05 марта 2016 г.
Раççей Правительствин пуçлăхĕ, «Единая Россия» парти ертÿçи Дмитрий Медведев пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçлĕ тĕлпулупа Шупашкарта пулнă. Правительство çуртĕнче ĕçлев рынокĕнчи лару-тăру тата ĕçлеве пулăшмалли мерăсем çинчен канашлу ирттернĕ. Унта Ольга Голодец вице-премьер, РФ ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх, вĕренÿ министрĕсем Максим Топилинпа Дмитрий Ливанов, Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, регионсен ертÿçисем, бизнес тата профсоюз организацийĕсен представителĕсем хутшăннă.
Дмитрий Медведев кăçал ĕçлевпе çыхăннă лару-тăру çивĕчлĕхне сирес, экономика аталанăвĕн тăнăçлăхне тивĕçтерессипе пурнăçламалли Правительство шайĕнче çирĕплетнĕ тĕллевлĕ плана алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ.
«Ĕçсĕр тăрса юлнă е ĕçрен кăларас хăрушлăхпа тĕл пулма пултаракан çынсене пирĕн пĕрлехи вăйпа пулăшма тăрăшмалла, анчах, тепĕр енчен илсен, квалификациллĕ кадрсене хамăрăн промышленность, экономикăн ытти отраслĕсем валли сыхласа хăвармалла». Премьер-министр кăçал ĕçлеве пулăшмалли хушма мерăсем пирки те чарăнса тăнă. Асăннă планпа килĕшÿллĕн ĕçлеве пулăшма регионсене федераци бюджетĕнчен 3 миллиард тенкĕ укçа уйăрма палăртнă, кирлĕ пулсан усă курма резерв та пур - 7 миллиард тенкĕ. Премьер-министр пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче ирхине хăй алă пуснă хушу пĕлтерĕшĕпе те паллаштарнă. Вăл тĕрлĕ çĕртен ĕçрен хăтарнă çынсене ĕçе йышăнакан предприятисене бюджет укçипе пулăшассине çирĕплетет.
Дмитрий Медведев Шупашкарти электромеханика колледжĕнче - кунти НТЕС HAAS Technical Education Center вĕренĕвĕн техника центрĕнче тата пысăк технологиллĕ «Элара» электроникин производствинче ĕçлеме кирлĕ рабочисемпе специалистсене хатĕрлекен Ресурс центрĕнче пулса курнă.
Дмитрий МЕДВЕДЕВ, РФ Правительствин Председателĕ, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн председателĕ:
- Чăваш Енре тĕлĕнмелле ырă тата ĕçчен халăх пурăннине тепĕр хут курса ĕнентĕм. Республикăра çутçанталăк пуянлăхĕ çуккине кура тĕп çул-йĕре тĕрĕс суйласа илнĕ: çынна, çамрăк çынсене хывакан инвестицисем. Импорта хамăрăн продукципе улăштармалли туртăма тĕпе хуракан тĕслĕхсенчен пĕри - электротехника кластерне ăнăçлă аталантарни.
Вĕренĕвĕн HAAS техника центрне колледжра 2008 çулта «Трактор завочĕсем» концерн пулăшнипе уçнă. Кунта çамрăксем анчах мар, аслă ÿсĕмри çынсем, республикăри ытти предприятисенчен, урăх субъектсенчен килнĕ çынсем те «Программа управлениллĕ станоксен операторĕ» профессие алла илеççĕ. 8 çулхи тапхăрта унтан 1150 çын вĕренсе тухнă. Сăмах май, вĕренÿ министрĕ Дмитрий Ливанов Чăваш Республики професси пĕлĕвĕ парассин тытăмне чи тухăçлă йĕркелесе пынипе палăрса тăни çинчен чарăнса тăнă. 9-мĕш класран вĕренсе тухакан яшсемпе хĕрсен 55 проценчĕ техникумсемпе колледжсенче ăс пухаççĕ, вĕренсе тухнă хыççăн пурте ĕç вырăнĕ тупаççĕ. Шупашкарти электромеханика колледжĕн выпускникĕсен 93 проценчĕ хăйсем суйласа илнĕ профессипе ĕçлет.
Официаллă кăтартусем тăрăх, хальхи вăхăтра аслă шкулсенчен вĕренсе тухакансен 75 проценчĕ анчах ĕçе вырнаçать. Тĕрĕссипе вара, Дмитрий Анатольевич шучĕпе, чăн цифра тата пĕчĕкрех. Çапла майпа вăл электромеханика колледжĕн опытне ырласа çапла палăртнă: «Кунта усăлли нумай, шкул ачи пулнă çамрăксем анчах мар, çитĕннĕ çынсем те тĕрлĕ професси илме пултараççĕ».
Премьер-министр Шупашкарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçе мĕнле йĕркелесе пынипе тĕплĕн паллашнă хыççăн çапла палăртнă: «Ĕç шыравĕн çĕнĕ йышши тытăмĕпе, кăтартусен базипе усă кураççĕ. Куçса çÿрекен офис та пур - специалистсем инçетри районсене хăвăрт çитме, çынсене йышăнма пултараççĕ». Апла пулин те, унăн шучĕпе, ĕçлевĕн электрон службине туса хума вăхăт - ку чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ утăм пулĕ.
Ĕçлев министрĕ Максим Топилин хăйĕн докладĕнче ĕçлевпе çыхăннă лару-тăру йĕркеленсе пынине палăртнă. Вăл иртнĕ кĕркуннеренех ÿссе пынă ĕçсĕрлĕх шайĕ виççĕмĕш уйăх ĕнтĕ пĕр шайра тăнине палăртнă. Çапла вара ĕçсĕрлĕхĕн паянхи шайĕ /4,4 миллион çын/ - 5,8 процент. Çулталăк каялла çак кăтарту 9,2 процент пулнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионри ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă. Вăл ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе пĕтерме пулăшакан патшалăх программисемпе тухăçлă усă курнăран экономикăн тĕрлĕ отраслĕсенче ырă улшăнусем пулса иртнине палăртнă. Çапла майпа юлашки çулсенче ĕçсĕр шутланакан çынсен хисепĕ - виçĕ хут, ĕçсĕрлĕх коэффициенчĕ çичĕ хут чакнă. Михаил Игнатьев: «Кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç рынокĕнче ĕç паракансем ыйтнине регистрацилени ĕçсĕр çынсен йышĕнчен 2,2 хут ытларах пулнă.
Иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх, ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç тупса пама ыйтса пынă граждансен 82 процентне, урăхла каласан, 42880 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Çав шутран 2800 çынна професси пĕлĕвĕ илме пулăшнă, паянхи пурнăçра кирлĕ специальноçсене суйласа илнĕ. Вĕсенчен 99 процентне ĕçе вырнаçтарнă», - тенĕ.
Çивĕч ыйтусен шутне республикăра «Трактор завочĕсем» концерн ĕçĕ-хĕлĕ кĕрет. «Трактористсен» 80% паян тулли мар ĕç режимĕпе ĕçлет. Михаил Игнатьев унта 2,7 пин çынна ĕçре упраса хăварма пултарнине палăртнă. Çакна та асăннă: патшалăх пулăшмасан завода упраса хăварма май çук.
Ытти çитменлĕхсем те çук мар. Регионри экономикăри лару-тăру ĕç рынокне те пырса тивет. «Укçа йÿнелни, халăхăн тупăшĕ чакни, унпа пĕрлех, тавар туянакансен хисепĕ чакни пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх ĕçне малалла аталантарма чăрмантарать», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
Социаллă лару-тăру ыйтăвĕ - çурт-йĕр тăвасси, ача сачĕсемпе шкулсене çĕклесси те халăха ĕçпе тивĕçтерессинчен кая мар пĕлтерĕшлĕ шутланать.
Дмитрий Анатольевич çапла палăртнă: «Пирĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ виçĕ программа пур: юхăннă çурт-йĕр, вĕренÿ учрежденийĕсем, садиксем... Ача сачĕсем тумалли программа пĕлтĕр вĕçленчĕ. 2016 çултан тытăнса çĕнĕ тата пысăк та кăткăс программа ĕçе кĕчĕ. Малашнехи тĕллев - кивĕ шкулсене реконструкцилесси, çĕнĕ шкулсем тăвасси». Премьер-министр ку енĕпе Чăваш Республикинче ĕçсем мĕнлерех пыни çинчен ыйтсан Михаил Игнатьев Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесене тата тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтересси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. «Пирĕн хамăрăн регион программи пур, унпа килĕшÿллĕн хулара е ялта пурăнакан, 5 е унтан та ытларах ача çитĕнтерекен çемьесене каялла тавăрса памалла мар субсидисемпе тивĕçтеретпĕр», - тенĕ.
Республика Пуçлăхĕ 60 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче /çав шутра ялсенче те, хуласенче те/ икĕ çул тултарнă ачасене ача сачĕсене вырнаçтарас ыйтăва туллин татса панине пĕлтернĕ. Юлашки çулсенче республикăра 45 ача садикĕ хута кайнă, вĕсенче пĕтĕмпе 22,2 пин вырăн йĕркеленĕ.
Шкулсем тăвасси пирки каланă май Михаил Васильевич вĕренÿ заведенийĕсен типлă 4 проектне суйласа илнине, 10 çулта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 32 шкул, çав шутран 11-шĕ çĕнĕ микрорайонсем йĕркеленекен хуласенче пулмаллине, ялсенчи шкулсене тĕплĕ реконструкци тума шутлани çинчен палăртнă.
«Питĕ тĕрĕс, пĕр-пĕринпе çыхăннă пулăм та çакă. Чылай тĕслĕхре садик çумне шкул тумалли е шкул çумне тĕртсе садик çĕклемелли майсемпе усă курни меллĕ. Кăçал ку программăна пурнăçлама пикентĕмĕр - халех 25 миллиард тенкĕ куçаратпăр ĕнтĕ. Çак шутра Чăваш Республики валли палăртнă квота та пур», - тенĕ Дмитрий Медведев.
Хаклав
Ольга ГОЛОДЕЦ, РФ Правительствин вице-премьерĕ:
- Чăваш Ен - демографи, социаллă политика енĕпе курăмлă çитĕнÿсем тунă питĕ лайăх регион. Эпир яланах профессионалсене, хăйсен программисене пурнăçлакансене тата пурнăçлама тăрăшакансене хавхалантаратпăр. Çавăнпа Чăваш Ен влаçĕсем шкул вĕрентĕвне аталантармалли программăпа ĕçлеме хатĕррине çирĕплетсен те эпир вĕсене хаваспах пулăшрăмăр. Кăçал пурнăçлама тытăнакан проект вăй илессе, 10 çулта регионта пурăнакан кашни çын туйма тивĕç пысăк та хăватлă проекта чăнласах пурнăçласса шанатăп.
Дмитрий ЛИВАНОВ, РФ вĕренÿ тата наука министрĕ:
- Чăваш Республикинчи професси вĕрентĕвĕн тытăмĕ - чи тухăçлисенчен пĕри: тăххăрмĕш класс пĕтерекенсен 55% патнелле вĕренĕве техникумсемпе колледжсенче малалла тăсать, вĕренсе пĕтерсен ĕçе ăнăçлă вырнаçать. Калăпăр, Шупашкарти электромеханика колледжне пĕтерекенсем ĕçе вырнаçасси 93% та иртет.