Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ ят илме

08 августа 2016 г.

Ведомство наградисемпе чысланă граждансене «Ĕç ветеранĕ» ят памалли йĕркене 2016 çулхи утă уйăхĕн  1-мĕшĕнчен  улăштарнă.

Ăна тивĕçмелли правăна ĕçри /службăри/ çитĕнÿсемшĕн тата асăннă тытăмра 15 çултан кая мар вăй хунăшăн кăна параççĕ. Ведомствăн уйрăмах пысăк çитĕнÿсемшĕн хавхалантармалли паллисене тата вĕсемпе чысламалли йĕркене çирĕплетнĕ. Кашни ведомство çакнашкал пĕр палла кăна йышăнма пултарать.

Вĕсене илме тăратмалли кандидатсем тĕлĕшпе те çирĕп ыйтаççĕ: асăннă тытăмра пухнă стажсăр пуçне гражданинăн ведомствăн ытти награди /хавхалантарни/, судпа айăпланнин е дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнин срокĕ тухнă май вĕсем вăйне çухатни çинчен йышăнни пулмалла. Унсăр пуçне унăн хăйне награда илме тăратиччен çав организацире 3 çултан кая мар вăй хумалла.

Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн  чыслама тăратмалли тата çак тĕллевпе панă документсене пăхса тухмалли йĕркене палăртнă. Пĕр хисеп паллипе иккĕмĕш хут чыслама юрамасть.

РФ Правительствин 2016 çулхи çĕртме уйăхĕн  25-мĕшĕнчи 578-мĕш саккунĕ çак уйăхăн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика