23 января 2016 г.
Иртнĕ çулхи итогсем тăрăх республикăри 217 пин çитĕннĕ çын /планăн 97,7 проценчĕ/ диспансеризаци витĕр тухнă.
Юлашки çулсенче район халăхĕ те хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшни сисĕнет. Пĕлтĕр планпа 4473 çыннăн диспансеризаци витĕр тухмалла пулнă пулсан, 4596 çын тухтăрсем патĕнче пулнă.
2013 çулта, диспансеризаци ирттерессинче çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ хыççăн, республикăра пурăнакан кашни çынна тĕплĕ медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма майсем туса панă. Виçĕ çул хушшинче Чăваш Енре диспансеризаци ирттерме 800 миллиона яхăн укçа-тенкĕ уйăрнă. Диспансеризаци халăх сывлăхне анлăн тĕрĕслеме тата чир-чĕре иртерех тупса палăртса çийĕнчех сыватма майсем туса пачĕ.
Пĕлтĕрхи тĕрĕслевсем вăхăтĕнче республикăри 35 пин ытла çыннăн тĕрлĕ чирне тупнă. Çавăн пекех 511 çын малтанхи тапхăрти усал чирсемпе чирлине тупса палăртнă.
Районта диспансеризаци пуçланнă. Кăçал ун витĕр 1995, 1992, 1989, 1986, 1983, 1980, 1977, 1974, 1971, 1968, 1965, 1962, 1959, 1956, 1953, 1950, 1947, 1944, 1938, 1935, 1932, 1929, 1926, 1923, 1920, 1917 çулсенче çуралнă çынсем тухаççĕ.
Пурин те сывлăха тĕплĕн тĕрĕслеттерме тăрăшмалла. Ку вăл хамăршăнах.
Г.УФУКОВА,
районти тĕп врачăн çумĕ.