13 июля 2016 г.
Çĕршывăмăрта саккăрмĕш хут уявлакан Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ кашни çемьешĕн чăн-чăн пысăк уяв пулса тăчĕ. Районта та ăна çулсерен кашни ялтах чыслăн паллă тăваççĕ.
Иртнĕ эрнекун районти библиотекарьсем салтак тÿми чечекĕсене Тĕп лапампа иртекенсене, район администрацийĕнче ĕçлекенсене хаваслă кăмăл-туйăмпа парнелерĕç. Улăх-çаранта ÿсекен чĕрĕ чечек çыххи пурне те савăнăç парнелени сисĕнчĕ. Ытахальтен мар, паллах. Салтак тÿми чечекĕ - Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕн палли. Пĕр-пĕрне юратакан Петрпа Феврония хутшăнăвĕсем çинчен калакан легенда юратупа шанчăклăх символĕ, мăшăрлă пурнăçăн тасалăхĕн идеалĕ пулса тăнă. Вĕсен таса юратăвĕ çинчен Елчĕк районĕн благочиннăйĕ Александр Сенькин протоиерей тĕплĕн каласа пачĕ. ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Валентина Спиридонова мăшăрсене ырă та савăнăçлă уяв ячĕпе саламларĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче нумай çул арлă-арăмлă килĕштерсе пурăнакан çемьесене, нумай ачаллă çамрăк мăшăрсене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç.
Хальхинче анлă пурнăç çулĕпе 60, 50 тата 48 çул алла-аллăн тытăнса пурăнакан Таяпа Энтринчи Ивановсем, Аслă Пăла Тимешри Петровсем тата Курнавăшри Прохоровсем тивĕçрĕç.
Уява ЗАГС пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Надежда Баймушкина ертсе пычĕ. Вăл кашни çемье историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Виççĕшĕ те хăйсен тăрăхĕнче хисеплĕ ĕçпе, тату та килĕштерсе пурăннипе, ачисене тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнипе паллă.
Таяпа Энтринчи Сосипатор Сергеевичпа Анна Осиповнăн ачалăхĕ çăмăл килмен. Аннăн виçĕ класс пĕтернипех çырлахма тивнĕ. Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыв çине хаяррăн тапăнса кĕрсен хĕрача аслисемпе тан колхоз уй-хирĕнче вăй хунă. Вăрçă хыççăн торф кăларнă çĕрте тăрăшнă. Каярахпа тăван хуçалăхра фермăра пăрусем пăхнă, дояркăра вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва та «Смычка» колхозранах тухнă.
Сосипатор Сергеевич салтакран килсенех трактористра, унтан бригадирта, ферма заведующийĕнче тăрăшнă. Ĕçри хастарлăхшăн ăна «Хисеп Палли» орден парса чысланă. Ивановсем пĕр ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Халĕ ватăсем ывăлĕн çемйипе килĕштерсе пурăнаççĕ.
Аслă Пăла Тимешри Анатолий Алексеевичпа Александра Семеновна Петровсем мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван хуçалăхра ĕçленĕ: кил хуçи хĕрарăмĕ дояркăра, çемье пуçĕ водительте. Ĕç ветеранĕсем виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Ачисем çемьеллĕ. Петровсем ĕмĕртен пыракан ырă йăлапа кĕçĕн ывăлĕн Алексейĕн çемйипе тĕп килте пурăнаççĕ. Ĕç ветеранĕсем пилĕк мăнукĕпе пĕр кĕçĕн мăнукне мĕн пĕчĕкрен ырă йăласене хăнăхтараççĕ. Ытти сумлă çемьесенчи пекех Петровсем чи малтанах пĕр-пĕрне хисепленине мала хураççĕ.
Курнавăш ялĕнчи Герасим Васильевичпа Зинаида Александровна ĕмĕр тăршшĕпех шкулта ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ, çирĕп воспитани парас тесе тимленĕ. Иккĕшĕ те И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ. Çамрăксем вĕреннĕ вăхăтра паллашнă та пурнăç кустăрмин пĕр йĕрĕпе малалла талпăннă. Зинаида Александровна 33 çул математика, Герасим Васильевич 44 çул физика предмечĕсене вĕрентнĕ. Вĕсем хушшинче тĕрлĕ професси çыннисем. Паян та вĕренекенĕсем манмаççĕ ăста педагогсене. Прохоровсен сумлă ятсем те сахал мар. Шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан çемьере виçĕ хĕр çитĕннĕ. Вĕсем хăйсен пурнăçĕн çулне тупнă. Аслă пĕлÿ илнĕ. Кукамăшĕпе кукашшĕне кулленех хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараканĕсем - ултă мăнукĕ.
Виçĕ хисеплĕ мăшăр та хăйсен пурнăçĕнчи чи манăçми самантсене аса илнĕ май çемье çирĕплĕхĕн вăрттăнлăхĕсен канашĕсемпе паллаштарчĕç. Унтан хисеплĕ те телейпе çиçекен мăшăрсем ЗАГС пайĕн юбилярсен Хисеп кĕнекине алă пусрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин нумай çул юратупа килĕшÿре пурăнакан мăшăрсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысларĕ. Николай Петрович ачисене çĕршывшăн юрăхлă çынсем ÿстернĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан çемьесем обществăн уйрăлми пайĕ пулса тăнине палăртрĕ.
Кевер, ылтăн, аметист туйĕсене кĕрлеттернĕ мăшăрсене çамрăк çемьесем куç илми пăхса лараççĕ. Халĕ вĕсем иккĕмĕш е виççĕмĕш ачисене алла илнĕ, çемьеллĕ пурнăç урапине кустарма кăна тытăннă, вăхăт çитĕ - вĕсем те çак сумлă туйсене ирттерĕç. Вĕсем те юрату çирĕплĕхне туяççĕ, пĕр-пĕрне ăнланма тата каçарма пĕлеççĕ. Кун пек туслă та çирĕп çемьере телейлĕ ачасем ÿссе çитĕнесси куçкĕретех.
Федерацин 2006 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнчи «Нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен» калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн иккĕмĕш, виççĕмĕш е ытларах ачаллă çемьесене амăшĕн /çемьен/ капиталĕпе тивĕçтереççĕ. Уявра унăн сертификачĕсене Аслă Елчĕкри Карамаликовсемпе Патреккелĕнчи Дмитриевсене пачĕç.
Аслă Елчĕкри Светлана Ильиничнăпа Николай Петрович Карамаликовсем иккĕмĕш ывăл çуратнă. Ятуллă та туслă мăшăр - педагогсем. Патреккелĕнчи Вера Петровнăпа Николай Анатольевич Дмитриевсен асли хĕр, халĕ ывăлне алла илнĕ.
Тÿскел ялĕнчи Олеся Владимировнăпа Алексей Витальевич Петровсем харпăр хăй хуçалăхне йĕркелеме çĕр лаптăкĕ уйăрнине ĕнентерекен сертификата алла илчĕç. Сумлă çемьесене, çамрăк мăшăрсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçи Зинаида Яковлева, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, пĕрле ĕçлекенсем, тус-юлташĕсемпе тăванĕсем саламласа парнесем парса савăнтарчĕç.
Хисеплĕ хăнасене районти культработниксем, Ксюша Агеева çамрăк юрăç савăк та илемлĕ юрăсем парнелерĕç.
Мăшăрсем иккĕшне пĕр çулпа алла-аллăн тытăнса утма пÿрнĕшĕн куçран пăхса тав тăваççĕ, куçсенче – юрату, телей, савăнăç... Акă ăçта пытаннă вăл юрату асамлăхĕн, çемье ăшшин нихăçан, нимĕнпе уйăрайман вăрттăнлăхĕ.
В.СМИРНОВА.