Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипран сыхланăр

23 января 2016 г.

Грипп - сывлав органĕсен хăвăрт сарăлакан чирĕ. Вăл респираторлă вирус инфекцийĕсен ушкăнне кĕрет. 100 ытла вирус тĕсĕ шăнса пăсăлнин палли шутланать, А, В, тата С ушкăнсенчисем кăна грипа яраççĕ.

Тĕпчевсем палăртнă тăрăх - тăтăшах сарăлакан грипп тата ОРВИ пĕтĕмĕшле илсен пирĕн пурнăçăн пĕр çулталăкне «вăрлаççĕ»: шăмшак сурнипе, шăнтса пăрахнипе, пуç ыратнипе, организм вирусăн сиенлĕ белокĕпе наркăмăшланнипе çын вăхăтлăх ĕçлейми пулать. Теветкеллĕх ушкăнне шкула тата садике çÿрекен ачасем, аслă ăру çыннисем, чĕрен, ÿпкен, пÿрен вăраха кайнă чирĕсемлĕ граждансем лекеççĕ.

Чир 1-4 кунран сисĕнме тытăнать: кĕске хушăрах вĕрилентерсе пăрахать, температура 39-40 градус таран хăпарса 2-3 куна тăсăлма пултарать. Çÿçентерет, тарлаттарать, пуç çамкапа тăнлав тĕлĕнчен хытă сурать, куçа вылятсан унăн шăрçи ыратать, куçа çутă çиет, пуç çаврăнать, ÿт тĕртĕмĕпе сыпăсем канăçсăрлантараççĕ.

Чиртен çийĕнчех сипленмелле, унсăрăн сывлав тытăмĕ, чĕре, пÿре, вар-хырăм органĕсем сиенленме пултараççĕ.

Пиртен чылайăшĕ харпăр хăй сывлăхĕ çине çăмăлттайла пăхать. Чир пуçламăшне ĕç кунĕ хыççăн ĕшенни вырăнне кăна хурать. Асра тытмалла: сасартăк вăй пĕтсе килни, пуç ыратма тытăнни, шăнтса пăрахни - сывмарланăвăн малтанхи палăрăмĕ. Çак вирус çакланнин хăрушлăхĕ çитĕннисемшĕн ачасемпе танлаштарсан пысăкрах та, вăл пире кашни кĕтесре сыхласа тăрать тейĕн - транспортра, ĕç вырăнĕнче, кафере... Çапах та чире асăрхаманçи пулатпăр, тухтăр патне çитсе килме вăхăт тупаймастпăр. Чылайăшĕ грипа хăрушă чир вырăнне хумасть, вĕрилентерсе пăрахнипе, интоксикацие ура çинчех чăтса ирттернипе ун хыççăнхи амаксем вăй илеççĕ - чĕрепе юн тымарĕн, сывлав органĕсен тытăмĕсем, организмăн ытти функцийĕ хавшаççĕ. Тĕрĕссипе, ерекен чирсене пула пурнăçран уйрăлнин сăлтавĕ пневмококк инфекцийĕ хыççăн иккĕмĕш вырăнта шутланать.

Чире пуçламăш тупса палăртсан тата çийĕнчех сипленме тытăнсан усса каять. Чирлĕ çынна чи малтанах çемье членĕсенчен уйăрмалла /хăйĕн пÿлĕм çук тăк ăна сарса панă вырăна ширмăпа е карăпа картмалла/, уйрăм савăт-сапа, харпăр хăй гигиенин хатĕрĕпе тивĕçтермелле. Грипп ернипе уйрăмах канăçсăрлансан - сывлăш пÿлĕнсен, чĕре таппи улшăнсан - васкавлă медицина пулăшăвĕ чĕнсе илмелле.

Врач килсе çитиччен ăна ăшă утиялпа витмелле, сиплĕ курăкран е улма-çырларан хатĕрленĕ вĕри чей ĕçтермелле. Аллерги аптăратмасть тăк шĕвеке пыл хушма юрать. Ÿт температури 38-38,5 градус таран ÿссе кайнă пулсан ăна чакармалла мар: çапла майпа организм чир-чĕрпе кĕрешет, инфекцие пуçарнă микробсене хăваласа кăларать.

Тухтăр сывату мелне палăртать, сиплев схемине вируспа кĕрешекен препаратсене кĕртет. Хальхи вăхăтра вĕсен переченĕ пуян. Тухтăр стационара выртма кирли пирки асăрхаттарсан ăна хирĕçлемелле мар.

Унсăр пуçне ĕçме-çиме тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалла: апат-çимĕçе витаминсемпе тата микроэлементсемпе пуянлатмалла, бифидо тата лактобактериллĕ йÿçĕтнĕ сĕт юр-варĕ, пахчаçимĕç тата улма-çырла усăллă. Сĕткен, минерал тата сиплĕ курăк шывĕ /уйрăмах шăлан çырлине вĕретни/ тăтăшах ĕçмелле.

Кăрлач уйăхĕн малтанхи кунĕсенче районта ОРВИпе чирленĕ 12 çынна регистрациленĕ. Вĕсен йышĕнче ытларах ачасем. Грипран хÿтĕленмелли чи лайăх мел вăл - вакцинаци тутарни. Районти 5200 çынна  прививка тунă.

Э.КУЗНЕЦОВА,
Елчĕкри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн врачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика