13 июля 2016 г.
Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин черетлĕ ларăвне уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев çĕршыв ертÿлĕхĕ коррупципе пĕр шĕлсĕр кĕрешмешкĕн тĕллев лартнине аса илтернĕ.
М.Игнатьев социологи ыйтăмĕсем граждансем влаç органĕсен коррупципе кĕрешес енĕпе пурнăçлакан ĕçне ырăпа асăннине, республикăра ку енĕпе кирлĕ норма-право акчĕсене йышăннине палăртнă. Коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тăрă шыв çине кăларнине, айăплисене явап тыттарнине пĕлтернĕ. Республика Пуçлăхĕ халăхăн юридици тĕллевне ÿстерме чĕнсе каланă, профилактика ĕçне вăйлатма сĕннĕ.
ЧР ШĔМĕн полици пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан А.Николаев кăçал ЖКХ тытăмĕпе çыхăннă 7 преступление, çав шутран 5-шĕ коррупци сĕмĕллĕ, сывлăх сыхлавĕн сферинче 17, вĕсенчен 15-шĕ взятка таврашĕпе çыхăннисем, вĕренÿ тытăмĕнче 36 уголовнăй ĕç пуçарнине пĕлтернĕ.
ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ А.Самойлова, вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан С.Петрова сывлăх тата вĕренÿ тытăмĕсенче, Йĕпреç тата Хĕрлĕ Чутай райадминистрацисен пуçлăхĕсем коррупципе кĕрешес ĕçе мĕнле йĕркелени çинчен пĕлтернĕ.
Патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курассин тытăмĕнче правăна пăснă тĕслĕхсем ан пулччăр тесе профилактика ĕçĕсем ирттернине ЧР следстви комитечĕн ертÿçи А.Мигушов тата пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Н. Тимофеева паллаштарнă.