16 марта 2016 г.
Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин район администрацийĕн структура поздразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Канашлу пуçланас умĕн Николай Миллин хĕрарăмсен районти фестивалĕнче мала тухнă Елчĕк ял тăрăхĕн, район администрацийĕн, Курнавăш ял тăрăхĕн командисене район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене парса чысларĕ.
Ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов районти ялхуçалăх предприятийĕсем, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем çуракине мĕнле хатĕрленнипе паллаштарчĕ. Район ялхуçалăх культурисене 43368 гектар çинче акса çитĕнтерет. 23300 гектарĕ çине пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, ытти çурхи культурăсем акса хăвармалла. Акмалли вăрлăх çителĕклĕ, вĕсен 86% ака кондицине тивĕçет. Çуракинче усă курма кирлĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсене 104 процент, минераллă удобренисене 70 процент кÿрсе килнĕ. Ялхуçалăх производство предприятийĕсем, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем çураки ирттерме «Россельхозбанк» ОООран кредит илеççĕ. Мартăн 17-29-мĕшĕсенче районта йĕркеленĕ комисси хуçалăхсем çуракине мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслет. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин кăçал та, ытти çулсенчи пекех, пĕр пусăм çĕр те акăнмасăр юлмалла маррине палăртрĕ.
Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайăн тĕп эксперт специалисчĕ Татьяна Пупина район архивĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ /ку темăпа çырнă материал хаçатăн 18 № пичетленнĕччĕ/.
Экономика тата пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова уйрăм хуçалăхсенчи ĕнесен йышне сыхласа хăварас ыйтăва хускатрĕ. Уйрăм хуçалăхсенче пĕлтĕр сăвакан ĕнесен йышĕ кăштах ÿснĕ пулин те ял çыннисем вĕсене унчченхинчен сахалрах усраççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин палăртнă тăрăх, совет саманипе танлаштарсан, халĕ выльăх-чĕрлĕх усрама чылай çăмăлрах. Ун чухне утă-улăм, тырă ĕçлесе илме Тутар Республикине, Ульяновск, Саратов облаçĕсене ĕçлеме çÿренĕ. Халĕ пĕтĕмпех алă айĕнче, ĕçлеме çеç ан ÿркен. Ĕнесем, ытти выльăхсем тытакан çемьере ачасем ĕçе хăнăхса, ăна хаклама вĕренсе ÿсеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем умне килти хуçалăхра сăвакан ĕнесен хальхи йышне сыхласа хăварас кăна мар, ÿстерсе пырас тĕллев лартрĕ.
Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.