06 февраля 2016 г.
Ял тăрăхĕсенче граждансен пухăвĕсем иртеççĕ.
Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи кашни ялтах пухусем иртнĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Портнов администрацин иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă. Кунтах район администрацийĕн, пушар службин ĕçченĕсен, полицин участокри уполномоченнăйĕн доклачĕсене, депутатсен шухăшĕсене итленĕ. Ял çыннисем пурте пĕрле канашласа ĕçлесен кăна пурнăç ырă енне улшăнассине палăртнă.