Е.Егорова хуравлать.
- Кăçал грипп эпидемийĕ хăçан пуçланма пултарать; Чирлекенсен йышĕ сахалтарах пултăр тесен мĕн тумалла?
- Роспотребнадзор специалисчĕсен прогнозĕпе грипп ытларах чухне декабрь-январь уйăхĕсенче сарăлать. Çавăнпа та унччен профилактика ĕçĕсене вăйлатмалла тата грипран прививкăсем туса ĕлкĕрмелле. Республикăра 520 пин çынна, вĕсенчен 150 пин ачана прививка тума палăртнă. Çапла майпа республикăра пурăнакансен 42 проценчĕ чиртен хÿтĕленме пултарĕ. Республикăна çакăн валли Совигрипп, ачасем валли Гриппол вакцинăсем илсе килнĕ.
- Прививка тусан çын пачах та чирлемест-и?
- Прививка тутарнисем нумайăшĕ чирлемеççĕ е чирлесен те çăмăллăн ирттерсе яраççĕ. Прививкăна эпидеми пуçланиччен пĕр-икĕ уйăх маларах тумалла. Çак вăхăт организма грипп вирусне хирĕç хÿтĕлев илме кирлĕ. Чир алхаснă вăхăтра прививка туни усси çук.
- Прививкăна камсене тăваççĕ?
- Кăçалтан грипран вакцинацилессине прививкăсен Наци календарьне кĕртнĕ. Ун йĕркипе ача сачĕсене çÿрекенсене, шкул ачисене, студентсене, медицинăпа вĕренÿ ĕçченĕсене тăваççĕ. Транспорт тата халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ĕçре тăрăшакансене те çак списока кĕртнĕ. Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерствин хушăвĕпе списока тата анлăлатнă. Ача кĕтекен хĕрарăмсен, 60 çултан аслăрах, чĕре, сывлав органĕсен чирĕсемпе аптăракансен, призывниксен прививка тутармаллах.
- Прививка пурне те юрать-ши?
- Чирленĕ вăхăтра тата аллерги паракан çынсене тума юрамасть. Тĕплĕнрех кун пирки хăвăра сиплекен врачпа канашламалла.
- Грипп ытти вируслă чирсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
- Грипа виçĕ тĕрлĕ вирус пуçласа ярать. Чи хăрушши - А вирус. Вăл ялан улшăнса тăнипе уйрăлса тăрать. Çавăнпа та çынсен çулсеренех çĕнелнĕ вируссемпе кĕрешме тивет. Вĕсем пысăк градуслă сивĕре те пĕтмеççĕ. Çавăнпа та чир эпидемийĕ анлă сарăлать. Çак грипп ытти чире куçнипе те хăрушă. Ытларах ачасемпе ватă çынсене, чĕрепе ÿпкен вăраха кайнă чирĕсемпе аптракансене вăйлах амантма пултарать. Çавăнпа та чирлесенех тухтăра чĕнмелле.
- Мĕнле ерет-ха çак чир?
- Грипп чирлĕ çынран, уйрăмах чире ура çинче ирттерекенсенчен, куçать. Вĕсем ÿсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă чухне вируслă сурчăк 2 метртан пуçласа 10 метр таранах саланать. Çавăнпа та ÿсĕрнĕ, сунасланă чухне çăвара сăмса тутрипе е салфеткăпа хупламалла. Грипп таса мар алă урлă та ерет. Чир çÿренĕ вăхăтра алăсене тăтăшах çуса тăни вырăнлă.
- Чир пуçланни мĕнле палăрать?
- Вăл кĕтмен çĕртен пуçланать: ÿт-пÿ температури тăруках 39-40 градуса çити хăпарать, мышцăсем, куçсем ыратаççĕ, тар вăйлă тухать, вăй-хал чакать, пуç ыратать. Каярахпа тин сăмса питĕрĕнет, пыр ыратма пуçлать, ÿсĕрнĕ чухне уйрăмах ыратать. Грипа ура çинчех ирттерекенсен е йывăр чирлекенсен чир шала кайма, вирус энцефалитне, пневмоние тата ытти чире куçас хăрушлăх тухса тăрать. Ача кĕтекен хĕрарăмсен уйрăмах асăрхануллă пулмалла.
- Чир çакланчех пулсан мĕн тумалла?
- Тухтăр сĕннине çирĕп пăхăнса сипленмелле. Вăй пĕтсен, шăнтса пăрахсан вырăн çинчен тăмалла мар. Шĕвек нумай ĕçмелле. Хурлăхан, хăмла çырлинчен, çăка чечекĕнчен хатĕрленĕ сок, чей питĕ усăллă. Температура пысăк пулсан тухтăр çырса панă эмелсене ĕçмелле. 38 градусран пĕчĕкрех температурăпа эмел ĕçмелле мар. Температура пысăк чухне ăшă процедурăсем юрамаççĕ.
- Мĕнле майсемпе сыхланма пулать?
- Прививкăсемсĕр пуçне чир пуçланиччен е алхаснă вăхăтра аскорбина кислотипе поливитаминсем, иммунитета ÿстерекен препаратсем ĕçмелле. С витаминпа пуян пахча çимĕçпе улма-çырла çимелле. Суханпа ыхра çинчен вара нихăçан та манмалла мар. Вĕсемпе мăн асаттесемех усă курнă, халĕ те вĕсен усси пысăк. Пÿлĕмри вируссене пĕтерме вĕсене вакласа савăт çинче тытмалла. Çавăн пекех уçă сывлăшра çÿрени усăллă. Респираторлă чирсем сарăлнă тапхăрта халăх йышлă пулакан вырăнсенчен пăрăнма тăрăшмалла. Урама тухиччен кашни кунах сăмсана оксолин маçĕпе сĕрмелле.