20 февраля 2016 г.
Малтанхи тапхăрти кашни кунхи пысăк чăрмавсене пăхмасăр фермăсенчи, техника паркĕнчи ĕçе çĕнĕлле йĕркелесе ярас тĕллевпе пысăк укçа-тенкĕ тăкакĕсенчен хăрамасăр çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме, ĕçе тухăçлă йĕркелесе пыма пултарнă ялхуçалăх предприятийĕ кĕске вăхăтра аталану çулĕ çине тăчĕ. Халĕ кунта выльăх-чĕрлĕх отраслĕн, уйрăмах сĕт туса илессин кăтартăвĕсем пысăк. Юлашки çулсенче пĕр ĕнерен сĕт сăвассипе районта, республикăра «Победа» ОООпа танлашма пултаракан çук. Отчетлă тапхăрта та Аслă Пăла Тимешри ĕне фермин коллективĕ кашни ĕнерен 7095 (!) килограмм сĕт сунă. Чи пысăк шалу алла илекенсем те - «Победа» ООО ĕçченĕсем. Вĕсен иртнĕ çулхи пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 16811 тенкĕпе танлашнă.
Ялхуçалăх предприятийĕн юбилей уявĕ умĕн сахал яваплă общество директорĕпе Николай Головинпа тĕл пулса калаçни вырăнлă та пулса тухрĕ тесе шутлатпăр.
- Ун чухне панкрута тухма патнех çитнĕ хуçалăх тилхепине Эсир алла илме килĕшмен пулсан унта ĕçлесе пурăнакан ял халăхĕн шăпи мĕнле пулнă пулĕччĕ-ши; Ĕçе, Николай Александрович, малтан мĕнрен тытăнтăр;
- Пуçламăшĕ - яланах йывăр. Хĕл варринче фермăри выльăх-чĕрлĕх çурма выçă тăнине, вĕсене çитерме улăм та тăрса юлманнине пĕлмен мар. Анчах ял халăхĕ ыйтнине хирĕçлеймерĕм, вĕсен шанăçне епле пулсан та тивĕçлипе тÿрре кăлармаллине ăнланса илтĕм. Йывăрлăхсенчен тухмалли майсем те тупăнса пычĕç: малтанласа ытти хуçалăхсемпе калаçса татăлса улăм турттартăмăр, жом, жмых туянтăмăр. Фермăри выльăх-чĕрлĕхе сивĕ хĕл кунĕсенче апатпа тивĕçтерес ыйту çивĕч тăнине пăхмасăр ĕне выльăхсен хисепне ÿстерме хăрамарăмăр. Çапла майпа выльăхсен продуктивлăхĕ те ÿсрĕ. Пĕрремĕш - 2006 çулхи отчетлă тапхăрти кăтартусене паянхи пекех лайăх астăватăп: 2005 çулхипе танлаштарсан, кашни ĕнерен сĕт сăвассине 65 процент, пĕтĕмпе сĕт туса илессине 25 процент ÿстертĕмĕр.
...Унтанпа выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма апат çитменни пулман. Çĕнĕ йышши ятарлă техникăсемпе усă курса ăна кирек хăш çанталăк условийĕнче те кашни çул пысăк пахалăхпа тата ытлăн-çитлĕн хатĕрлесе хăваратпăр.
- Малашнехи ĕç мĕнле йĕркеленсе пычĕ;
- Малтан пысăк тăкаксем тÿснĕ хуçалăхшăн 2006 çула 770 пин тенкĕлĕх таса тупăшпа вĕçлени те пысăк çитĕнÿ пекех пулчĕ.
Хамăр ума тата çирĕпрех тĕллевсем илтĕмĕр. Сăмаха çилпе те вĕçтермерĕмĕр, 2008 çулта, 2007 çулхи 4878 центнер вырăнне пурĕ 7825 центнер сĕт туса илнĕ. Кашни ĕнерен 6631 килограмм, 2007 çулхинчен 682 килограмм ытларах сĕт сунă. 2009 çулхи кăтартусем тата курăмлă, 2008 çулхипе танлаштарсан, пĕтĕмпе аш-какай туса илесси 28 процент ÿснĕ, 10 процент ытларах сĕт туса илнĕ. Çулталăкра кашни ĕнерен 6931 килограмм сĕт сунă. Пĕтĕмпе сĕт туса илнин 2011 çулхи кăтартăвĕ 10045 центнерпа, пĕр ĕнерен сĕт сăвасси 7074 килогрампа танлашнă. 2015 çулхи кăтартусем тата сулмаклăрах: пĕтĕмпе - 17738 центнер, пĕр ĕнерен 7095 килограмм сĕт сунă. Самăртма хупнă ушкăнри ĕне выльăхсене ÿт хуштарассин кăтартăвĕсем те ÿссе анчах пычĕç, отчетлă тапхăрта та вĕсем пĕр талăкра 804 грамран кая мар ÿт хушнă.
- Пĕтĕмпе сĕт туса илесси нумай ÿснин тĕп вăрттăнлăхĕ мĕнре тесе шутлатăр;
- Сăвăнакан ĕнесен хисепĕ (хальхи вăхăтра вĕсем 250 пуç шутланаççĕ) ÿснинче тата вĕсен продуктивлăхĕ пысăк пулнинче. Çуллахи тапхăрта ферма коллективĕ куллен кашни ĕнерен 22-25 килограмран кая мар сĕт сăвать. Хĕл кунĕсенче те продукци туса илесси пысăк. Хăш-пĕр ĕнесен пултарулăхĕ тата пысăкрах. Çу кунĕсенче вĕсем 35-40 килограмран кая мар сĕт антараççĕ.
«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн уйăрнă 17 миллион тенкĕлĕх кредитпа усă курса ĕне ферминчи ĕçе 2007 çулта çĕнĕлле йĕркелесе ятăмăр. Ĕнесене ятарлă залра сума тытăнтăмăр, çапла майпа ĕç тухăçлăхĕ нумай ÿсрĕ. Сăвăнакан ĕнесене блоксенче кăкармасăр усрани, тулăх рационпа тăрантарни, сĕт туса илессинче çĕнĕ йĕркесене пăхăнса ĕçлени, хальхи йышши оборудованисемпе туллин усă курни пире шăпах кирлĕ шайри пахалăхлă продукци туса илме май парать. Çапла майпа «шурă ылтăнпа» танлашакан сĕте сутнинчен 2015 çулта хуçалăх кассине 28 миллион та 189 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ. Фермăри ĕне выльăхсене тулăх рационпа тăрантарнăран ялхуçалăх предприятийĕнче туса илекен продукцин пахалăхĕ те пысăк. Сĕт хальхи вăхăтра та чи пысăк пахалăхпа тата чи пысăк хакпа сутăнать.
- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ шанчăклăн малалла аталанса пыни çĕр ĕç культурисене туса илессипе тачă çыхăннă.
- Выльăх-чĕрлĕхрен кирлĕ таран продукци туса илме çирĕп апат никĕсĕ кирлĕ. Хамăрăн кашни кунхи ĕçре çак тĕллеве малти вырăна хуратпăр та.
Ялхуçалăх предприятийĕнче пĕтĕмпе усă куракан çĕр лаптăкĕ 1340 гектар шутланать. Çав шутран тыр-пул лаптăкĕ 530 гектар йышăнать, ыттине выльăх апачлĕх культурăсем валли уйăрнă. Уй-хирти ĕçсене пурнăçланă чухне çĕнĕ йышши хăватлă техникăсемпе усă курни ĕçе тухăçлă йĕркелеме май парать.
Черетлĕ çураки планĕ хатĕр. Хальхи вăхăтра механизаторсемпе ял çыннисем акана хутшăнакан техникăна хатĕррисен ретне лартассипе, ялхуçалăх культурисен вăрлăхĕсене ака кондицине лартассипе тимлеççĕ. Пĕтĕм анана виçепе палăртнă чухлĕ минераллă удобренисемпе апатлантарни, çумкурăксене хирĕç кĕрешсе наркăмăшлă им-çамсемпе вăхăтлă усă курни ытларах тухăç илесси çине витĕм кÿрет. Тухăçа ÿстермелли майсемпе малашне тата ытларах усă курма кирлине ăнланатпăр.
- Çак тапхăрта сирĕн хуçалăхра нумай хутчен пулма, çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен пухусене хутшăнма та тÿр килнĕ. Уй-хирте, фермăсенче ĕçлекенсем кăмăлсăр пулнине нихăçан та илтмен. Çакăн пирки, Николай Александрович, мĕн каланă пулăттăр;
- Хуçалăх производствинче тăрăшакансене, темиçе çултанпа ĕç укçине вăхăтра алла тытса курайманскерсене, ун чухнехи ĕçри пĕчĕк улшăнусем те, паллах, хавхаланса ĕçлеме хистесе тăнă.
Çĕнĕ технологисене анлăн ĕçе кĕртнĕренпе ĕç условийĕсем нумай лайăхланчĕç. Çакна кура ялхуçалăх производствинче ĕçлес кăмăллă çынсем, вĕсем хушшинче çамрăксем те чылаййăн пулнине куратпăр. Çакă - ырă пулăм, малашлăха шанса ĕçлеме хистени те. Пĕлтĕр ĕç укçи, 2014 çулхипе танлаштарсан, 14 процент ÿснĕ.
Çынсене ĕçлеме хавхалантаракан тĕрлĕ майсемпе усă куратпăр. Сывлăха çирĕплетмелли сиплевпе кану учрежденийĕсене кайма путевкăсем уйăрассине, ĕçрен пушă вăхăтра ушкăнпа культурăллă канассине, концертсене тухса çÿрессине йĕркеленĕ.
- 10 çул каялла çĕнĕрен йĕркеленнĕ «Победа» ООО аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшакан çынсен ячĕсене палăртса калама пулĕ-и;
- Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнин пĕлтерĕшĕ виçесĕр пысăк. Ĕçчен çынна сума сăвасси, çамрăксене тăрăшуллă пулма, ĕçчен çынна хисеплеме хăнăхтарса çитĕнтересси - паянхи тĕп тĕллев.
Эпир те хамăрăн ĕçчен çынсемпе тивĕçлипе мухтанма пултаратпăр. Маргарита Курицына, Елена Челякова, Татьяна Платонова, Марина Портнова нумай çултанпа фермăра, Владимир Смирнов, Анатолий Алексеев, Иван Евдокимов, Андрей Портнов, Олег Осипов техника паркĕнче тăрăшаççĕ, Владимир Сергеев тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама хутшăнать. Шут ĕçченĕсем - Людмила Маркова, Юлия Смирнова, Валентина Селиванова та хăйсен пархатарлă ĕçĕпе палăрса тăраççĕ. Ытти ĕçченсем те ят-сума тивĕçлĕ. Николай Логинов, Иван Овечкин, Николай Герасимов механизаторсем, ферма хĕрĕсем - Анна Константинова, Елена Портнова, Татьяна Веникова, Зинаида Свеклова, Валентина Показаньева, Валентина Никитина, Надежда Андреева, Галина Трофимова тĕп зоотехник тата ыттисем те хăйсен пархатарлă ĕçĕпе хуçалăх экономикине тĕреклетессинче пысăк тÿпе хываççĕ.
Пурне те - хальхи вăхăтра ялхуçалăх предприятийĕнче тăрăшакансене, ĕç ветеранĕсене «Победа» ОООн юбилей уявĕ ячĕпе саламлатăп. Ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçусем сунатăп.
Светлана АРХИПОВА калаçнă.