06 июля 2016 г.
3. Çак кун 1944 çулта «Багратион» операци вăхăтĕнче пирĕн танксем наступленине аталантарса Минск хулине пырса кĕнĕ, Совет Беларуçĕн тĕп хулине нимĕç захватчикĕсенчен хăтарнă. Беларуç Республики никама пăхăнманлăх кунне паллă тăвать.
7. 1170 çулта вырăс çар флочĕ турккăсен флотне Чесмен бухтинче çапса аркатнă.
10. 1709 çулта Пĕрремĕш Петр ертсе пынипе вырăс çарĕ Полтава патĕнче шведсен çарне çĕнтернĕ.
12. 1943 çулта Прохоровка патĕнче историри чи паллă танксен çапăçăвĕ иртнĕ. Икĕ енчен 1200 танк тата хăй тĕллĕн çÿрекен тупă çапăçăва хутшăннă. Нимĕçсем 400 танкран 300-шне çухатнă - çакă Германи çарĕшĕн питĕ пысăк инкек. Курск пĕккинчи çапăçура татăклă улшăну пулнă.
13. 1944 çулта «Багратион» операци вăхăтĕнче Литван тĕп хулине - Вильнюс хулине фашист захватчикĕсенчен хăтарнă. Мускав 3-мĕш Беларуç фрончĕн çарĕсене 324 тупăран 24 залппа саламласа салют панă. Çапăçура палăрнă чаçсем «Виленский» ят илнĕ.
15. Çак кун 1410 çулта вырăс çарĕсем тата союзникĕсем - литовецсем, чехсем, поляксем Грюнвальд патĕнчи çапăçура нимĕçсен рыцарĕсене çĕнтернĕ. Смоленск полкĕсем Тевтон орденĕн рыцарĕсем тапăннине сирсе ярса çапăçăва ăнăçлă вĕçленĕ. Нимĕçсем тата вĕсен Европăри 22 çĕршывăн союзникĕсем чăннипех путланнă. Орден урăх ура çине тăрайман.
18. 1770 çулта Петр Румянцев ертсе пыракан вырăс çарĕ турккăсен йышĕпе икĕ хут пысăкрах çарне çапса салатнă. Хальхи вăхăтри Молдавири Ларга юханшывĕ патĕнчи çĕнтерÿшĕн П.Румянцев çар полковочĕсенчен чи малтан I степень Çветтуй Георгий орденне тивĕçнĕ.
23. Çак кун 1240 çулта Александр Ярославич ертсе пынă вырăс çарĕсем Нева юханшывĕ патĕнче шведсене çапса салатнă. Легендăпа килĕшÿллĕн Александр Швецин çар начальникне Ярл Биргера амантнă имĕш: «унăн питне çивĕч сăнăпа паллă тунă». Александр кнеç «Невский» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.