05 октября 2016 г.
Пĕрлехи сасăлав кунĕнче çĕнтерсе республика парламенчĕн йышне кĕнĕ депутатсем тата суйлавçăсенчен нумайăшĕ чăтăмсăррăн кĕтекен самант тинех çитрĕ: авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче ЧР улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш сессийĕ иртрĕ. Спикерпа унăн заместителĕсен, комитет председателĕсен должноçĕсене кама шанса парасси чылайăшĕшĕн кăсăклă-çке. Пĕрремĕш сессире ертÿçĕсене палăртнипе пĕрлех йĕркелÿпе çыхăннă ытти ыйтăва пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх - парламентăн çĕнĕ йышĕн пĕрремĕш сессине чи сумлă та аслă депутат ертсе пырать. Хальхинче те ку чыса Елена Бадаева тивĕçрĕ. Вăл чи малтанах пиллĕкмĕш суйлаври депутатсене тухăçлă ĕçленĕшĕн тав турĕ, çĕнĕ йыша лекнисене вара саламларĕ, республика аталанăвĕшĕн тăрăшса вăй хума ăнăçу сунчĕ.
Пĕрлехи сасăлав кунĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн ертÿçи Александр Цветков паллаштарчĕ.
Пĕрремĕш сессие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Вăл суйлав кампанийĕ уçă та конкурентлă иртнине пĕлтерчĕ. «Суйлавçăсем тивĕçлĕ кандидатсемшĕн сасăларĕç. Вĕсем хăйсен сассисене тăнăçлăхшăн, Раççейпе Чăваш Енĕн ăнăçлă аталанăвĕшĕн, ачисен çутă малашлăхĕшĕн пачĕç», - палăртрĕ Михаил Васильевич. «Влаç полномочийĕсем çеç мар, халăх умĕнчи пысăк яваплăх та. Паян пирĕн умра тăракан тĕп тĕллев - çынсен шанăçне тăрăшуллă ĕçпе тÿрре кăларасси. Эпир халăхшăн ĕçлетпĕр! Граждансен çивĕч ыйтăвĕсене халăхран уйрăм, пÿлĕмсенче çеç ларнипе татса параймăн. Суйлавçăсемпе çывăхрах пулмалла, çынсемпе хастартарах хутшăнмалла, вĕсене итлемелле тата илтмелле», - калаçăва тăсрĕ регион Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев республикăра общество-политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă пулнине аса илтерчĕ.
Михаил Игнатьев юлашки çулсенче республика малашне те тăнăçлă аталанса пытăр тесе çирĕп никĕс хывнине каларĕ.
Вăл ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместительне - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçине Юрий Васильева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ЧР Патшалăх Канашĕнчи полномочиллĕ представителĕ пулма уйăрса лартнине пĕлтерчĕ. ЧР пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн Председательне Юрий Попова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа, унăн заместительне - Комитет председательне Николай Малова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăларĕ. Александр Никаноров депутата «Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысларĕ.
Патшалăх Канашĕн хальхи йышне пиллĕкмĕш суйлавра пулнă мĕнпур парти представителĕ кĕнĕ. Хальхинче Патшалăх Канашĕнчи «Единая Россия» фракцийĕнче - 36 депутат, РФКП - 3, РЛДП - 3, «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» - 2.
Çакна та асăнса хăварар: халĕ суйланнă 44 депутатран 23-шĕ пиллĕкмĕш суйлавра ĕçленĕ. Нумайăшĕ маларахри суйлавсенчи парламентăн йышĕнче те тăрăшнă. Хальхи ушкăнра 5 хĕрарăм.
Сессире ЧР улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн Председательне суйларĕç. Депутатсен пысăк пайĕ Валерий Филимоновшăн - унăн кандидатурине «Единая Россия» парти фракцийĕ тăратнă - сасăларĕç. Валерий Филимонов, республикăн 2, 4, 5-мĕш суйлавсенчи парламентĕнче ĕçленĕскер, Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата депутатсене хăйне шаннăшăн тав турĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕсем пулма Николай Малова тата Альбина Егоровăна суйларĕç. Парламентра ун умĕнхи йышри пекех 4 комитет ĕçлĕ: Патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх, Регламент тата депутат этики /унăн председателĕ Николай Малов пулать/. Экономика политики, агропромышленнноç комплексĕ тата экологи /Сергей Павлов/, Бюджет, финанс тата налуксем /Альбина Егорова/, Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе /Вячеслав Рафинов/ ĕçлекеннисем. ЧР Патшалăх Канашĕн Президиумне те палăртрĕç. РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕн полномочийĕсене Вадим Николаева шанса пачĕç. Парламент аппарачĕн ертÿçи - Надежда Прокопьева.