25 июня 2016 г.
Шыва кĕмелли тапхăр пуçланнă май инкек-синкек пуласран асăрханасси, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси пирки çине-çине калаçу пуçарма тивет.
Çуллахи каникул кунĕсем çитессе чăтăмсăррăн кĕтнĕ ача-пăча, шел пулин те, пĕве, юханшыв пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине ăнланмасть те. Чылай чухне вĕсем аслисене систермесĕрех хăйсем тĕллĕн шыв хĕррине утаççĕ. Иртнĕ çул республикăра пурĕ 8 ача юханшывсенче путса вилнĕ. Инкекрен асăрханас тесен аслисен тимлĕ пулмалла, ачасемпе профилактика калаçăвĕсем ирттермелле.
Инкек ытларах чухне юраман вырăнсенче шыва кĕнипе, лайăх ишме пĕлменнипе, шыва кĕнĕ чухне хытă пăлханнипе пулнине пĕтĕмлетеççĕ. Ытла хытă ывăннă, хĕвелпе пиçĕхнĕ е сивĕре шăннă, эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ хыççăн шыва кĕрсе çынсем путса вилнин тĕслĕхĕсем те нумай.
Инкекрен асăрханас тесен мĕн тумалла? Ятарласа ирĕк панă, лайăх пĕлекен вырăнсенче анчах шыва кĕме юрать. Унти шыв таса, тĕпĕнче хăйăр е вак чул пулмалла, юханшыв тарăнăшĕ, шыв юхăмĕ мĕнле пулнине шута илмелле. Çырантан сикме, чăмса ишме юрамасть, пуçпа тăпра, туратлă тунката çине çапăнса суранланса тăна çухатма, вилме те пулать.
Ытлашши шăрăх çанталăкра та шыва кĕме юрамасть. Çакна шута илсе ирхинехи е каçхинехи вăхăта суйласа илмелле. Сывлăш температури 20-25 градус, шыв температури 17-19 градус пулмалла. Шывра ишнĕ вăхăтра вăй пĕтнине туйрăр пулсан çухалса ан кайăр, çыран хĕррине май пур таран хăвăртрах ишсе тухма тăрăшăр. Шывра «канăр». Çапла тăвас тесен çурăм çинче ишме вĕренмелле. Енчен те шыв юхăмне лекрĕр пулсан ăна хирĕç тапаçланнин усси сахал. Шыв юххин майĕпе çыран патне çитиччен ишмелле. Унсăр пуçне, шыва кĕнĕ чухне пĕр-пĕринпе пуçтахла вăйăсем /ураран тытма, «путарма» тата ыт. те/ йĕркелеме юрамасть. Çак вăхăтра çын сывлăш сывласа илес вырăнне шыв çăтма, ун хыççăн тăнне çухатма пултарать. Выляса юлташсене çырантан, трамплин çинчен ан тĕртĕр. Ишме пĕлмесен кимĕ çинче ларса пынă чухне те çăлăнăç жилетне тăхăнма ан манăр.
Çу кунĕсем ырă пулăмпа анчах асра юлччăр тесен юханшывсен хĕрринче пулнă, шыва кĕнĕ вăхăтра ачасене уйрăм тимлĕх уйăрмалли çинчен самантлăха та манса каймалла мар. Ытти чухне те вĕсене çакăн пирки асăрхаттарсах тăмалла.
Г.ТЮРИНА,
медицина профилактикин тухтăрĕ.