27 февраля 2016 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынă ĕçлĕ канашлусене хутшăннă.
Чи малтанах Михаил Викторович Бабич вырăнти хăйтытăмлăх пуçлăхĕсемпе, район ертÿçисемпе тĕл пулнă. Канашлу тĕллевĕ - социаллă пурнăçпа экономика, обществăпа политика лару-тăрăвне шута илсе вĕсене канăç паман ыйтусене хăйсенчен илтесси, нормативлă майпа йĕркелесе çитереймен, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа, бюджетсен хушшинчи хутшăнусен, налук саккунĕсем тĕлĕшпе тухса тăнă çитменлĕхсене, пуçлăхсене те, ахаль çынсене те пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусене уçăмлатасси. Канашлура пур муниципалитета та пăшăрхантаракан лару-тăрăва сÿтсе явнă. Михаил Бабич шухăшĕпе халăхпа куллен хутшăнакан пуçлăхсемпе икĕ енлĕ çыхăну йĕркелеме пултарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - республикăри обществăпа политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă. «Халăхпа час-часах тĕл пулни, муниципалитетсен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май çынсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явни, уйăхсерен ирттерекен пĕрлехи информаци кунĕсенче инçетри ялсене тухса çÿрени çынсен шухăшне уçăмлатма пулăшать, чăн информацие вĕсем патне вăхăтра çитерме тата çынсен ыйтăвĕсене татса пама май парать», - пĕлтернĕ вăл.
«Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсенчи лару-тăрăва сÿтсе явнă май, Михаил Бабич унăн ĕç-хĕлĕ республика аталанăвĕ çине витĕм кÿнине палăртнă. Концерн тытăмĕнче 8 пин ытла çын вăй хурать. Тавар ыйтакан сахалланнипе тата кредит парăмĕсем ÿснипе хальхи вăхăтра асăннă тытăм финанс йывăрлăхне кĕрсе ÿкнĕ. 2015 çулта ăсатнă продукцин калăпăшĕ 2014 çулхинчен 2,3 хут сахалтарах. Çавна май çынсене ĕçсĕр хăварас хăрушлăх тухса тăрать. Ку производствăн конкурентлăхĕ пысăккине çĕршыв ертÿлĕхĕ аван ăнланать, вăл вакун, строительство, йывăр техникăн чи лайăх тĕсĕсене кăларма пултарасса шанать. Предприятие ĕçлеттерсе ямашкăн Раççей Президенчĕ финанс, управлени тата нормативлă йышăнусем тумашкăн çирĕп хушусем панă ĕнтĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев концерн предприятийĕсенчи лару-тăрăва йĕркене кĕртни регионшăн пĕлтерĕшлине палăртнă.
Раççей промышленноç тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Александр Морозов, концерн ертÿçи Михаил Болотин тата республикăн патшалăх влаçĕн органĕсен представителĕсем йывăрлăхран тухмалли майсене сÿтсе явнă.
Михаил Бабич шухăшĕпе «Трактор завочĕсем» концерн ертÿçисен тата регион влаçĕн лару-тăрăва йĕркене кĕртмешкĕн, çынсене ĕçпе тата социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтермешкĕн васкавлă мерăсем йышăнмалла. Михаил Викторович çивĕч ыйтусене татса памашкăн пулăшма хатĕррине пĕлтернĕ.