30 марта 2016 г.
Кивĕ Арланкассинчи Лариса тата Станислав Александровсем.
Асли, Алексей, Энтепери вăтам шкултан вĕренсе тухсан çар ретне тăчĕ, службăна Мускав хулинче ирттерчĕ. Сăнĕпе, пĕвĕ-сийĕпе хитре, ăслă та тÿрĕ кăмăллă çамрăка çар комиссариатĕнче комендант полкне кайма суйласа илнĕ. Çар тивĕçне чыслăн пурнăçларĕ, пултаруллă салтак пулнине кăтартса пачĕ. Хальхи вăхăтра Алексей Таджикистанри Душанбе хулинче контракт мелĕпе службăра тăрать.
Саша ывăлĕ пурнăçне медицинăпа çыхăнтарчĕ. Канашри медицина училищинче фельдшера вĕренет, малашлăхра пĕлĕвне тата ÿстерме - тухтăр пулма ĕмĕтленет. Училищĕре пĕр çул вĕреннĕ хыççăн çара кайма ячĕ тухрĕ унăн. Харсăр çамрăк çĕршыв умĕнчи тивĕçе те чыслăн пурнăçларĕ, Хабаровскри танк полкĕнче службăра тăчĕ, танк командирĕн тивĕçне пурнăçларĕ.
Аня хĕрĕ шкулта вĕренет. Отличница, ÿссен тухтăр пулма ĕмĕтленет.
Ачисене воспитани панă çĕрте амăшĕн тÿпи пысăк. Лариса вĕреннĕ психолог пекех, лăпкă та сăпайлăскер, сас хăпартма пĕлмест. Ватăпа та, çамрăкпа та хисеплесе калаçать. Александровсем килте ĕнесем, вăкăрсем, сурăх тата ытти выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Станислав Мускавра, ытти хуласенче ĕçлесе çÿренĕ май, килте сайра пулать. Ку чухне килти хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама хальхи вăхăтра амăшне хĕрĕ нумай пулăшать.
- Славикпе Лариса ачисем мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратрĕç, тăрăшса вĕренеççĕ, ăслă çынсем пулаççĕ, - тесе мухтаççĕ Александровсене Кивĕ Арланкассисем.
С.БАРИНОВА.