16 января 2016 г.
Çĕнĕ Арланкассинчи Надежда Владимировна Ивановăпа тĕл пулма шутламан çĕртенех паллашма тÿр килчĕ.
Вăл сăпайлă та тирпейлĕ, ытлашши сăмах ваклама та юратман çын пулнине çийĕнчех ăнланса илтĕм. Çав вăхăтрах унăн шухăша путнă тарăн куçĕсене, пит-куçĕнче те савăнăç палли ытлашшиех çуккине куртăм. Апла пулин те ырă кăмăллă кил хуçи хĕрарăмĕ тĕпеле иртме сĕнчĕ.
- Çакăн пек пысăк та хăтлă çуртра пĕччен пурăнмастăр пулĕ те, - тетĕп пÿртре пĕр сас-чÿ те илтĕнменрен. Надежда Владимировна ассăн сывласа илнĕ хыççăн:
- Мăшăрпа иксĕмĕр икĕ мăнука пăхса ÿстеретпĕр. Асли - Вадим шкултан таврăнайман-ха, çиччĕмĕш класра вĕренет. Павел - пиллĕкре, садике çÿрет. Вăл амăшне тĕлĕкри пек анчах астăвать. Мăнукăм ун чухне икĕ çултан анчах иртейнĕччĕ-çке. Кукашшĕ шăпах ăна садикрен кĕтсе илме кайнă, халь-халех килсе çитмелле вĕсем, - терĕ.
Малалла мĕн ыйтмаллине, каламаллине пĕлмерĕм - ăнланмасăр тĕрĕс мар сăмах каласа унăн ахаль те вичкĕн çĕçĕпе чикнĕ евĕр ыратакан чун-чĕрине тата хытăрах суран кÿресрен шиклентĕм. Сăмах çăмхи вара хăй тĕллĕнех сÿтĕлчĕ. Ивановсем пуç çĕклейми йывăр хуйхă-суйхă чăтса ирттернĕ - маларах вĕсен 23-ри Владимир ывăлне, виçĕ çул каялла 31 çулхи Олеся хĕрне хăрушă вилĕм хăйĕн аллине туртса илнĕ. Надежда Владимировнăпа Клементий Аркадьевича ашшĕпе амăшĕ вырăнĕнче пулса мăнукĕсене пăхса ÿстерме шăпа пÿрнĕ-ши?
...Ивановсем икĕ алă вăйĕпе ĕçлесех хăйсен ĕмĕрĕнче ырлăх-пурлăхне çителĕклĕ пухнă - мал ĕмĕтпе пурăннă. Надежда ун чухнехи Ленин орденлĕ «Победа» колхозăн саккăрмĕш комплекслă бригадинче чĕрĕк ĕмĕр ытла дояркăра ĕçленĕ. Каярахпа ялти лавккара, шкулта ĕçленĕ. Клементий - таврари ăста механизатор. Тенкĕ пус вĕççĕн пухăннине лайăх ăнланакан, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан мăшăр колхоз производствинчи кашни кунхи ĕçпе анчах лăпланса ларман - килте йышлă выльăх-чĕрлĕх усраса хушма тупăш илнĕ. 15 сысна таран хĕл каçарнă, вĕсене самăртса сутнă, çăвăрлаттарнă та. Харăсах виçĕ ĕне те сунă, лаша усранă. Анчах куçа курăнса килмен хăрушă инкек пĕр самантлăха вĕсен пĕтĕм пурнăçне, ĕмĕт-тĕллевĕсене аркатнăн туйăннă. Мăнукĕсене ура çине тăратма кирлине ăнланса илни вара çирĕпрех пулма, йывăрлăхсене пăхмасăр ĕмĕтпе пурăнма хистенĕ.
...Пирĕн савăнăçлах мар, салху калаçăва кукашшĕпе пĕрле садикран килсе çитнĕ Павел чĕрĕлĕх кĕртрĕ. Мăнукĕсен ырлăхĕшĕн чун-чĕре ăшшине паракан кукамăшĕн куçĕсем тинех ялкăшса çуталчĕç. Надежда Владимировна пĕчĕк Павлуша - хăйĕн чунĕн тĕпренчĕкне ытамне илсе ăшшăн çупăрларĕ...
Светлана АНАТОЛЬЕВА.
Сăнÿкерчĕкре: Пĕчĕк Павел кукамăшне ытла хытă юратать, иккĕшĕ вĕсем темĕн çинчен те калаçма пултараççĕ.