20 января 2016 г.
2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре çĕнĕ саккунсемпе нормативлă актсем вăя кĕчĕç. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем савăнтарĕç, теприсем хурлантарĕç. Сăмахран, таварсен хакĕ, коммуналлă юсавшăн тÿлесси ÿсет. Инвалидсене пырса тивекен саккунсене çĕнетни, тен, кăштах та пулин шанчăк парать.
Вăр-вар улшăнакан хаксем
Магазинсен сентрисем çинче ют çĕршыв таварĕсем сахалрах пулĕç. Январĕн 1-мĕш кунĕсенченех Европа, АПШ, Украина, Турци çĕршывĕсен апат-çимĕç таварĕсене кÿрсе килме чарнă. Унсăр пуçне хаяр мар алкоголь продукцийĕ, сигарет, бензин çине акциз ставкисем ÿснĕ.
Унпа пĕрлех «Российская газета» 2016 çулта хакĕсем ÿсекен таварсен списокне пичетленĕ. Вĕсен йышĕнче - йăлари техникăпа электроника, полиграфи продукцийĕ, строительство материалĕсем, кĕпе-йĕм, атă-пушмак.
Штраф пур - пени ÿсет
Çĕнĕ çултан çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхшăн вăхăтра тÿлемен çынсене пени тÿлеттереççĕ. 31 кун иртнĕ пулсассăн пени ÿсме тытăнать. Çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсен управляющи компанийĕсем тĕлĕшпе те çĕнĕ саккун вăя кĕрет. Вĕсем çуртсене кирлĕ пек тытса тăмасассăн, квитанцисенчи хаксене тĕрĕс палăртмасассăн компанисене штрафлаççĕ.
Хваттер сутма çăмăл мар
Кăçалхи январь уйăхĕнчен харпăрлăхра пилĕк çул пулнă хваттере, çурта сутнăшăн çеç налук шыраса илмеççĕ. Халĕччен вăл виçĕ çулпа танлашнă.
Енчен те çын харпăрлăхри пурлăха пилĕк çулччен сутсассăн, унăн пурăнмалли çурт-йĕрĕн кадастр хакĕн 70 процентĕнчен тупăш /подоходный/ налукĕ тÿлеме тивет. Енчен те пурлăха 2016 çулччен туяннă пулсассăн, вăхăт виçĕ çулпах танлашать.
Штрафсем пĕчĕкленеççĕ
Çĕнĕ çултан çул-йĕр правилисене пăснăшăн водительсен штрафăн 50 процентне тÿлеме ирĕк пур. Çак çăмăллăхпа 20 кун хушшинче штрафа тÿлекенсем усă курма пултараççĕ.
Анчах та çĕнĕ саккун эрех ĕçсе руль умне ларнисене, çулталăк хушшинче тепĕр хутчен хăвăртлăха ÿстернипе йĕркене пăсакансене, çул урлă светофорăн хĕрлĕ çутипех каçса каякансене пырса тивмест.
Социаллă тÿлевсене - ĕçрен
2016 çулта сипленнĕшĕн, вĕреннĕшĕн паракан социаллă налук тÿлевĕсене ĕç вырăнĕнчех çырса хатĕрлеме май пур. Халĕччен вĕсене налук инспекцине З-НДФЛ деклараци тăратнă хыççăн çеç панă.
Экзаменсем йывăрланĕç
Кăçалтан Раççейре водитель правине илмелли экзаменсен йĕрки çирĕпленнĕ. Теори пайĕнчи 20 ыйтуран 18-шне тĕрĕс хуравламалла. Йăнăшнă кашни ыйтушăн тата хушма пилĕк ыйтăва хуравлама тивет. Теорипе практика экзаменĕсем хушшинче хатĕрленсе çитме çур çул иртмелле. Практика пайĕнчи экзамена та çĕнĕлĕх кĕртнĕ. «В» категориллĕ права илекенсен виçĕ çĕнĕ задани пурнăçламалла, çав шутра - пассажирсене лартасси тата вĕсене антарса хăварасси. Тепĕр хутчен экзамена эрнерен çеç тытма пулать.
Парăмçăсене водитель прависĕр хăвараççĕ
Штраф е алимент вăхăтра тÿлемен парăмçăсене водитель прависĕр хăвараççĕ. Парăм 10 пин тенкĕрен ытла пулмалла. Штрафа тÿлесессĕн правана тавăрса параççĕ. Çĕнĕ саккун инвалидсене тата пĕрремĕш, иккĕмĕш ушкăнсенчи инвалидсене пăхакансене пырса тивмест.
Пĕчĕк бизнеса тĕрĕслемеççĕ
2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕпе 2018 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен пĕчĕк бизнеса план тĕрĕслевĕсенчен хăтараççĕ. Çакă предпринимательствăна лайăхрах аталантарма пулăшĕ тесе шанаççĕ. Апла пулин те радиаци хăрушсăрлăхĕн, патшалăх вăрттăнлăхĕпе тата гидротехника сооруженийĕсемпе ĕçлекен, экологипе производство объекчĕсенче ертсе пыракан юридици сăпачĕсенчи, уйрăм предпринимательсене тĕрĕслесех тăрĕç.