06 февраля 2016 г.
Кушкăри Геннадий Петрович Дергунов çемйи темиçе çул каялла хăйсене тивĕçекен 7 гектар çĕр лаптăкĕпе усă курма пуçларĕ.
Хальхи вăхăтра вĕсем унта тĕрлĕ пахчаçимĕç тата ытти ялхуçалăх культурисем çитĕнтереççĕ. Апла пулин те, пытармалли çук, хальхи вăхăтра ял çынни туса илекен çĕрулмипе кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕрĕн сутлăх хакĕ, ытти таварсемпе танлаштарсан, ытла та йÿнĕ. Çак йывăрлăхсем вăхăтлăха анчах пуласса шанса Дергуновсем хăйсем суйласа илнĕ çул-йĕртен пăрăнмаççĕ: кашни çул тухăçлă пахчаçимĕç туса илеççĕ.
Хирти ĕçсене пурнăçлама вĕсен пур техника та çителĕклĕ. Гена тракторпа та, ытти техникăпа та хăй ĕçлет. Чăн ылтăн алăллă çын теме пулать ăна. Вăл стройкăра та тăрăшать: каменщик, платник, столяр ĕçĕсене ăста пурнăçлама пултарать. Унăн пĕр пушă вăхăт та çук. Çавăнпа выльăх-чĕрлĕх патĕнче ытларах чухне мăшăрĕ - Люба ĕçлет. Килти хушма хуçалăхра сăвăнакан 3 ĕне, пăрусемпе вăкăрсем, сурăхсем усраççĕ, хур-кăвакал çитĕнтереççĕ.
Генăпа Любăна пысăк хуçалăха тытса пыма ашшĕпе амăшĕ, аппăшĕ пулăшаççĕ, вĕсен ачисем те ĕçе хастар хутшăнаççĕ.
С.БАРИНОВА.
Кушкă ялĕ.