Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипп сарăлма тытăннă

27 января 2016 г.

Пирен республикăра грипп çулленех кăрлач-нарăс уйăхĕсенче сарăлать.

Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн мониторингĕ тăрăх, кăрлач уйăхĕн юлашки эрнинче Шупашкарта кăна шăнса пăсăлнă 1815 çынна шута илнĕ. Асăннă кăтарту иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен пĕчĕкрех пулин те лару-тăру сисчĕвлентерет: çитĕннисенчен виççĕшне A/H1N1/ 2009 ернине тупса палăртнă.

Епле сыхланмалла?

Вирус çынран куçнине шута илсе санитарипе гигиена правилисене çирĕп пăхăнмалла, чирлекен усă курнă хатĕрсене дезинфекцилемелле, унпа хăйĕнпе ытлашши хутшăнмалла мар. Халăх йышлă çÿрекен вырăнсенчен пăрăнмалла. Ĕçрен, лавккаран таврăннă хыççăн алла супăньпе çумалла.

Сунасланă е ÿсĕрнĕ чухне тута-сăмсана ятарлă салфеткăпа хупламалла, хÿтлĕх мелĕсемпе усă курмалла.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, уçăлса çÿрени, тĕрĕс те тутлăхлă апатланни, рациона белокпа, минерал хутăшĕпе, витаминпа пуянлатни пĕлтерĕшлĕ. Хĕл кунĕсенче сухан, ыхра, улма-çырла, пахчаçимĕç, йÿçĕтнĕ купăста сĕтел çинчен татăлмалла мар. Гриппа чирлесен апат анмасть, апла-тăк çăмăлраххине /чăх яшкин шÿрпине, пăтă, çăмарта, сĕт-турăх/ ĕçмелле-çимелле. Çанталăка кура тумланмалла, шăнасран асăрханмалла. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ синтетика материалтан хатĕрленĕ тума килĕштерет. Анчах вăл тарлаттарать - кун пек чухне шăнса пăсăлма пулать. Çĕлĕксĕр çÿремелле мар, аялти тум, атă-пушмак ăшă тытмалла.

 

Чир мĕнле палăрать?

A/H1N1/ 2009 грипăн малтанхи палăрăмĕсем: ÿт температури сасартăк ÿссе каять, ÿслĕк, сунас пуçланать, пуç, ÿт тĕртĕмĕ ыратать, сывлав хăвăртланать, конъюктивит амаланать. Хăшĕ-пĕрин вар-хырăмĕ пăсăлать /çакнашкал пулăм ахаль йышши грипп ерсен пулмасть/.

Сезон вăхăтĕнче грипп 5-7 кунран кăна йывăр чире куçма пултарать-тĕк, A/H1N1/ 2009 - 2-3 кунранах. Вĕсен шутĕнче - вируслă пневмони: пациент сывлăш пÿлĕннипе аптăранă чухне ÿпкине искусствăлла майпа вентиляцилеме тивет.

Грипăн малтанхи палăрăмĕсем сисĕнсенех тухтăра киле чĕнмелле, вăл хушнине çирĕп пăхăнмалла. Пациент хăйне йывăр туйсан е унăн чĕрепе юн тымарĕн тата вăраха кайнă ытти чир пулсан госпитализацилени вырăнлă. Çемье членĕ чирлесе килте сипленсен ăна уйрăм пÿлĕме вырнаçтармалла. Çапла тумашкăн май çук-тăк унпа пурин те сăлтавсăр хутшăнма тăхтамалла, ăна хăшĕн те пулин ятарласа пăхмалла. Ачасене грипп вирусĕ аптратсан садике е шкула ямалла мар.

Чирлĕ çыннăн организмĕ интоксикациленнине чакарас тĕллевпе ăна чей, ăшă сĕт, çырла шывĕ е сĕткенĕ ытларах ĕçтермелле. Ÿт температури 38 градусран иртсен вĕрилентернине чакаракан эмел /парацетамол сиенсĕртерех/ памалла, асăннă кăтартуран пĕчĕкреххипе кĕрешмешкĕн организм хăех хевте çитерет. Сăмах май, антибиотиксемпе сипленме тăхтăр, мĕншĕн тесен вĕсем иммунитета вăйсăрлатса аллергие яма пултараççĕ. Вирус инфекцийĕсене сиплемешкĕн ремантадин, альгирем, занамивир, интерферон тата ытти препарат юрăхлă. Эрех-сăрапа е мунча кĕрсе чире хăвалас тени сиен кăна кÿрет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика